Политика
Чӑваш Енре Китайри Аньцин хулинчи делегаци пулнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче икӗ ен килӗшӳ алӑ пуснӑ. Шупашкарти пылчӑкпа сипленмелли «ЧувашияКурорт» санатори ҫумӗнче Китай медицинин центрне уҫасшӑн. Килӗшӳре палӑртнӑ тӑрӑх, икӗ хула медицина специалисчӗсемпе те ылмашӑнасшӑн, аслӑ тата вӑтам пӗлӳллӗ специалистсене пӗр-пӗрин патӗнче вӗрентесшӗн. Кунсӑр пуҫне Шупашкарпа Аньцин пӗрле семинарсем, конференцисем ирттересшӗн, стажировкӑсем, квалификацие ӳстермелли курссем йӗркелесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Иван Моторин икӗ министрӑн ҫумӗсене ӗҫрен хӑтарма йышӑннӑ Паян Чӑваш Енри икӗ министрӑн ҫумӗсене ӗҫрен кӑларнӑ. Хушусене республикӑн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин умлӑ-хыҫлӑн алӑ пуснӑ. 587-мӗш номерлӗ хушура ҫырса хунӑ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн пӗрремӗш ҫумне Максим Вениаминович Иванова должноҫсӑр хӑварнӑ. 588-мӗш номерлинче Чӑваш Енӗн финанс министрӗн ҫумне Валерий Николаевич Иванова министр ҫумӗнчен кӑларассине палӑртнӑ. Республика шайӗнчи икӗ тӳре-шарапа ҫыхӑннӑ хушусене Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Министрсен ҫумӗсен пуканӗсене йышӑннисене ҫемҫе пукансӑр мӗншӗн хӑварнине Правительство пуҫлӑхӗ Иван Моторин ӗҫлӗ хутра ӑнлантарса тӑман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Паян Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗ иртрӗ. Хальхин уйрӑмлӑхӗ — ӑна анлӑ тесе пӗлтерни. Унта ытти ыйтупа пӗрлех республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн кӑҫалхи ҫур ҫулхи аталанӑвне пӑхса тухрӗҫ. Ларӑва Михаил Игнатьев Элтепер уҫрӗ, вӑлах ертсе пычӗ. Михаил Игнатьев ҫур ҫулхи аталанӑва пӗтӗмлетекен пухусем ҫак кунсенче районсемпе хуласенче иртнине, унта республика ертӳҫисем тухса ҫӳренине пӗлтерчӗ. Михаил Игнатьев район-хулари пӗтӗмлетӳллӗ пухусене урӑхларах йӗркелемеллине палӑртрӗ. Республика Элтеперӗ каланӑ тӑрӑх, депутатсем те ыйту памаҫҫӗ. Пуху тӗллевӗ — лару-тӑрӑва пӗлсе тӑрасси, вырӑнсенчен тӗрӗс информаци илесси. Сӑмах май, Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи пухӑва Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутатне Сергей Семенова кӗртменнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. |
Политика
Ҫак кунсенче районсемпе хуласенче муниципалитетсен кӑҫалхи ҫур ҫулхи аталанӑвне пӗтӗмлетекен пухусем иртеҫҫӗ. Вӗсенчен чылайӑшне Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑнать. Республика ертӳҫипе пӗрлех тӗрлӗ министерство ертӳҫисем район-хула аталанӑвне тишкерсе сӑмах калаҫҫӗ. Кӑҫалхи кӑрлач-ҫӗртме уйӑхӗсенче епле ӗҫленине ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пӗтӗмлетнӗ. Унта вырӑнти предприяти-организаци, учреждени ертӳҫисене, вырӑнти хастара пухнӑ. Анчах Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутатне Сергей Семенова унта кӗртмен. Килен-каяна тӗрӗслесе тӑракан «Цербер» хурал предприятийӗн ӗҫченӗсем ӑна хушамачӗ чӗннисен списокӗнче ҫуккине пӗлтернӗ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ унӑн ҫавӑн пек мероприятисене хутшӑнма ирӗк пур тесен те лешсем яхӑнне те яман. Депутат тӗрӗслӗхе халӗ йӗрке хуралҫисем патӗнче шырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Владимир Путин патронажӗнче шутланакан управлени кадрӗсен ҫӗнетнӗ списокне хатӗрленӗ. Чӑваш Енрен унтан пӗртен-пӗр ҫын кӗнӗ. Ку вӑл — республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин. Списока Кремль сайтӗнче ӗнер, утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, пичетленӗ. Иван Моторин ку списокра ҫӗнӗ ҫын мар. Унта вӑл икӗ ҫул каялла, 2016-мӗшӗнче, лекнӗ. Иван Моторин 1973 ҫулта ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ, «экономист» специальноҫне алла илнӗ. 1995 ҫулта вӑл тулли мар яваплӑ пӗр обществӑра бухгалтер-экспедиторта тимлеме пуҫланӑ. 1998 ҫулта Чӑваш Енӗн Тулаш хутшӑнусен министерствине ӗҫе вырнаҫнӑ. Карьера картлашкипе пӗчӗккӗн хӑпарса пырса 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче премьер-министра ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» депутачӗсем Игорь Моляковпа Сергей Семенов Шупашкарти Чапаев скверӗнче митинг ирттернӗ. Унта вӗсем халӑха пӑшӑрхантаракан ыйтӑва, пенси ӳсӗмне ӳстернине, сӳтсе явнӑ. Ӗнер вара Игорь Моляков патне Шупашкарти 1-мӗш полици уйрӑмӗнчен ҫыру килнӗ. Унта Чапаев скверӗнче саккуна пӑсса ирттернӗ мероприятие, митинг евӗрскере, тӗрӗслени пирки пӗлтернӗ. Кун пирки «Фейсбук» халӑх тетелӗнче право хӳтӗлевҫи Алексей Глухов пӗлтернӗ. Депутата административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн протокол ҫырмашкӑн полици пунктне чӗнсе илнӗ. Вӑл унта пымасан протокола унсӑрах хатӗрлесси пирки пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Халӑха — ваттине те, яшшине те — калаҫтаракан пенси реформипе ҫыхӑннӑ саккун проектне Раҫҫейӗн Патшалӑх Думи паян пӑхса тухнӑ. Ӑна хальлӗхе пӗрремӗш вулавпа тишкернӗ. Асӑннӑ саккун проектӗнче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх арҫынсене ӳлӗмрен 65 ҫулта тивӗҫлӗ канӑвӑ кӑларӗҫ, хӗрарӑмсене 63 ҫулччен ӗҫлеттерӗҫ. Саккун проектне ҫӗршывӑн Правительстви сӗннӗ. Ҫӗнӗлӗхӗн ырлӑх-пурлӑхӗ пирки калаҫнӑ май пенси ҫулталӑкне вӑтамран 12 пин тенкӗ ӳсӗ тесе савӑнтарасшӑн. Пенси ҫулӗнчисем нумайланса кайнине, вӑйпиттисем сахалраххине те палӑртаҫҫӗ. Саккун проектне пӗрремӗш вулавпа тишкернӗ чух оппозици текен парти пайташӗсенчен пӗр коммунист тытӑнса тӑнӑ, ыттисем саккун проектне хирӗҫ сасӑлани паллӑ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗсенчен Наталья Поклонская ҫеҫ хирӗҫ пулнӑ. Пирӗн Чӑваш Енрен суйланнӑ ултӑ депутатран Алена Аршинова, Николай Малов тата Леонид Черкесов саккун проекчӗшӗн пулнӑ. Вӗсем пурте — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗсем. Хирӗҫҫисем — «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» пайташӗсем Анатолий Аксаков тата Олег Николаев, ҫавӑн пекех Валентин Шурчанов коммунист. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫул-йӗр патруль службин ӗҫченӗсем тата «Антиделер» общество юхӑмӗн рейд ушкӑнӗсен ҫыннисем Шупашкар хула пухӑвӗн депутатне, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти элчине Антон Ковалева тытса чарнӑ. Ленин Комсомолӗн урамӗнчи пӗр водителе шурӑ тӗслӗ «Вольксваген Пассат» рулӗ умӗнчи ҫын наркотик тутаннӑ пек туйӑннӑ. Вӑл кун пирки ҪҪХПИе пӗлтернӗ. Руль умӗнчи шӑпах ҫак депутат пулнӑ. Антон Ковалев наркодиспансерта медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма хирӗҫленӗ. «Антиделерӑн» Инстаграмри страницинче ҫырнӑ тӑрӑх, депутат хӑйне йӗркеллӗ тытман, ҪҪХПИ ӗҫченӗсене хӑмсарнӑ: «Халӑх мана пӗлет»... Палӑртмалла: Антон Ковалев Шупашкарта 1981 ҫулта ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Ӗнер Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетсӗр сессийӗнче депутатсем пенси реформипе ҫыхӑннӑ саккун проектне пӑхса тухнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Тӗлӗнмелле хӗрӳ сӳтсе яврӗҫ ӑна. Оппозици партийӗсем шутланаканнисен пайташӗсем пенсие тухас ҫула ӳстерни халӑха хирӗҫле мера тесе чунтан каларӗҫ. «Пире халӑх суйланӑ, халӑх вара вӑл саккуна хирӗҫ», — ӳкӗтленӗ пек палӑртрӗ, сӑмахран, депутатсенчен пӗри. Ертсе пыракан парти шутланакан парти пайташӗсем йышлӑ та, федераци шайӗнче хатӗрленӗ саккун проектне Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ ырларӗ-ырларех. Ӗнер «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗ Шупашкарти Республика тӳремӗнче митинг ирттерме палӑртнӑ. Хула администрацийӗнчен ирӗк илес тенӗ те унтисем «Литература варенийӗ» пулать тесе хирӗҫленӗ. Чапаев палӑкӗ умне пухӑнас тесен те ирӗк паман — унта та «Литература варенийӗ»-мӗн. Ҫапла вара ӗнер Чапаев палӑкӗ патне 50 ҫын, вӗсем хысна тытӑмӗнче ӗҫлекенсем теҫҫӗ, пухӑннӑ. Республика тӳремӗнчи Ленин палӑкӗ умӗнче вара виҫӗ мӑшӑр ташлакаласа ҫӳренӗ, унта 15-е яхӑн ҫын пухӑннӑ иккен. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн пайташӗсем ӗнер ҫапах та халӑхпа тӗл пулнӑ-пулнах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Светлана Ананьева Паян Чӑваш Енӗн Элтеперӗн ҫӗнӗ пулӑшуҫине палӑртнӑ. Ҫакӑн пирки республика ертӳҫи Михаил Игнатьев 293-мӗш номерлӗ хушу кӑларнӑ. Михаил Васильевича малашне Светлана Ананьева пулӑшса пырӗ. Ҫак хӗрарӑм унччен республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Светлана Ананьевӑна ҫав должноҫрен паян хӑтарнӑ. Апла документа Чӑваш Енӗн Правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Светлана Ананьева И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен 1995 ҫулта вӗренсе тухнӑ, унта вӑл «Теоретика экономисчӗ» специальноҫа алла илнӗ. Ӗҫ биографине вӑл 1995 ҫулта Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин Медицина статистикин республика бюровӗнчи экономистран пуҫланӑ. 2014 ҫулта асӑннӑ министерствӑра ӗҫлеме тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |