|
Харпӑр шухӑш
Политика
Самант тӗксӗмленчӗ Мӗн пур Чӑвашра: Хӗвел саншӑн сӳнчӗ, Чуну — уҫлӑхра. Нумай эс хӑвартӑн Кунти пурнӑҫра. Хӑв халӑхшӑн ҫунтӑн, Утса тӑвалла. Шӳте ӑнланмарӗҫ Хӑш-пӗр юлташсем, Пит хыт айӑпларӗҫ — Ӑҫта чунӗсем? Тепри, ҫаратсан та, Лармасть тӗрмере. Ун пурнӑҫӗ янтӑ — Пулсан кӗсьере. Анчах Турӑ куҫлӑ, Йӑлтах Вӑл курать. Парсассӑн та пурлӑх Вӑрра каҫармасть. Пӗр саншӑн Вӑл уҫӗ Ҫӑтмах алӑкне, Сана валли тупӗ Чи ыр сӑмахне. Манмасть тӑван халӑх Ятна нихӑҫан. Ӗҫӳ — чӗрӗ палӑк. Апла эс пурнан!
Леонид Сильвестров Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест. |
|
Политика
![]() Чӑваш Енри сумлӑ МИХсенчен пӗри, «Правда ПФО», республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевпа интервью пичетленӗ. Калаҫура тӗрлӗ ыйтӑва хускатнӑ. Ҫав шутра – Чӑваш Ен Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьева та (чунӗ ҫӳлти патшалӑха лектӗр) аса илнӗ. «Олег Алексеевич, эсир Игнатьев ҫӗршыв Президенчӗпе судлашас тенине ӗненместӗп тенӗччӗ нумаях пулмасть. Ун пек иккӗленме сирӗн сӑлтав пулнӑ-и?» – ыйтнӑ Александр Белов журналист. «Михаил Васильевичпа юлашки хутчен эпӗ нарӑс уйӑхӗнче тӗл пулнӑ. Вӑл ӗҫе вырнаҫас ыйтӑва хускатнӑччӗ. Ун чухне вӑл Питӗре черетлӗ медицина процедурине каяссине пӗлтернӗччӗ. Унтан таврӑнсан тепӗр хутчен тӗл пулма калаҫса татӑлнӑччӗ. Кайран вӑл хӑйне йывӑр туйни пирки хыпар ҫитрӗ... Ҫавӑнпа та эп Раҫҫей Президентне хирӗҫ администраци тавӑҫне вӑл хӑй алӑ пуснине паян кун та ӗненместӗп», – хуравланӑ Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() Паян ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев финанс министрне Михаил Ноздрякова ЧР Правительствин пӗрремӗш вице-премьерне ҫирӗплетни пирки калакан хушӑва алӑ пуснӑ. Унччен Министрсен Кабинечӗн структуринче унашкал должноҫ пулман. Анчах Олег Николаев Элтепер тата премьер-министр тивӗҫӗсене хӑй пурнӑҫласа пырать. Апла Министрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумӗ Чӑваш Енри иккӗмӗш ҫын пулса тӑрать. Вице-премьерсем тӑваттӑн юлнӑ: Сергей Артамнов, Иван Моторин, Петр Чекмарев, Алла Салаева Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин генсовечӗ ӗнер ларӑва пуҫтарӑннӑ. Унта кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче иртекен регионсен ертӳҫисен суйлавне хутшӑнакан кандидатсене тишкернӗ. Сӑмах кунта хӑйсен кандидатурине хӑйсем тӗллӗн тӑратакансем пирки пырать. Генсовет сӳтсе явнисем хушшинче – Олег Николаев (Чӑваш Республики), Игорь Кобзев (Иркутск облаҫӗ), Владимир Солодов (Камчатка тӑрӑхӗ), Владимир Уйба (Коми Республики) тата Дмитрий Махонин (Пермь тӑрӑхӗ). Партин генсовечӗн секретарӗ Андрей Турчак парти асӑннӑ регионсен ертӳҫисемпе территорие аталантарас ыйтупа пӗр шухӑшлӑн ӗҫлес кӑмӑллине пӗлтернӗ. Олег Николаев кандидатурине ырлас ыйтӑва «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин республикӑри уйрӑмӗ ҫывӑх вӑхӑтра пӑхса тухмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() Чӑваш Енри тата тепӗр муниципалитет пуҫлӑхӗ хӑйӗн пуканне ӗҫ контракчӗ вӗҫленичченех пушатма шухӑш тытнӑ. Официаллӑ ҫӑлкуҫсем ӗнентернӗ тӑрӑх, Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ҫемҫе вырӑна хӑй кӑмӑлӗпех пушатнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗнчи Депутатсен пухӑвӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ. Унта пурӗ виҫӗ ыйту пӑхса тухнӑ. Виҫҫӗшӗ те сити-менеджер ыйтӑвӗпе ҫыхӑннӑскерсем пулнӑ. Район администрацийӗн сайтӗнчи хыпарта Анатолий Мясников (сӑнӳкерчӗкре сылтӑмри) ятне асӑнман. Райадминистраци пуҫлӑхӗ ӗҫрен каяс ыйтӑва пӑхса тухнине пӗлтернипех ҫырлахнӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӑн тивӗҫне пурнӑҫлама вӑхӑтлӑха Владимир Мустаева шаннӑ. пурнӑҫлӗ. Вӑл район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ – экономика тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен пайӗн пуҫлӑхӗнче тӑршать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавне республика ертӳҫин тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хутшӑнӗ. Кун пирки вӑл паян уҫҫӑнах каланӑ. Олег Николаев ҫӗроме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче районсемпе хуласенчи старостӑсемпе тата территорири халӑх хӑй тытӑмлӑхӗн ертӳҫисемпе видеоконференци мелӗпе канашлу ирттернӗ суйлава хӑйӗн кандидатурине тӑратассине пӗлтернӗ. «Суйлава эпӗ хамӑн кандидатурӑна хам тӗллӗн тӑратас терӗм. Чӑваш Республикинчи конструктивлӑ мӗнпур вӑя, ҫав шутра политика партийӗсене, май килнӗ таран пӗрлештерессе питӗ шанас килет. Сирӗнпе пӗрле эпир пӗлтерӗшлӗ нумай ӗҫе тӑвайӑпӑр тата республикӑри тӑрӑма хӑвӑрт улӑштарайӑпӑр», — тенӗ Олег Николаев. Суйлав авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() culture.ru Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ — Конституци сасӑлавӗ. Ун чухне РФ Президенчӗ Владимир Путин кану кунӗ пулассине пӗлтернӗ. Ҫапах хӑшӗ-пӗри ӗҫе тухӗ. Вӗсене вара сак куншӑн пысӑкрах тӳлӗҫ. Ыттисен вара ӗҫ укҫи ҫавӑн пекех сыхланса юлӗ. «Ҫынсен утӑ уйӑхӗнчи ӗҫ укҫи чакмалла мар», - тенӗ Федераци канашӗн социаллӑ комитет пуҫлӑхӗ Инна Святенко. Вӑл канмалли тата ӗҫлемелли мар кунсенче шалу тӳлессине РФ Ӗҫ кодексӗн 153-мӗш статйинче палӑртнине каланӑ. Аса илтерер: Конституци сасӑлавӗ ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче иртмеллеччӗ. Анчах пандемие пула сасӑлава каярах куҫарма тивнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() zarinray.ru сайтри сӑн Паян, ҫӗртмен 11-мӗшӗнче, ЧР Патшалӑх Канашӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавне хӑш кун ирттерессине пӑхса тухнӑ. Ӑна Сасӑламалли пӗрлехи кун, авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, ирттерме палӑртнӑ. Палӑртмалла: ЧР Элтеперне 5 ҫуллӑха суйлаҫҫӗ. Унччен ку тивӗҫе Михаил Игнатьев пурнӑҫланӑ. Олег Николаев суйлава партине кӗмен ҫын пек хутшӑнассине пӗлтернӗччӗ. Сӑмах май, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче – тепӗр суйлав. Ун чухне Конституцие кӗртмелли тӳрлетӳсемшӗн сасӑлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() a-b-belov.livejournal.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьева ӗҫрен кӑларнине унӑн пресс-секретарӗ пулнӑ Михаил Вансяцкий ырламан. Кун пирки вӑл «Коммерсант» хаҫата панӑ интервьюра каланӑ. Вансяцкий шухӑшланӑ тӑрӑх, Михаил Васильевич Раҫҫейӗн Аслӑ судне тавӑҫпа ҫитни ӗҫ вырӑнне таврӑнас тенипе ҫыхӑнман. Пушар сӳнтерекен машина уҫҫи панӑ чух Михаил Игнатьев, чӑн та, килӗшӳсӗр тытнӑ. Анчах никама та кӳрентерес темен вӑл. Михаил Вансяцкий шухӑшланӑ тӑрӑх, Михаил Игнатьев тӑрӑшӑвне ним вырӑнне хуман. Вӑл халӗ никама та кирлӗ. Президент шанӑҫӗнчен тухнӑ теме Михаил Игнатьев экс-Элтепер коррупуципе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмаха лекмен тенӗ Михаил Вансяцкий. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() cheboksari.bezformata.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьев пирки Раҫҫейри МИХсем ҫак кунсенче тепӗр хутчен ӑмӑртмалла тенӗ пек ҫырма пуҫларӗҫ. Ку вӑл, вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ, экc-Элтепер хӑйне Владимир Путин Президент отставкӑна яни тӗрӗс маррине ҫирӗплетме Аслӑ суда тавӑҫ тӑратнӑ хыҫҫӑн пуҫланса кайрӗ. Кун пирки Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Михаил Игнатьев ӗҫлӗх центрӗ урлӑ ӗҫ шырать текенсем те тупӑннӑ. Анчах ку хыпара Михаил Васильевичӑн пресс-секретарӗ пулнӑ Михаил Вансяцкий йышӑнман. «Михаил Васильевич пирки халӗ темле сӑмах та сараҫҫӗ. Ку вӑл — ниме тӑман япала. Вӑл Питӗрте нарӑс уйӑхӗнчепе сипленет, ун апла япаласемпе хӑтланма вӑхӑт ҫук», — тенӗ «Коммерсант» журналиста Михаил Вансяцкий. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
