Политика
![]() @salaevaalla страницӑран илнӗ скриншот Алла Салаевӑна Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ пулма ҫирӗплетнӗ. Хушӑва республика Элтеперӗ ӗнер алӑ пуснӑ. Алла Салаевӑна 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗн пуканне пӗрре шаннӑччӗ-ха. Анчах унта вӑрах ӗҫлеменччӗ вӑл. 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнче ҫав ӗҫрен кайнӑччӗ. Алла Салаева 1979 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче истори учительне вӗреннӗ. Педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Алла Салаева Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса та тӑрӑшнӑччӗ. Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ӑна Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама /news/24340.html ҫирӗплетнӗччӗ. Юлашки вӑхӑтра вӑл вице-премьер пулнипе пӗрлех вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |
Неужели для унчтожкения чувашей нашли ее?