Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Политика
![]() Максим Петрова Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗн ҫумӗ пулма шаннӑ. Хушӑва Олег Николаев паян алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. «Ҫыхӑнура» порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, маларах Максим Петров министерствӑра автомобиль ҫулӗсен аталанӑвӗн пай пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ. Аса илтерер: ӗнер министр ҫумӗн пуканне Евгений Павлов пушатнӑччӗ. Республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗн Владимир Осиповӑн паянтан икӗ ҫум: Юрий Арлашкин тата Максим Петров. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |