Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Политика
![]() Ӗнер Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулмалли кандидатсен заявкисене тишкернӗ. Конкурс комиссийӗн ларӑвне республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ — финанс министрӗ Михаил Ноздряков ертсе пынӑ. Республика тӗп хулин сити-менеджерӗ пулас кӑмӑллисем пилӗк ҫын тупӑннӑ: Дмитрий Попов, Юрий Шакеев, Олеся Абашева, Алексей Ладыков тата Владимир Владимиров. Комисси вӗсенчен иккӗшне: Алексей Ладыкова тата Олеся Абашевӑна — суйласа илнӗ. Паян Шупашкар хулинчи Депутатсен пухӑвӗ иртӗ. Вӑл 14 сехетре пуҫланӗ. Унта сити-менеджера суйлӗҫ. | ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |