Паян Чӑваш Ене РФ премьер-министрӗ Михаил Мишустин вӗҫсе килнӗ. Вырӑнти оппозиционер Юрий Шакеев федераци шайӗнчи тӳре-шара хӑйне тимлӗх уйӑртӑр тесе машинисене Правительство ҫурчӗ умне килсе лартнӑ. ГАЗельсенчен пӗрин ҫине Шупашкар сити-менеджерӗ тӗлӗшпе ҫырни пур.
«Про Город» хаҫат Юрий Шакеевпа ҫыхӑнса вӑл ҫакна мӗншӗн тунипе кӑсӑкланнӑ. «Манӑн суйлавпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсене палӑртас килет. Вӑл иртнӗ чухне йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем пулнӑ. Ача пахчисемпе, шкулсемпе, Китай экспансийӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусем те пур тата», - тенӗ оппозиционер.
13 сехет те 10 минутра Шакеевӑн машинисене ятарлӑ техникӑпа тата троспа ҫул ҫинчен илсе кайма хӑтланнӑ.
Хамӑр ял // 1730.92.8115
2020.09.30 23:12 | |
Шакее вӑл кӑштах ухмах ҫын. | |
Agabazar // 8688.1.4364
2020.10.01 00:34 | |
"Оппозиционер" тенине илтсенех сехре хăпать вара ман.... | |
sergius // 2043.81.6773
2020.10.01 08:39 | |
К сожалению, предприятия куда Мишустин приехал, оказывается самое лучшее что можно показывать в чувашии. Остальных как будто и нету. Враги не дремлют |