Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.0 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Алексей Ладыков отставкӑна каять

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Софья Савнеш 06.10.2020 19:26 | 688 хут пӑхнӑ
Политика

Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн ҫиччӗмӗш созывӗн пӗрремӗш ларӑвӗ иртет. Унта пӑхса тухмалли ыйтусенчен пӗри – хула администрацийӗн пуҫлӑхне суйламалли тапхӑра палӑртасси.

Ҫӗнӗ созыв йӗркеленнӗ май хула администрацийӗн килӗшӗвӗ вӗҫленет. Унтан депутатсем конкурс комиссине йӗркелеҫҫӗ.

Юпан 8-мӗшӗнче Алексей Ладыковӑн килӗшӗвӗ пӑрахӑҫланать, ҫӗнӗ конкурс ирттересси пирки пӗлтереҫҫӗ. Ҫӗнӗ пуҫлӑх ӗҫе тытӑниччен унӑн тивӗҫӗсене урӑххи пурнӑҫлӗ. Алексей Ладыков ку тивӗҫе ЖКХ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумне Владимир Филиппова сӗннӗ.

Аса илтерер: Алексей Ладыков ку дожноҫре 2011 ҫултанпа ӗҫлет. 2015 ҫулта депутатсен ҫӗнӗ созывӗ унӑн килӗшӗвне тӑсма йышӑннӑ.

#политика, #тӳре-шара, #Шупашкар, #депутатсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Виктор Шмаков депутата мандатсӑр хӑварасшӑн
2019, 11, 21
Министрсене декларацире тупӑшсене йӑнӑш кӑтартнӑшӑн явап тыттарнӑ
2020, 01, 30
Сӗнтӗрвӑрри районӗн администрацийӗн — ҫӗнӗ пуҫлӑх
2020, 09, 23
Юрий Шакеев оппозиционер Михаил Мишустин тимлӗхне кӗтнӗ
2020, 09, 30
Сывлӑх сыхлавӗн министрне Правительство ҫурчӗ умӗнче тапӑннӑ
2020, 10, 05

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org