Чӑваш Енри студент-комсомолецсем общежитишӗн налук тӳлесшӗн мар. Ку хыпара республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Раҫсей Федерацийӗн Коммунистсен партийӗн пайташӗ Александр Андреев Фейсбукра пӗлтернӗ.
«Комсомолец-студентсем Чӑваш Ен Элтеперӗ тата «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти общежитисем валли налук сӗннине хирӗҫ. @Чӑваш Республикин Правительство ҫурчӗ», — тесе ҫырса хунӑ. Ҫак йӗркесен авторӗ ӑнланнӑ тӑрӑх, сӑмах вӗренӳ учрежденийӗсен балансӗ ҫинчи общежитисене пурлӑх налукӗ хурса парас пирки пырать.
Александр Андреевӑн страницине вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗкре Правительство ҫурчӗ умӗнче плакатпа каччӑ тӑрать. Пӗринче вӑл пӗччен, тепринче Алесандр Андреев унпа сӑн ӳкерӗннӗ, виҫҫӗмӗшӗнче ҫамрӑк патне пакунлисем тӑваттӑн тан пырса тӑнӑ.