Политика
![]() Сергей Гунеев тунӑ сӑн Ӗнер ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Федераци Канашӗнче Чӑваш Енрен кам пулассине пӗлтернӗ. Ку вырӑнта Николай Федоровах юлать. Саккунпа килӗшӳллӗн, регион Элтеперне суйланакан кашни кандидат суйлав кампанийе вахӑтӗнче сенатор должноҫӗ валли виҫӗ кандидат тӑратать, ҫӗнтерсен вӗсенчен пӗрне анчах суйлать. Олег Николаев Федераци Канашӗн вице-спикерне Николай Федорова, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫине Алена Аршиновӑна, Раҫҫей Паттӑрне Николай Гаврилова тӑратнӑ. «Паянхи куна илес тӗк, эпӗ шутланӑ тӑрӑх, пирӗн сенатор улшӑнмӗ», - тенӗ Олег Алексеевич. Аса илтерер: Олег Николаев авӑнӑн 22-мӗшӗнче должноҫе йышӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |