Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Михаил Игнатьев вӑхӑтӗнче ӗҫленӗ тепӗр ҫынна пуҫлӑхран кӑларнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче влаҫ органӗсен порталӗнче Олег Алексеевич Конкурентлӑ политика тата тариф патшалӑх службин ертӳҫине Марина Кадиловӑна ӗҫрен кӑларасси пирки хушу кӑларнӑ. Хальлӗхе ун вырӑнне кам йышӑнасси паллӑ мар-ха. Сӑмах май, Марина Кадилова ведомствӑна 2016 ҫулхи кӗркуннеренпе ертсе пынӑ.
Олег Алексеевич Элтепер тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама тытӑнсан пур министра та тенӗ пекех улӑштарнӑ. Темиҫе министерствӑна Николай Федоров президент пулнӑ вӑхӑтра ӗҫленӗ ҫынсем ертсе пыма тытӑннӑ.