Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Политика
![]() sport.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн спорт тата физкультура министрӗ пулма Василий Петрова шаннӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ӗнер, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ҫав ҫын асӑннӑ ведомствӑра кӑҫалхи пуш уйӑхӗнченпе тӑрӑшнӑччӗ. Малтанласа ӑна минитср тивӗҫӗсене пурнӑҫлама шаннӑччӗ. Василий Петров 1963 ҫулта Ҫӗнҫӗпӗр хулинче ҫуралнӑ. 1990 ҫулта вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи машиностроени факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Паянхи министр тренер пулса та, инструкторта та, пысӑках мар предприятисен ертӳҫинче те, республикӑн «Кекусинкай» федерацийӗн ертӳҫин ҫумӗ тата ертӳҫи пулса та тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |