Политика
![]() Улатӑр хули пуҫлӑхсӑр тӑрса юлнӑ. Муниципалитетӑн сити-менеджерӗ Владимир Степанов ҫулталӑк ӗҫленӗ хыҫҫӑн ҫемҫе пукана хӑй кӑмӑлӗпе пушатнӑ. Владимир Степанов ӗҫрен кайма ҫырса панӑ заявление вырӑнти Депутатсен пухӑвӗн утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче иртнӗ ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Сӑмах май, Владимир Степанова 2019 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче пуҫлӑха лартнӑ. Хальхи вӑхӑтра Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлама сити-менеджерӑн пӗрремӗш ҫумӗ – архитектура, хула строительстви, транспорт, ҫутҫанталӑкпа усӑ курас тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Марина Фёдоровӑна шаннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян Элтепер суйлавне хутшӑнма кӑмӑл тунӑ вуннӑмӗш кандидат документсене тӑратнӑ. Вӑл – 34 ҫулти усламҫӑ, общество деятелӗ Роман Васильев. Докуменчӗсене виҫҫӗмӗш хутӗнче кӑна йышӑннӑ, мӗншӗн тесен тӗрӗс мар пулнӑ. Роман Васильев хӑйне «Мӑнаҫлӑ Раҫҫейшӗн» юхӑм лидерӗ, нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшакан «Ырӑ алӑсем» фонд пуҫаруҫи тет. Аса илтерер: Элтепер суйлавне Олег Николаев, Юрий Шакеев, Сергей Матвеев, Николай Степанов, Николай Коклейкин, Андрей Ильмендеров, Александр Андреев, Константин Степанов, Юрий Сидоров документсем панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енӗн тӗп суйлав комиссийӗ утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗн суйлавне хутшӑнакан тӑххӑрмӗш кандидатран документсем йышӑннӑ. Вӑл – право хӳтӗлевҫи тата журналист Юрий Сидоров. Палӑртмалла: Юрий Сидоров суйлав кампанине пӗрре мар хутшӑннӑ. Вӑл суйлавра ҫӗнтерессе шанмасть, унта экспериментшӑн хутшӑнать: суйлав ултавлӑ иртмест-и? Аса илтерер: Элтепер суйлавне хутшӑнма хальлӗхе 9 кандидат документсем тӑратнӑ. Вӗсем Олег Николаев, Юрий Шакеев, Сергей Матвеев, Николай Степанов, Николай Коклейкин, Андрей Ильмендеров, Александр Андреев, Константин Степанов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре ҫӗнӗ прокурора официаллӑ мелпе ҫирӗплетнӗ. Кун пирки ЧР Правительствин пресс-служби пӗлтерет. Паян, утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫӗнӗ прокурорпа паллаштарнӑ. Вӑл – юстицин 3-мӗш класлӑ патшалӑх советникӗ Андрей Фомин. Андрей Фомин Ярославль облаҫӗнче прокуратура органӗсенче ӗҫленӗ, прокурор ҫумӗ пулнӑ. 2014 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен Крым Республикин прокурорӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ. Аса илтерер: кӑҫал пуш уйӑхӗнче прокурор пулнӑ Василий Пословские тивӗҫлӗ канӑва янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() goszhil.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхӗн — тӗп ҫурт-йӗр инспекторӗн ҫумне Елена Мироновӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Ку хушӑва республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хӑй алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхӗн — тӗп ҫурт-йӗр инспекторӗн ҫумӗ пулса Елена Миронова 2013 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнченпе ӗҫленӗ. Инспекцире вӑл 2011 ҫулта тӑрӑшма тытӑннӑ. Финанспа хуҫалӑх секторӗн консультанчӗ, ҫав вӑхӑтрах право тата кадр ӗҫӗн пайӗн пуҫлӑхӗ пулса тимленӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл биологипе хими вӗрентекенӗн специальноҫне алла илнӗ, унтан юрист пӗлӗвне алла илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Етӗрне районӗнче ӗнертенпе ҫӗнӗ пуҫлӑх ӗҫӗ тытӑннӑ. Унӑн кандидатурине ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тилхепине вырӑнти ҫынна, ял хуҫалӑх пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ Александр Семенова тыттарнӑ. Конкурса хутшӑннӑ тепӗр ҫын та — вырӑнтисемех. Вӑл — Алексей Иванов, Гостехнадзор инспекцийӗн Етӗрне районӗнчи аслӑ инспекторӗ — инспекци пуҫлӑхӗ. Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Андрей Софронова ӗҫрен кӑларассине Чӑваш халӑх сайчӗ ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Софронова хӑй ирӗкӗпе заявлени ҫырма Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хистенӗ. Асӑннӑ пуҫлӑхӑн ӗҫрен кайма тивни вӑл тӑрӑхра кӑшӑлвируспа чирлекенсем йышлӑ пулнипе ҫыхӑннӑ имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ пулас ӗмӗтлисен шучӗ кунсерен нумайланса пырать. Паян тата тепӗр икӗ кандидат ЧР Тӗп суйлав комиссийӗнче пулнӑ. Александр Андреева (ҫӳлти сӑнӳкерчӗкре сылтӑмри) «Раҫҫей Федерацийӗнчи коммунистсен партийӗн» республикӑри уйрӑмӗ тӑратнӑ. Александр Андреев – Кӳкеҫ ҫынни. Вӑл Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсем енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ. Паянах саккӑрмӗш кандидата регистрациленӗ. Вӑл – Раҫҫейри либерал-демократсен партийӗн пайташӗ, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, патшалӑх строительстви, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх тата депутат этикин енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ Константин Степанов (аялти сӑнӳкерчӗкре сулахайри). Ҫапла вара республика ертӳҫи пулас ӗмӗтлисен шучӗ сакӑр ҫынна ҫитнӗ. Маларах регистрациленнисем ҫаксем: Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев, «Раҫҫей патриочӗсем» парти пайташӗ Сергей Матвеев, «Раҫҫейри пенсионерсен социаллӑ тӗрӗслӗхшӗн партийӗн» пайташӗ Николай Степанов, Шупашкарта пурӑнакан Юрий Шакеев, Николай Коклейкин тата Андрей Ильдеменов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() amp.ukrainianwall.com сайтри сӑн Правительство аккаунчӗсене тытса пымалли йӗркене палӑртнӑ. Ку енӗпе вӗсене ЧР Министрсен Кабинечӗен председателӗн ҫумӗ Алла Салаева сӑнаса тӑрӗ. Сӑмах «Пӗркласрисем», «Конактра», «Фейсбук», «Инсаграм» халӑх тетелӗсенчи правительство аккаунчӗсем пирки пырать. Вӗсене тытса пынӑ чухне текстсемпе, сӑнӳкерчӗксемпе, инфографикӑсемпе, карточкӑсемпе, анимацисемпе, видеосемпе усӑ курмалла, тӳрӗ эфира тухмалла, ыйтӑмсем тумалла. Постсен тексчӗсене ахаль ҫынна ӑнланмалла ҫырмалла. Чӑваш Республикин страницисем ҫинче эрнере Элтепер тата Министрсен Кабинечӗн ӗҫне кӑтаратакан 10 постран кая мар пулмалла, ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен - 5 постран кая мар. Аккаунта пӑхса тӑракан ҫынсем ҫырнӑ спам-рассылкӑсене, хӑртса ҫырнисене, усал сӑмахпа усӑ курнӑ комментарисене тасатмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ҫак кунсенче Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗ (кӗскен — ТСК) республика Элтеперӗн пукане йышӑнас кӑмӑллисенчен документсем малалла йышӑнать. Республика ертӳҫин пуканне тӗмсӗлекенсен ретӗнче тивӗҫлӗ канури ҫынсем те пур. Маларах Пенсионерсен партийӗн пайташӗ Николай Степанов ҫав ӗмӗтлине пӗлтернӗччӗ. Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, 61 ҫулти Николай Коклейкин ваккат документсем тӑратнӑ. Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн унчченхи созывӗнче вӑл ТСКн пайташӗ пулнӑ. Ӑна унта Коммунистсен партийӗ сӗннӗ. Халӗ вара Коклейкин коммунистсемпе хӑйне нимӗн те ҫыхӑнтарманнине ӗнентернӗ. Суйлава вӑл хӑй тӗллӗн хутшӑнать. Апла пулин те ытти парти пулӑшасса шаннине пытарман. Мускав тӑрӑхӗнче вӗрентӳ тата консалтинг енӗпе ӗҫлесе пурӑнакан 46 ҫулти Андрей Ильдеменов та документсем тӑратнӑ. ТСКна вӑл виҫӗ хутчен ҫитнӗ, виҫҫӗмӗшӗнче ӑннӑ, документсем йӗркеллех пулнине кура унӑн хучӗсене йышӑннӑ. Элтепер пулас ӗмӗтлисем хальлӗхе ҫаксем: Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев, «Раҫҫей патриочӗсем» парти пайташӗ Сергей Матвеев, «Раҫҫейри пенсионерсен социаллӑ тӗрӗслӗхшӗн партийӗн» пайташӗ Николай Степанов, Шупашкарта пурӑнакан Юрий Шакеев, Николай Коклейкин тата Андрей Ильдеменов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Суйлав тесен такам та хӑйӗн кандидатурине тӑратать пулӗ. Ватти те, ҫамрӑкки те. Кашнин хӑйӗн тӗллевӗ. Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Тӗп суйлав комиссийӗ республика Элтеперӗн суйлавне хутшӑнас кӑмӑллӑ тата тепӗр кандидата регистрациленӗ. Вӑл — «Партия пенсионеров» (чӑв. Пенсионерсен партийӗ) партин республикӑри уйрӑмӗн ертӳҫи Николай Степанов. Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче республикӑн Патшалӑх автоинспекцийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ, шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ, тивӗҫлӗ канӑва тухсан ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тытӑмӗнче ӗҫленӗ. Элтепер пулас ӗмӗтлӗ кандидат аслӑ ҫулхисен татса паман ыйтӑвӗсене хускатасшӑн. Вӑл хӑй ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫамрӑксене патриот воспитанийӗ парас ыйтупа та чунне ыраттарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефимов Никита Ефимович, фольклор пухаканӗ, этнограф, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Георгий Николаевич, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Феликс Михайлович, спорт йӗркелӳҫи, ишес енӗпе тӗнче шайӗнчи тӳре ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Зинаида Алексеевна, фольклор пухаканӗ, профессор, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Юрий Михайлович, патшалӑх ӗҫченӗ, ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |