Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Коммунистсем пӗрремӗш секретаре суйлӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 09.04.2021 18:43 | 2154 хут пӑхнӑ
Политика
Сергей Казанков
Сергей Казанков

Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче суйлав иртмелле. Унччен тӗрлӗ парти пайташӗсем уйрӑмах хастарланаҫҫӗ, халӑхпа тӗл пулаҫҫӗ, уявсене хутшӑнаҫҫӗ, саламлаҫҫӗ, савӑнтараҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах парти пайташӗсем те ҫынсемех, вӗсен хайсен хушшинче те ӑнланмалӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пек тӗслӗхсенчен пӗри — Чӑваш Енре Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн рескомӗн пӗрремӗш секретарьне суйлассипе ҫыхӑннӑ ыйту.

Асӑннӑ пукан Валентин Шурчанов секретарь пурнӑҫран уйрӑлнӑ хыҫҫӑн пушаннӑччӗ.

Пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче партин Чӑваш Енри рескомӗ черетсӗр пленума пухӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: «Провинцивиль» сайтра хыпарланӑ тӑрӑх, ларӑва Валентин Шурчановӑн ывӑлӗн, Алексейӑн, ҫывӑх ҫыннисем пухӑннӑ. Алексей Шурчанова пӗрремӗш секретаре суйланӑ. Парти членӗсем пулнӑ хӑш-пӗр хастара йышран кӑларнӑ. Ҫакӑнта Александр Андреев, Евгений Воронков тата Виктор Макаров лекнӗ.

Кунпа парти пайташӗсем килӗшме пултарайман. Лару-тӑрӑва йӗркене кӗртме «ҫӳлтисем» те хутшӑннӑ.

Ыран, ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, коммунистсен партийӗ отчетпа суйлав пухӑвне пуҫтарӑнӗ. Рескомӑн пӗрремӗш секретарӗ пулма Мари Элтан РФ Патшалӑх Думине депутата суйланнӑ Сергей Казанкова лартма пултарӗҫ иккен. Ҫак йӗркесен авторӗ тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, вӑл — эпир паян ирпе асӑннӑ Казанков.

#политика, #Мари Эл, #партисем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем