Раҫҫей Федерацийӗнчи коммунистсен партийӗн Чӑваш Енри рескомӗн III пленумӗ иртессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче реском бюровӗн ларӑвӗ иртнӗччӗ. Унта пленума хӑҫан пухӑнасси пирки калаҫнӑ.
Реском черетсӗр пленума пухӑннӑ. «Провинцивиль» сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, ларӑва Валентин Шурчановӑн ывӑлӗн, Алексейӑн, ҫывӑх ҫыннисем пухӑннӑ имӗш. Алексей Шурчанова пӗрремӗш секретарь пулма суйланӑ.
Парти членӗсем пулнӑ хӑш-пӗр хастара йышран кӑларнӑ. Ҫакӑнта Александр Андреев, Евгений Воронков тата Виктор Макаров лекнӗ.
«Версия» сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, пленума пухӑнасси пирки партин Тӗп комитечӗпе тата президиумӗн хӑш-пӗр членӗпе калаҫса татӑлман. Ҫитес эрнере Шупашкара партин представителӗ килсе ҫитессе, вӑл йӗрке тӑвасса шанаҫҫӗ.