Политика
Паян Шупашкарта, Геннадий Волков скверӗнче, паллӑ этнопедагога хисеплесе унӑн палӑкӗ патне чечек хума пуҫтарӑннӑ. Чӑваш Енри Профессионал писательсен пӗрлешӗвӗн правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, академик, ӑсчах, ҫыравҫӑ, чӑваш этнопедагогикине пуҫарнӑ Геннадий Волков пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑранпа кӑҫалхи раштав уйӑхӗнче 10 ҫул ҫитет. Паян вара – унӑн ҫуралнӑ кунӗ. Хисеплӗ ҫынна сума сӑвакансем Геннадий Волков палӑкӗ умне пуҫтарӑннӑ, чечек хунӑ. Сӑмах май каласан, Геннадий Волков калавӗсем те тарӑн пӗлтерӗшлӗ. Вӗсенче вӑл яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа ваттисен сӑмахӗ урлӑ ӑса вӗрентсе калама тӑрӑшни аван сисӗнет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Паян Чӑваш Енри темиҫе муниципалитетра администраци пуҫлӑхӗсене суйланӑ. Асӑннӑ постсене унччен пуҫлӑхра пулнисемех йышӑннӑ. Улатӑр районӗнчи Депутатсен пухӑвӗнче Депутатсен VII суйлаври депутачӗсем Нина Шпилевӑна шаннӑ. Вӑл ӗҫе ҫӗнӗрен чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче кӳлӗннӗ. Патӑрьел районӗнче пуҫлӑх пулма виҫӗ кандидат ӗмӗтленнӗ: Рудольф Селиванов, Виктор Львов, Петр Перепелкин. Унта ҫемҫе пукана Рудольф Селиванов сыхласа хӑварнӑ. Красноармейски районӗнче Александр Кузнецова суйланӑ, Шӑмӑршӑ районӗнче – Владимир Денисова. Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне суйлӗҫ. Ытти хӑш-пӗр районта та пуҫлӑхсене палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев суйлав кампанине ирттермешкӗн 30 миллион тенке яхӑн тӑкакланӑ. Укҫан чылай пайӗ – юридици сӑпачӗсем тата ахаль ҫынсем пани. Хӑй Олег Алексеевич кӗсйинчен 50 пин тенкӗ кӑларнӑ. Юридици сӑпачӗсем Олег Николаевӑн суйлав фондне суйлав кампанине ирттерме 37,6 миллион тенкӗ панӑ, ахаль ҫынсем – 3 миллион та 524,9 пин тенкӗ. 11,5 миллион тенкине тӗрлӗ сӑлтава пула каялла тавӑрса пама тивнӗ. Олег Николаев суйлав кампание ирттерме 29 миллион та 674,9 пин тенкӗ тӑкакланӑ. Суйлава хутшӑннӑ ытти кандидат (вӗсем тӑваттӑн пулнӑ) ку тӗллевпе 9 миллион тенкӗрен ытларах тӑкакламан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Андрей Леонтьев «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен тухма заявлени ҫырса панӑ. Ӑна вӑл партин регионти уйрӑмӗн секретарӗ ячӗпе Алена Аршинова ячӗпе шӑрҫаланӑ. Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн депутачӗ Александр Андреев пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Шупашкарти депутат коммунистсен партине кӗресшӗн. Кайран вӑл республика парламентне парти списокӗпе суйланасшӑн. Леонтьев Шупашкарта пурӑнать. Унӑн виҫӗ ача. «ГОССТРОЙ» тулли мар яваплӑ обществӑн гендиректорӗ. Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, политика вӑрланӑшӑн, влаҫ пайташне кӳрентернӗшӗн, преступлени тума хатӗрленнӗшӗн айӑпланӑ. Халӗ айӑплавӗсене пӑрахӑҫланӑ. Нумаях пулмасть «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти Владимир Михайлов депутата партирен кӑларас ыйтӑва тишкерессине пӗлтернӗ. Политик ҫынсене пысӑк процентлӑ ссуда панӑ. Авӑн уйӑхӗнчи суйлав хыҫҫӑн «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» тата РФКП партисен Ҫӗнӗ Шупашкарти депутачӗсем хула пуҫлӑхӗ пулма «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗ сӗннӗ кандидатшӑн сасӑламан. Унта хула пуҫлӑхӗ пулма вырӑнти усламҫа Игорь Анакова суйланӑ. Унӑн ҫумӗ пулма Андрей Леонтьева шаннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Алексей Лукшин Чӑваш Ен Вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма Алесей Лукшина шаннӑ. 2015 ҫулхи утӑ уйӑхнчен пуҫласа Алексей Петрович Шупашкарти 45-мӗш шкул директорнче ӗҫленӗ. Асӑннӑ вӗрентӳ учрежденийӗ Ахазов урамӗнче вырнаҫнӑ. 2006 ҫулта Лукшин Мускаври патшалӑх уҫӑ университетӗнче юриспруденци енӗпе вӗреннӗ. 2010 ҫулта вӑл виҫӗ аслӑ шкулта квалификацие тӗрлӗ енӗпе ӳстернӗ. Министрӑн пӗрремӗш ҫумн пуканӗ Алевтина Федоровӑна (халӗ вӑл — Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй) ӗҫрен хӑтарнӑ хыҫҫӑн пушаннӑ. Ӗнер министрӑн ҫумне Илья Царевские ӗҫрен кӑларнӑ. Ку пукана паян Николай Жуков йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Паян, юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумне Инна Антоновӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Министерствӑра пысӑк вырӑн йышӑн йышӑннӑ тӳре-шарана ӗҫрен мӗншӗн хӑтарнине ӗҫлӗ хутра ӑнлантарса тӑман. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Инна Антонова Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствине 1994 ҫулта ӗҫе вырнаҫнӑ. Вӑл пай пуҫлӑхӗ, министр ҫумӗ, министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Максим Петрова Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗн ҫумӗ пулма шаннӑ. Хушӑва Олег Николаев паян алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. «Ҫыхӑнура» порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, маларах Максим Петров министерствӑра автомобиль ҫулӗсен аталанӑвӗн пай пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ. Аса илтерер: ӗнер министр ҫумӗн пуканне Евгений Павлов пушатнӑччӗ. Республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗн Владимир Осиповӑн паянтан икӗ ҫум: Юрий Арлашкин тата Максим Петров. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Паян Чӑваш Ен транспорт тата ҫул-йер хуҫалӑхӗн министрӗн ҫумне Евгений Павлова ӗҫрен хӑтарма йышӑннӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Ӑна республикӑн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Олег Николаев юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Транспорт тата ҫул-йр хуҫалӑхӗн министрӗн Владимир Осиповӑн халӗ пӗр ҫум: Юрий Арлашкин. Евгений Павлов министр ҫумӗн должноҫне 2016 ҫулта йышӑннӑ. Унччен вӑл финанс пайӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ, патшалӑх программисене пурнӑҫлассишӗн тата ҫул-йӗр фончӗ валли уйӑракан укҫа-тенкӗпе усӑ курассишӗн яваплӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Чӑваш Енри ҫамрӑка Раҫсей экономика аталанӑвӗн министрӗн канашҫи пулма шаннӑ. Александр Индюков — «Лидеры России. Политика» (чӑв. Раҫҫей ертӳҫисем. Политика) конкурс финалисчӗ. Ӑна мускавсем эпир маларах асӑннӑ конкурсра финала лексен асӑрханӑ. Чӑваш арҫынни «Россельхозбанк» акционерсен обществинче корпораци усламне аталантарас тата пулӑшас енӗпе ӗҫлекен департаментӑн ертсе пыракан директорӗ пулнӑ. Александр Индюков 1986 ҫулта Комсомольски ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнчи экономика факультетӗнче тата Мускаври гуманитарипе экономика институтӗнчи юридици факультетӗнче вӗреннӗ. Экономика наукисен кандидачӗ. Кӑҫал М.В. Ломоносов ячӗллӗ Мускаври патшалӑх университетне вӗренме кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
РФ Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗнче пуҫлӑх улшӑннӑ. Унӑн тивӗҫӗсене Сергей Ерофеев пурнӑҫлать, хальлӗхе ӑна ҫирӗплетмен-ха. Сергей Ерофеев Шупашкартах ҫуралса ӳснӗ. 1993-2010 ҫулсенче вӑл Етӗрне районӗнче ӗҫленӗ: пушарпа ҫӑлав отрячӗн инспекторӗ, пушар чаҫӗн пуҫлӑхӗ, патшалӑх пушар надзорӗн пайӗн ертӳҫи пулнӑ. Иртнӗ эрнере асӑннӑ ведомствӑна Алексей Струженков ертсе пынӑ, вӑл ку пукана кӑҫал ҫу уйӑхӗнче йышӑннӑччӗ. Халӗ вӑл пуҫлӑхӑн пӗрремӗш ҫумӗ шутланать. Станислав Антонов ку ведомствӑна 11 ҫул ертсе пынӑ. Вӑл кӑҫал ака уйӑхӗнче ку должноҫрен кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |