Политика
Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗнче тинех пуҫлӑха ҫирӗплетнӗ. Ҫемҫе пукан сакӑр уйӑх пушӑ тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра ертӳҫӗ тилхепине вӑхӑтлӑха икӗ ҫынна тыттарса пӑхнӑ. Халӗ тинех ҫӗнӗ ҫынна ҫирӗплетнӗ. Вӑл — 40 ҫулти Валерий Зеленин. Хушӑва ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ. Валерий Зеленин Чулхула облаҫӗнчи Урень хулинче ҫуралнӑ. 2003 ҫулта Чулхулари коммерци институтӗнчен вӗренсе тухса юрист пулса тӑнӑ, 2018 ҫулта – Иваново хулинчи пушарпа ҫӑлав академийӗнчен «Пушар хӑрушсӑрлӑх» специальноҫне алла илнӗ. Квалификацие виҫӗ хут та ӳстернӗ вӑл. 2003-2008 ҫулсенче Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чулхулари Тӗп управленийӗнче, 2008-2016 ҫулсенче МЧСӑн Атӑлҫи регионӗнчи центрӗнче тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ. 2016-2019 ҫулсенче Чулхула облаҫӗнче Инкеклӗ ӗҫсен министерствин пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ, 2019 -2020 ҫулсенче – МЧСӑн Севастопольти пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
bnkomi.ru тата «Правда ПФО» сайчӗсенчи сӑнӳкерчӗксем Паян Чӑваш Енӗн цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрне Михаил Анисимова ӗҫрен кӑларнӑ. Республика Элтеперӗн Олег Николаевӑн кӑҫалхи 1-мӗш номерлӗ хушӑвӗнче каланӑ тӑрӑх, министр ӗҫрен хӑй каяс тенӗ. «Ҫыхӑнура» форумра ҫырнӑ тӑрӑх, Анисимов республикӑн нумай ӗҫ пурнӑҫлакан центрне (вӗсене пӗрлештернӗ) ертсе пырӗ. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи кӑларӑмра ҫырнине ӗненсен, министр епле ӗҫленипе Олег Николаев Элтепер кӑмӑлсӑрланнӑ, республикӑра цифровизаци кирлӗ шайра пулса пымасть-мӗн. Министр тивӗҫне пурнӑҫлама паянтанпа 35 ҫулти Кристина Майнинана ҫирӗплетнӗ. Унччен ҫак хӗрарӑм Коми Республикин Ппуҫлӑхӗн Администрацийӗнче цифра аталанӑвӗн, ҫыхӑнӑвӑн тата реклама управленийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. Икӗ аслӑ пӗлӳллӗ. 2008 ҫулта вӑл Сыктывкарти патшалӑх университетӗнче вӗренсе тухнӑ, «Маркетинг» специальноҫне алла илнӗ, 2017 ҫулта — информатика специальноҫне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Кивӗ ҫулӑн юлашки ӗҫ кунӗнче, раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, республикӑн Правительствинче ҫӗнӗ ҫын ӗҫе кӳлӗннӗ. Чӑваш Енӗн финанс министрӗн ҫумӗ пулма Татьяна Щербаткинӑна ҫирӗплетнӗ. Республикӑн Финанс министерствин структуринче ҫӗнӗ ҫынна ҫак самантра кӑтартманччӗ. Унта финанс министрӗн пӗрремӗш ҫумне Ольга Метелевӑна тата тепӗр виҫӗ ҫума: Галина Павловӑна, Павел Иванова, Игорь Смирнова — палӑртнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче министрӑн пӗрремӗш ҫумӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ Фарида Муратова ертсе пыракан экспертра тӑрӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Политика
Валентин Шурчанова пуҫ тайни
Коммунизм пулмастех пуль ыран, Ма тесен куҫне хупрӗ Шурчанов... Усал чир пӗр шеллевсӗр ҫапсан Пит синкерлӗ иккен ҫын суранӗ. Ӑҫтан тухрӗ хӑрушӑ ковид — Никама хӗрхенмест тамӑк мурӗ! Шутсӑр пысӑк хайхин аппетит, — Камӑн-ши сывалма шанӑҫ пулӗ? Ҫӗнеймерӗ чире коммунист — Хурланатпӑр — нумай пурнаймарӗ... Эпир хамӑр та кӑшт атеист, Тур каҫартӑр пире. Тен, пӑрахмӗ? Чӑваш халӑх тарҫи пулнӑ май Ман ентеш вӑй-халне шеллемерӗ. Вӑл тунийӗ капашсӑр нумай, Палӑртни те чылай — ӗлкӗрмерӗ. Унӑн ырӑ ӗҫне манар мар — Ячӗпе ҫӗн урам хисеплентӗр. Ҫуркунне ҫав тӳрем урама Эсӗ те, вулаканӑм, килен-тӗр? Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест. |
Политика
cheboksari.bezformata.com сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хула администрацийӗнче ҫӗнӗ ҫын ӗҫе кӳлӗннӗ. Ҫакӑн пирки Алексей Ладыков сити-менеджер Фейсбукра пӗлтернӗ. Алексей Ладыков хӑйӗн ҫумӗ тата аппапат ертӳҫи пулма Андрей Петрова шаннӑ. Андрей Петров 10 ҫул ытла Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. Алексей Ладыков пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ ҫум хӑйӗн ӗҫӗнче чӑн-чӑн профессионал, вӑл командӑра ӗҫлеме пӗлет, хулан аталанӑвне самай тӳпе хывма пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев та журналистсен ыйтӑвӗсене хуравлӗ. Аса илтерер: ӗнер ҫӗршыв Президенчӗ МИХсем валли пресс-конференци ирттерчӗ. Мероприятие онлайн-мелпе йӗркелерӗҫ. Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-конференцине хутшӑнас кӑмӑллисем валли аккредитаци маларахах уҫнӑччӗ. Халӗ кун пирки тепӗр хутчен аса илтернӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче патшалӑх тата уйрӑм ҫын МИХӗсенсен заявкӑсем йышӑнма пуҫланине хыпарланӑ. Видеоконференци мелӗпе Олег Николаев раштав уйӑхӗо 24-мӗшӗнче 11 сехетре хуравлӗ. Аккредитаци тухас тесен ag-press@cap.ru электрон адреспа заявка ӑсатмалла. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — (8352) 64-20-29. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев «Чӑваш Ен» ПТРКна интервью панине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: сывлӑх енчен чару пулмасан Олег Николаев кӑшӑлвирусран прививка тутарасшӑн. Журналист ыйтӑвӗсене хуравланӑ май Олег Николаев тӗрлӗ ыйтӑва хуравланӑ. Сӑмахран, пандеми вӑхӑтӗнче пӗчӗк тата вӑтам бизнес хӑйне мӗнле туйни, патшалӑх епле пулӑшнр, ӳлӗмрен тата мӗн тума палӑртни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. «ВЕСТИ Интервью» кӑларӑм «РОССИЯ 24 Чебоксары» телекаӗал эфирне паян, раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, 21 сехетре тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
"Чебмедиа" сайтри сӑн Шупашкарти Гагарин урамӗнче Чӑваш Енӗн экс-премьер-министрне Иван Моторина ҫул-йӗр инспекторӗсем тытса чарнӑ. Вӑл руль умне ӳсӗрле ларни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. «Город Грехов» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ниссан» водителӗ ҫуран ҫӳрекенсене ҫул паман. Ҫакна инспекторсем курнӑ. Алкотестер Иван Моторин урӑ тесе кӑтартнӑ. Ачах темшӗн унӑн пӑрӑхӗ кӗтмен ҫӗртен татӑлса ӳкнӗ. Инспекторсем иккӗленнипе Моторина наркологие илсе кайнӑ. 0,325 мг/л – ҫапла кӑтарту пулнӑ наркологире. Экс-премье-министр тӳрре тухнӑ – вӑл темӗнле эмел ӗҫнӗ-мӗн, анчах ятне астумасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Шупашкар прокурорӗн должноҫне урӑх ҫын йышӑннӑ. Ку тивӗҫе юстицин аслӑ советникне Александр Шабалкина шаннӑ. Ҫӗнӗ прокурор – 45 ҫулта. Вӑл Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ, Хусанта юридици факультетне пӗтернӗ. Юлашки виҫӗ ҫулта Александр Шабалкин Канаш районӗнчи прокуратурӑна ертсе пынӑ. Унччен Улатӑр, Красноармейски прокуратурисенче ӗҫленӗ. Вӑл – Раҫҫей прокуратурин хисеплӗ ӗҫченӗ. Унччен Шупашкар прокурорӗн тивӗҫӗсене Дмитрий Фуражкин пурнӑҫласа пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Чӑваш Енри студент-комсомолецсем общежитишӗн налук тӳлесшӗн мар. Ку хыпара республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Раҫсей Федерацийӗн Коммунистсен партийӗн пайташӗ Александр Андреев Фейсбукра пӗлтернӗ. «Комсомолец-студентсем Чӑваш Ен Элтеперӗ тата «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти общежитисем валли налук сӗннине хирӗҫ. @Чӑваш Республикин Правительство ҫурчӗ», — тесе ҫырса хунӑ. Ҫак йӗркесен авторӗ ӑнланнӑ тӑрӑх, сӑмах вӗренӳ учрежденийӗсен балансӗ ҫинчи общежитисене пурлӑх налукӗ хурса парас пирки пырать. Александр Андреевӑн страницине вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗкре Правительство ҫурчӗ умӗнче плакатпа каччӑ тӑрать. Пӗринче вӑл пӗччен, тепринче Алесандр Андреев унпа сӑн ӳкерӗннӗ, виҫҫӗмӗшӗнче ҫамрӑк патне пакунлисем тӑваттӑн тан пырса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |