Политика
![]() Дмитрий Захаров. gcheb-obraz.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Дмитрий Захарова шаннӑ. Аса илтерер: ку вырӑн паян Алла Салаевӑна министр пуканӗсӗр хӑварнӑ хыҫҫӑн пушаннӑ. Дмитрий Анатольевич вӗренӳ отраслӗнче ҫӗнӗ ҫын мар. Вӑл Шупашкар хула администрацийӗнче вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. Дмитрий Захаров 1979 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 2001 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Истори наукисен кандидачӗ. Хӑйӗн пӗлӗвне вӑл РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Халӑх хуҫалӑхӗн тата патшалӑх службин Раҫҫей академийӗнче икӗ хутчен те ӳстернӗ. Ӗҫ биографине хула шкулӗсенчен пӗринчи истори учителӗнчен пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |