Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Элтепер мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнӗ?

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Софья Савнеш 19.05.2021 21:08 | 963 хут пӑхнӑ
Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Влаҫ органӗсен порталӗнче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев иртнӗ ҫул мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнине пичетленӗ.

Декларацире кӑтартнӑ тӑрӑх, 2020 ҫулта вӑл 4 418 271,33 тенкӗ тупӑш тунӑ. Ку – тӗп ӗҫ вырӑнӗнчен. Шутласан, вӑл Элтепер тата ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ пек уйӑхне 400 пин тенке яхӑн ӗҫлесе илнӗ.

Сӑмах май, депутатра ӗҫленӗ чухне вӑл декларацие тупӑш нумайрах кӑтарнӑ: 5,4 миллион тенкӗ. Ҫапах, пӗтӗмӗшле илсен, Элтепер халӗ те унран сахалрах ӗҫлесе илмен. Хушма тупӑшӗ – 1 128 523,90 тенкӗ.

Пӗлтӗр ҫӗртме уйӑхӗнче Хӗрарӑмсен канашне ертсе пыма тытӑннӑ Наталья Николаева, унӑн мӑшӑрӗ, 216 пин тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Эппин, унӑн шалӑвӗ 36 пинпе танлашнӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн хушма тупӑш пулнӑ: 335 пин тенкӗ.

#Элтепер, #тӳре-шара, #ӗҫ укҫи, #политика, #тупӑшсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Николай Федоров сенатортах юлӗ
2020, 09, 18
Элтепере Олег Моляков пулӑшӗ
2020, 10, 01
Муниципалитет пуҫлӑхӗсемпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва халӑхпа татса парӗҫ
2021, 01, 28
Чӑваш Ен правительствин Тик-Токра та страница пур
2021, 04, 01
Александр Кузин пресс-секретарь ӗҫне пӑрахнӑ
2021, 04, 05

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org