Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +28.3 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Муниципалитет пуҫлӑхӗсемпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва халӑхпа татса парӗҫ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Вика Сорокина 28.01.2021 08:38 | 540 хут пӑхнӑ
Политика

Кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Улатӑрта республикӑра вырӑнти хӑйтытӑмлӑха ҫӗнӗлле йӗркелес ыйтӑва сӳтсе явма пухӑнӗҫ. Халӑх итлевне хула администрацийӗн пысӑк залӗнче ирттерме йышӑннӑ.

Улатӑрсем хыҫҫӑн итлеве ытти муниципалитетра та йӗркелеме палӑртнӑ. Пухусене икӗ эрнере ирттерсе пӗтермелле.

Кунта сӑмах муниципалитет пӗрлешӗвӗн тата муниципалитет пӗрлешӗвӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пӗр ҫын пурнӑҫласси пирки пырать. Тата уҫӑмлӑрах ӑнлантарсан, хальхи вӑхӑтра районсемпе хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем (вӗсене сити-менеджер та тетпӗр) тата районсемпе хуласен — Депутатсен пухӑвӗсен пуҫлӑхӗсем пур. Икӗ ҫын вырӑнне пӗрне ҫеҫ хӑварасшӑн тата вӗсене халӑхпа суйласшӑн.

Асӑннӑ ыйтӑва пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче республикӑн Общество палатинчи «ҫавра сӗтелте» тишкернӗ. Унтисем халӑхпа сӳтсе явсан тӗрӗс тесе йышӑннӑ. Ку шухӑшах республика Элтеперӗ Олег Николаев та палӑртнӑччӗ.

#Улатӑр, #пухусем, #ларусем, #канашлусем, #Улатӑр районӗ, #политика, #Элтепер, #тӳре-шара

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Хуласемпе район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе канашланӑ
2020, 02, 05
Улатӑр пуҫлӑхсӑр юлнӑ
2020, 07, 13
Вӑрмар районӗнче — ҫӗнӗ пуҫлӑх
2020, 08, 20
Шупашкарӑн сити-менеджерне суйланӑ
2020, 11, 03
Элтепер чирленӗ
2020, 11, 23

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org