Александр Белов журналист Чӑваш Ен Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьев ҫинчен кӗнеке кӑларнӑ. Кун пирки вӑл Фейсбукра пӗлтернӗ. «Мочить» и гнать его» ят панӑскер Питӗр хулинчи издательствӑра пичетленнӗ. Ӗнер журналист кӗнекен малтанхи 20 экземплярне (ытти хальлӗхе килсе ҫитеймен) аукционта сутассине, укҫана кӑшӑлвируспа кӗрешмелли фонда уйӑрассине пӗлтернӗ. Каярах вӑл кӑларӑма кам тата мӗн хакпа туянма ӗлкӗрнине хыпарланӑ.
Ирпе ирех Николай Выйкин шӑнкӑравланӑ, унтан Мускаври аслӑ шкулӑн преподавателӗ Андрей Федоров персе ҫитнӗ. Игорь Михайлов юрист ӗҫтешӗ валли те илнӗ. Дарья Комарова журналист пӗр экземпляршӑн 1000 тенкӗ кӑларса хунӑ. Ҫапла вара 13 ҫын туяннӑ, 4100 тенкӗ пуҫтарӑннӑ.
Республикӑн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн тӗп редакторне Сергей Мясникова Александр Белов Пичет кунӗнче Михаил Игнатьев сӑмахӗсене Фейсбукра трансляциленӗшӗн тав тунӑ. Журналистсене ислетме сӗннӗ сӑмаха Александр Белов шӑпах ҫавӑнтан касса илнӗ иккен.
Agabazar // 3108.37.0044
2020.05.15 22:47 | |
Ну кăларнă пултăр. Вара мĕн? | |
Анонимла // 2355.85.7661
2020.05.18 21:03 | |
Намӑссӑрсем! | |
А. Пушкарев // 1491.83.6368
2020.05.18 23:43 | |
Сергей Мясниковпа Александр Белов еслетекенсем иккен. Всё ясно теперь.Еврейсенчен урӑх мӗн кӗтмелли ӗнтӗ…. эх-хе-хе... | |
Agabazar // 3458.98.6338
2020.05.20 16:08 | |
« еслетекенсем» тени мĕне пĕлтерет? | |
Agabazar // 3458.98.6338
2020.05.20 16:08 | |
« еслетекенсем» тени мĕне пĕлтерет? | |
тенн // 3878.70.3941
2020.05.24 05:25 | |
Ӗслетме - науськивать | |
Тепри // 1491.14.4680
2020.11.07 21:01 | |
Мясников Белова шанса шар курчĕ. Министр ячĕпе çÿрекен пĕр пукане, Пичет кунĕнче сцена çинче тăнăскер, Патшалăх Канашне йăрккаса ăна ĕçрен кăрарттарчĕ. Игнатьев майлисем хальхи элтепере нумай сиен тунăччĕ, ун майлисем сас-хура министерствинче халĕ те лараççĕ. |