Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +27.0 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнче тетелӗ: Олег Николаев Инстаграма суйланӑ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 17.03.2020 06:46 | 266 хут пӑхнӑ
Тӗнче тетелӗ

Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев «пуриншӗн те меллӗ халӑх ушкӑнне» суйлассине эпир пӗлтернӗччӗ. «Пуриншӗн те меллӗ» халӑх ушкӑнне халӑхпа палӑртассине вӑл, аса илтерер, ҫак уйӑхӑн 11-мӗшӗнче Инстаграмра пӗлтернӗччӗ.

Олег Николаевӑн пуринчен ытла сасӑ пухнӑ страници — Инстаграмра. Актуаллӑ хыпарсене вӑл ӳлӗмрен унта пичетлеме тытӑнӗ. Фейсбукшӑн 87 ҫын сасӑланӑ, «Контактра»-шӑн — 157, Инстаграмшӑн — 1089. Олег Николаев Инстаграмри страницӑна тата унта мӗн ҫырнине чи малтан пӑхма шантарнӑ.

Ыйтусене хускатакансем халех йышлӑ. Вӗсене сӗт хакӗ, ӑшӑ хӗл тӑнине пӑхмасӑрах хваттерсене ытла вӗри хутнӑран нумай тӳлеме тивни, аптекӑсенче медицина маскисем ҫукки пӑшӑрхантараҫҫӗ.

#Элтепер, #халӑх ушкӑнӗсем, #тӗнче тетелӗ, #сасӑлавсем, #политика

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Светлана Ананьева каллех Элтепере пулӑшать
2019, 07, 05
Патӑрьелсем шывсӑр тата газсӑр-и?
2019, 09, 27
Инстаграмра Олег Николаевӑн суя страницине йӗркеленӗ
2020, 02, 11
Олег Николаев халӑх ыйтӑвне тӳрӗ эфирта хуравланӑ
2020, 03, 06
Олег Николаев валли халӑх ушкӑнне суйлаҫҫӗ
2020, 03, 11

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org