Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Олег Николаев халӑх ыйтӑвне тӳрӗ эфирта хуравланӑ

Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Туянатӑп Чăваш Наци библиотеки 1996, 1997, 2000, 2004, 2009, 2013, 2014 çулсенче кăларнă ...
Паллашу Ялта пуронатоп, начал привычкосемсер, ещместеп туртмастоп. Хелп паллашас тетеп.х...
Таисия Ташней 06.03.2020 19:39 | 1055 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Паян, пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫынсен ыйтӑвӗсене «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче тӳрӗ эфирта хуравланӑ. Республикӑра пурӑнакансемпе ҫакӑн пек мелпе Олег Алексеевич паян пуҫласа калаҫу йӗркеленӗ.

Олег Николаев ҫынсен ыйтӑвӗсене пӗр сехет хушши уҫӑмлатнӑ. Ыйтусем уйрӑм ҫынсемпе те, влаҫ органӗсен ӗҫӗпе ҫыхӑннисем те пулнӑ. Йӑлари хытӑ каяш, наци чӗлхисем, регионта шалу пӗчӗк, Китай инвестицийӗсен ыйтӑвне те хускатнӑ.

«Тӳрӗ лини пирки» пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Унтанпа тӗнче тетелӗнчисем 1300-е яхӑн комментари хӑварнӑ.

Олег Николаев халӑх ушкӑнӗнче «тӳрӗ лини» йӗркелесе ҫынсен ыйтӑвӗсене малашне те хуравлама палӑртнине пӗлтернӗ.

#Элтепер, #халӑх ушкӑнӗсем, #тӗнче тетелӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Игнатьев спорта юратни Инстаграмра курӑнать
2019, 02, 26
Патӑрьелсем шывсӑр тата газсӑр-и?
2019, 09, 27
Инстаграмра Олег Николаевӑн суя страницине йӗркеленӗ
2020, 02, 11
«Вятка» ҫул ванса пӗтнӗ
2020, 03, 01
Чӑваш тӗнне ӗненекенсем валли ҫӗр ыйтнӑ
2020, 03, 02

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org