Раҫҫейре
![]() «Питӗрти политика» фонд Раҫҫейӗн регионӗсен ертӳҫисем тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсемпе е5пле усӑ курнине тата ҫавсем пулӑшнипе епле ыйтусене татса панине тишкернӗ. Медиа уҫлӑхра хастар кӗпӗрнаттӑрсен йышне Пушкӑртстан ертӳҫи Радий Хабиров лекнӗ. Иккӗмӗш вырӑнта — Дагестан пуҫлӑхӗ Владимир Васильев. Виҫҫӗмӗш йӗркере — Татарстан президенчӗ Рустам Минниханов. Атӑлҫи тӑрӑхӗсенчи регионсенчен Чӗмпӗр облаҫӗ кӗпӗрнаттӑрӗ халӑх ушкӑнӗсенчи аккаунтсенчи хастарлӑх енӗпе виҫҫӗмӗш ушкӑна лекнӗ май танлаштарӑмра варринче. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев — тӑваттӑмӗш ушкӑнра. Тепӗр майлӑ каласан, унӑн хастарлӑхӗ вӑтам шайран пӗчӗкрех. Инстаграмра Игнатьева 12,8 пин ҫын ҫырӑннӑ. «Питӗрти политика» фонд сӑнанӑ тӑрӑх, постсене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ытла час-час вырнаҫтармасть. Пирӗн республика Элтеперӗ спртпа, уйрӑмах йӗлтӗрпе, тусли сисӗнет. Постсене тикшерсен йӗлтӗр фанатикӗ тесе те шухӑшлама май пур-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |