Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республика пуҫлӑхне суйламалли суйлава хутшӑнма хирӗҫ мар. Ҫакна вӑл «Интерфакс-Поволжье» информаци агентствин журналистне онлайн-мелпе интервью панӑ чух каланӑ. Суйлава Олег Алексеевич хӑй тӗллӗн хутшӑнасшӑн. Тепӗр майлӑ каласан, пӗр-пӗр парти хыҫне пӗркенмесӗр.
Аса илтерер: маларах Олег Николаев «Справедливая Россия» (чӑв. Чӑнлӑхшӑн Раҫҫей) парти пайташӗччӗ. Раҫҫей Патшалӑх Думине те вӑл ҫав парти пайташӗ пулнӑ май суйланнӑччӗ. Раҫҫей Президенчӗ ӑна Чӑваш Ен ертӳҫин тилхепине тыттарнӑ хыҫҫӑн кӑштахран вӑл партин регионти уйрӑмӗн ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлама пӑрахрӗ.
Республика Элтеперӗн суйлавне (вӑл кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртмелле) Олег Николаев хутшӑнма хирӗҫ мар, анчах пӗр-пӗр парти сӗмӗсӗр.