Культура
![]() Чӑваш наци вулавӑшӗнче ӗнер Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Акчикасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Василий Никифорович Спиридонов — Эрченешӗн (1922–1975) «Аслатиллӗ ҫумӑр витӗр» кӗнекин хӑтлавӗ пулчӗ. Кӗнекене автор 1937–1974 ҫулсенче ҫырнӑ сӑвӑсем тата «Иккӗмӗш тӗлпулу» калав кӗнӗ. Василий Эрченеш Канашри педагогика училищинчен, Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ, нумай вӑхӑт хушши Паньтӑкри вӑтам шкулта чӑваш чӗлхи учителӗ, директор ҫумӗ тата директор пулса ӗҫленӗ. Ӑна Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫӑн иккӗмӗш степенлӗ орденӗпе тата «За отвагу» медаль парса чысланӑ. Кӗнеке алҫырӑвӗ 40 ҫул кӗнекен тухасса кӗтсе выртнӑ. Ӑна Зоя Сергеевна Спиридонова — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, сӑвӑҫ, юрӑҫ тата композитор — поэтӑн тӑванӗсем пулӑшнипе кун ҫути кӑтартнӑ. Хӑтлава Василий Эрченешӗн ҫывӑх тӑванӗсем, вӑл вӗрентнӗ вӗренекенсем,пӗрле ӗҫленӗ учительсем, Хӗрлӗ Чутай райадминистаци элчисем хутшӑнчӗҫ, поэт пурнӑҫӗпе паллаштарчӗҫ. Пухӑннисене Эльвира Яковлева ертсе пыракан Ҫӗньял ансамблӗ юрӑ-ташӑ парнелерӗ. |
Культура
![]() Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем гастроле тухса кайнӑ. Вӗсем Николай Терентьевӑн пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Ыйхӑ ҫухатнисем» спектакле тата Владимир Илюховӑн «Как Настенька чуть Кикиморой не стала» постановкӑна лартӗҫ. Артистсем асӑннӑ спектакльсене Самар облаҫӗнче тата Тутар Республикинче лартӗҫ. Гастроль икӗ эрнене тӑсӑлӗ. Спектакльсенче РФ тава тивӗҫлӗ артистки тата ЧР Халӑх артистки Любовь Федорова, ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Сергей Иванов, Александра Зайцева, Елизавета Хрисанфова тата Ирина Иванова, Александр Петров, Алексей Степанов артистсем вылӗҫ. Малтанах артистсем Тутарстанри Аксу, Нурлат районӗсене ҫитӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарта ҫамрӑксем валли «Чеплашка» фильм ӳкересшӗн. Ун валли тизер хатӗр ӗнтӗ. Фильма Раҫҫейри паллӑ мусӑкҫӑсем хутшӑнӗҫ. Тизер тӗнче тетелӗнче пур, ӑна пӑхма пулать. Халӗ «Чеплашка» кӗске метражлӑ фильма ӳкерес ӗҫ пырать. Андрей Армант фильм ырӑ пулассине пӗлтернӗ. Юрий Спиридонов, «Обочина» кинокартинӑн продюсерӗ, ку Чӑвашфильм наци киностудин ҫӗнӗ проекчӗ пулать. Кинора ҫапӑҫусем, бандитсем пулмӗҫ. Унта кӗвӗ, ташӑ, шӳтсем ҫеҫ пулӗҫ. Унта Дима Билан, Ханна тата Нюша юрӑҫсем хутшӑнӗҫ. Андрей Армант палӑртнӑ тӑрӑх, ку «Битва за Новоюжку» фильмӑн ҫӗнӗ серийӗ пулмаллаччӗ, анчах вӑл тепӗр продюсер патне куҫнӑ. «Чеплашка» — аслӑ класра вӗренекен хӗр пирки. Вӑл ирсӗрлӗхпе сутӑнчӑклӑха парӑнтарма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери музейсен кунне палӑртнӑ май Чӑваш наци музейӗ тата ун филиалӗсем ҫынсене тӳлевсӗр кӗртнине эпир пӗлтернӗччӗ. Муркаш районӗнчи Йӳҫкасси тӑрӑхӗнче Ф.С. Васильев музейӗ пур. Ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче музейра Уҫӑ алӑксен кунӗ тата парне кунӗ иртнӗ. Ҫак кун музея кашниех тӳлевсӗр кӗрсе курма пултарнӑ. Ял ӗҫченӗсем музей ертӳҫи Н. Яковлева ирттернӗ экскурсие интересленсех итленӗ, хӑйсем кӑмӑллӑ пулнине пытарман. Хӑнасем пушӑ алӑпа килмен. Вӗсем музея тата темиҫе экспонатпа пуянлатса хӑварнӑ тесе пӗлтерет аваллӑх управҫин пуҫлӑхӗ Н. Яковлева пӗлтернӗ. Унта, сӑмахран, Кивӗ Матьӑкри Афган вӑрҫин паттӑрӗ Юрий Тарасов ҫитӗннӗ сӑпка музейра вырӑн тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Раҫҫейри Кино ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри Ӗҫ ҫыннин ҫулне халалласа республикӑра чылай мероприяти иртет. Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ халӑхӗ яланах хастарлӑхӗпе палӑрса тӑнӑ. Хальхинче те вӗсем ял ҫыннисене концерта пухнӑ. Халӑх пултарулӑх ушкӑнӗсен концертне курма хаваспах пынӑ. Унта «Лантӑшсем» (ертӳҫи — Алина Козлова) ташӑ ушкӑнӗ, «Изумруд» (ертӳҫи — Ирина Михайлова) халӑх инструменчӗсен ансамблӗ, «Шӑпчӑк» (ертӳҫи Геннадий Яковлев) ушкӑн хутшӑннӑ. Пултарулах ушкӑнӗсем сцена ҫине тухмассерен куракансем тӑвӑллӑн алӑ ҫупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Наци вулавӑшӗ кино ӳнерне юратакансене фильм пӑхма чӗнет. Унта Шупашкарта иртекен Пӗтӗм тӗнчери IX кинофестивальпе килӗшӳллӗн фильмсем кӑтартӗҫ. Вӑл ҫу уйӑхӗн 23–28-мӗшӗсенче иртӗ. Ҫу уйӑхӗн 24–27-мӗшӗсенче Наци вулавӑшӗн акт залӗнче документлӑ тата илемлӗ фильмсем кӑтартӗҫ. Вӗсем конкурса хутшӑнаҫҫӗ. Фильма курма ҫеҫ мар, ӑна хакланӑ ҫӗре те хутшӑнма май пур. Залра жюри те ларӗ: Эльга Лындина кинодраматург, Сергей Фетисов актер, Лидия Петрейкина «Чӑваш Ен» ПТРКн тӗп режиссерӗ. Куракансем умне кунсерен Алтай, Пушкӑртстан, Бурят, Кабарда-Балкар, Тутарстан, Чечня, Якут тата Волгоград облаҫӗн киностудийӗсем хатӗрленӗ фильмсене кӑларӗҫ. Кунсӑр пуҫне кашни кун документлӑ фильмсем кӑтартӗҫ: «Эткер» (Владимир Галошев), «Отсюда — к родному дому» (Андрей Спиридонов), «История Великого Народа» (Юрий Сергеев), «Шесть дней» (Григорий Златогоров), «Она была актрисою» (Сергей Лобода), «Металлическая струна» (Антон Николаев). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Подвиг предков бессмертен» (чӑв. Асаттесен паттӑрлӑхӗ вилӗмсӗр) — ҫак ятпа Ҫӗнтерӳ уявӗ умӗн республикӑра шкул ачисен хайлавӗсен пуххине кӗнекен пичетлесе кӑларнӑ. Тиражӗ 500 экземпляр. Конкурса республикӑри коммунистсен партийӗ 2015 ҫулта фашистла Германие ҫапса аркатнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ. Вӑрҫӑра паттӑрлӑх кӑтартнӑ хӑйсен тӑванӗсемпе ял-хула тӑрӑхӗсенчи паттӑрсем ҫинчен конкурса пурӗ чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ 126 ӗҫ килнӗ: республикӑри 14 районпа 5 хуларан. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне Ҫӗрпӳ районӗнчи Патӑрьел ялӗнчи Андрей Петров тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑнта: Кристина Аверьянова (Вӑрмар районӗ, Мӑнҫырма), Лилиана Михайлова (Шупашкар районӗ, Ҫӗньял), Ангелина Ястребова (Муркаш районӗ, Муркаш) тата Николай Иванов (Хӗрлӗ Чутай районӗ, Штанаш). 3-мӗш вырӑна Кристина Прокопьева (Йӗпреҫри 1-мӗш шкул), Софья Яруткина (Шупашкар районӗ, Ҫӗньял), Александр Кузин (Ҫӗрпӳ районӗ, Туҫи), Денис Базманкин (Патӑрьелти 1-мӗш шкул), Варвара Фёдорова (Ҫӗнӗ Шупашкарти 12-мӗш шкул) тата и Михаил Евсягин (Ҫӗмӗрлери 2-мӗш шкул) тухнӑ. Кӗнекере конкурса хутшӑннӑ пур авторӑн хайлавне те пичетленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Наци вулавашӗнче Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалласа чылай мероприяти ирттереҫҫӗ. Чи пысӑк проектсенчен пӗри — «XX-XXI ӗмӗрсенчи вырӑс тата чӑваш литературинчи ӗҫ ҫынни» уҫӑ лекцисен ярӑмӗ. Нумаях пулмасть чӑваш поэзийӗнче ӗҫ ҫынни мӗнле пӗлтерӗш йышӑнни пирки лекци пулнӑ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Ольга Скворцова чӑваш поэчӗсен сӑввисене тишкернӗ. Ольга Владимировна хӑйӗн докладӗнче ӗҫ ҫыннин кӑмӑлне те палӑртнӑ: вӑл — ӗҫчен, вӑйлӑ, юрласа ӗҫлет, хӑйӗн ӗҫне юратать, алли ылтӑн. Чылай поэтӑн сӑввинче ҫакнашкал тӗслӗх нумай тӗл пулать. Поэтсем ытларах тракторист, доярка, кӗтӳҫӗ, платник, вӗрентекен пирки ҫараҫҫӗ. Ӗҫ ҫыннин сӑнарӗ Николай Полоруссов-Шелепин хайлавӗсенче те тӗл пулать. Унтан «Николай Шелепи — Чӑвашри пӗрремӗш поэт» каҫ иртнӗ. Ӑна вӑл ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитнине халалланӑ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Ирина Софронова халӑх поэчӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Студентсем икӗ мероприятие те хаваспах хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫирӗклӗ Шӑхальти музейра Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхалӗнчи музейра Пӗтӗм тӗнчери музейсен кунӗ тӗлне, вӑл ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулчӗ, «Алран кайми» курав йӗркеленӗ. Ӑна музей кӑҫалхи Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне те халалланӑ. Ял историйӗн тата культурин музейӗ шутланаканскер экспонатсемпе пуян пулин те коллекци вӗҫӗмех пуянланса пырать. Асӑннӑ ял тӑрӑхӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, аваллӑх управҫипе паллашма пыракансем те ҫулсерен йышланса пыраҫҫӗ. Куравсене те ҫӗнетсех тӑраҫҫӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 71 ҫул ҫитнине халалласа «Ҫӗнтерӳ йывӑҫҫи» ятлине йӗркеленӗ. Унсӑр пуҫне «Мухтавлӑ халӑхӑн аслӑ ҫӗнтерӗвӗ», «Сталининградшӑн кӗрешнисем», «Ялӑн паллӑ ҫыннисем» стендсем йӗркеленӗ. «Алран кайми» ятлине ял ҫыннисен тӗррисене пухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енри Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалласа Патӑрьелти тӗп вулавӑшра «Савӑнӑҫ» клуба ҫӳрекенсен алӗҫӗсемпе курав йӗркеленӗ. Унта Валентина Николаевӑн тата Татьяна Поляковӑн ӗҫӗсем вырӑн тупнӑ. Валентина Валерьяновнӑн экспозицийӗнче — 16 ӗҫ. Вӑл портретсем, алшӑллисем, пейзажсем тӗрленӗ. Чечек композицийӗсем, ҫекӗлпе ҫыхнӑ ҫухавасем те пур унӑн. Татьяна Александровна вара 11 ӗҫне курава илсе пынӑ. Унӑн ӗҫӗсенчен ӑшӑлӑх, ҫутӑ тапса тӑрать. Сюжечӗсем тӗрлӗрен. Валентина Николаевӑпа Татьяна Поляковӑн куҫа илӗртнӗрен вӗсемпе пӗр чарӑнми киленме пулать. Курав ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗччен пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.09.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |