Культура
Эпир кӑҫал «Шан мана, тӗнче!» интернет конкурс йӗркелерӗмӗр. Унӑн тӗллевӗ — ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, культурине вӗрентекенсене чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе кӑсӑклантарасси, литература пултарулӑхне аталантарасси, тӑван тавралӑхра пулса иртекен чи кӑсӑк енсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарасси. Литӑмӑртӑва пӗтӗмлетме те вӑхӑт ҫитрӗ ӗнтӗ. Ушкӑнсем кӑҫал нумаях пулмарӗҫ — хайлавсем сахалтарах килчӗҫ ҫав. Апла-и, капла-и, пурӗ 39 сӑвӑ-калав йышӑнтӑмӑр. Хаклав ӗҫне ЧПГӐИ ӗҫченӗ, чӑваш ҫыравҫи Альбина Мышкина тата Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ Аҫтахар Плотников хутшӑнчӗҫ. Пӗтӗмлетнӗ май ҫак хутшӑнакансене саламлама пулать: 6–7 классем: 1 вырӑн: Анастасия Киршевӑн «Мӑнуксем патне янӑ салам» сӑвви (Муркаш районӗ); 2 вырӑн: Юлия Вазюковӑн «Чӑваш ҫӗрӗ, пурӑн ӗмӗр» сӑвви (Сӗнтӗрвӑрри районӗ, Ӗсмел шкулӗ); 3 вырӑн: Наталия Париковӑн «Рейхстаг умӗнче» сӑвви (Хӗрлӗ Чутай районӗ, Штанаш). 8-мӗшрисем (сӑвӑ хайлас енӗпе): 1-мӗш вырӑн: Шупашкарти 1-мӗш гимназире вӗренекен Никита Леонтьев («Ҫеҫпӗл патне ҫырнӑ ҫыру»); 2-мӗш вырӑн: Красноармейски шкулӗнче вӗренекен Анастасия Алексеева («Амӑшсем кӗтеҫҫӗ макӑрса. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
«Нарспирен» чӗртсе тӑратнӑ сӑнарсем Вилӗмсӗр «Нарспи» поэма авторне халалласа Елчӗк районӗнчи Кӗҫӗн Таяпари вулавӑшра «К. Иванов — чӑваш поэзийӗн ҫӑлтӑрӗ» ятпа пысӑк курав йӗркеленӗ. Унта классикӑн кӗнекисемпе, пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе, ун ҫинчен тӗрлӗ писатель хакласа, тишкерсе ҫырнӑ хайлавсемпе паллаштараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вулавӑшра ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ хастар вулаканӑн Вениамин Кудряшовӑн «Вилӗмсӗр «Нарспи» поэмӑри сӑнарсем» ятлӑ ӳкерчӗксен куравне те йӗркеленӗ. Ӳнерҫӗ библиотекӑпа чылайранпа туслӑ ҫыхӑну тытать. К.Иванов ҫулталӑкӗ пулнине шута илсе никам хистемесӗрех хайхискер алла хутпа кӑранташ тытнӑ иккен. Хӑй ӗҫӗсенче вӑл Петр Сизов художник ӳкерчӗкӗсене тӗпе хунӑ. Вулавӑшра «Нарспи» поэмӑри сӑнарсене чӗртсе тӑратнӑ. Вӗсен авторӗсем — Кӗҫӗн Таяпара пурӑнакан Нина Михайлова, Анна Савинова, Маргарита Галкина тата Александра Козлова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ҫак уйӑхӑн 18-мӗшӗнче пирӗн республикӑра Пӗтӗм тӗнчери VIII кинофестиваль уҫӑлӗ. Унӑн президенчӗ малтанхи пекех Раҫҫей халӑх артисчӗ, «Мосфильм» киноконцерн тӗп пуҫлӑхӗ Карен Шахназаров юлӗ. Анчах хӑй вӑл килеймест иккен. Ҫакӑн сӑлтавӗ вӑл «Анна Каренина» фильм ӳкерме пуҫланипе ҫыхӑннӑ-мӗн. Аса илтеретпӗр, фестиваль хӑнисем куракансемпе Шупашкарта, Етӗрне, Пӑрачкав, Красноармейски районӗсенче тӗл пулӗҫ. Фильмсене яланхиллех тӳлевсӗр кӑтартӗҫ. Тӳресен 11 ӗҫ пахаламалла лекӗ. Сахал йышлӑ халӑхсен фильмӗсене Евгений Цымбал режиссер, сценарист, актер ертсе пыракан ушкӑн тишкерӗ. Фестиваль вӑхӑтӗнче Раҫҫейре, Финляндире, Хорватире, Казахстанра ӳкернӗ кинокартинӑсемпе паллашма май килӗ. Ҫавнашкалах чӑваш режиссерӗсем ҫӗнӗ 3 ӗҫ кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Кӑҫал Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ пулнӑ май вулавӑшсенче, шкулсенче тӗрлӗ мероприяти иртет. Ҫапла майпа аслисем ҫамрӑксемпе ачасене кӗнекепе ытларах туслаштарасшӑн. Хӗрлӗ Чутай районӗнче сӑвӑ вулакансен «Чутаях туртать ман чун» конкурс иртнӗ. Ӑна Мӑн Этменри шкулта йӗркеленӗ. Конкурс ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртнӗ, унта кӗҫӗн классенче вӗренекенсем хутшӑннӑ. Жюри сӑвӑ вулакансен пултарулӑхне хакланӑ. Вырӑнсене вӗсем ҫапла пайланӑ. 3-4-мӗш классен хушшинче А.Жижайкина, 1-2-мӗш классен йышӗнче Е.Никифоров пӗрремӗш вырӑнсене йышӑннӑ. Паян Хӗрлӗ Чутай шкулӗнче вара «Чутаях туртать ман чун» конкурс район шайӗнче иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Красноармейскинчи культура ҫуртӗнче педагогсен хорӗсен конкурсӗ иртнӗ. Унта вӗренӳ учрежденийӗсенчи виҫӗ хор хутшӑннӑ. Вӗсем тӗрлӗ юрӑ шӑрантарнӑ. Чӑвашла та юрланӑ вӗсем. Юрӑсем Аслӑ Ҫӗнтерӳпе ҫыхӑннӑ. Малтанах конкурсҫӑсене Красноармейски район администрацийӗн вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Алексей Васильев, вӗренӳ ӗҫченӗсен профсоюз председателӗ Светлана Суховетрюк саламланӑ. Юлашкинчен жюри председателӗ Николай Никоноров тухса калаҫнӑ май пӗтӗмлетӳ тунӑ. Ҫапла майпа пӗрремӗш вырӑна Красноармейски шкулӗн вӗренткенӗсен хорӗ йышӑннӑ. Иккӗмӗшне Трак шкулӗ тухнӑ. Виҫҫӗмӗшне чатукассисем йышӑннӑ. Сӑнсем (9) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ» серинчи 13-мӗш томӑн пӗрремӗш кӗнеки кун ҫути курнӑ. «Тупмалли юмахсем» ятлӑскере Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ хатӗрленӗ. Кӗнекене тӗрлӗ ҫулсенче пичетленнӗ материалсемпе текстсем кӗнӗ. Тупмалли юмахсем алфавитпа килӗшӳллӗн вырнаҫнӑ. Пӗрремӗш кӗнекене тупмалли юмахсем А саспаллинчен пуҫласа С таран кӗнӗ. Ыттисем иккӗмӗшӗнче пулӗҫ. Кӗнекере умсӑмах, ӑнлантарнисем, кӑтарткӑчсемпе библиографи пур. Вӑл чӑваш халӑх пултарулӑхӗпе, наци культурипе, этнографипе, чӑваш халӑх историйӗпе кӑсӑкланакан пур ӳсӗмри ҫын валли те. Кӗнекене хатӗрлекенӗ тата умсӑмах авторӗ — филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Е.В.Федотова. Кӗнеке 1000 экземплярпа тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Пьеса авторӗ Алексей Дударев Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗнер черетлӗ премьера иртнӗ. «Ан пӑрахсам мана» ятлӑ спектакле театр ӗҫченӗсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалланӑ. Белорусси драматургӗн Алексей Дударевӑн «Ан пӑрахсам мана» пьеси тӑрӑх лартнӑскере асӑннӑ авторӑн Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пирки ҫырнӑ чуна чи тивмелли драмӑллӑ баллади тесе хаклаҫҫӗ специалистсем. Дударев драматургшӑн, режиссершӑн тата актершӑн вӑрҫӑ теми питӑ ҫывӑх иккен. Вӑл — фронтовик ывӑлӗ. «Ан пӑрахсам мана» спектакль вӑрҫӑ чӑнлӑхӗнчен ытла урӑхла пулнӑ тӑк еплерех ҫаврӑнса тухассине халалланӑскер тесен тӗрӗсрех. Пьесӑри ӗҫ-пуҫ 1944 ҫулта пулса иртет. Разведчика тӑватӑ хӗре шанса параҫҫӗ. Ӗнерхи шкул ачисене курсан вӑл шалт тӗлӗнет. ара, вӗсемпе унӑн ятарлӑ операци ирттермелле-ҫке. Рольсене Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артистне Владимир Семенова, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткисене Елизавета Хрисанфована, Светлана Андреевана тата ыттисене шаннӑ. Спектакле Наталия Сергеева лартнӑ. Художникӗ — Светлана Зверева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Паянтан Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Чӑваш классики тата хальхи» фестиваль пуҫланнӑ. Ку мероприятие чӑваш литературин классикӗ, вилӗмсӗр «Нарспи» поэма авторӗ Константин Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ. Фестиваль паянтан пуҫласа ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ҫак вӑхӑтра спектакльсен ярӑмӗ пырӗ. Ун пеккине маларах театр, сӑмах май, Валерий Яковлев тӗп режисерӑн юбилейне халалласа йӗркеленӗччӗ. Хальхи фестиваль Федор Павловӑн «Ялта» спектаклӗпе уҫӑлӗ. Программӑна ҫавӑн пекех Денис Гордеевпа Геннадий Кирилловӑн «Хурлӑхлӑ хурама сасси», Петр Осиповӑн «Икӗ каччӑн пӗр шухӑш», Арсений Тарасовӑн «Мунча кунӗ», Анатолий Чебановӑн «Праски кинеми мӑнукне авлантарать», Иоаким Максимов-Кошкинскийӗн «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектаклӗсене кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ҫу уйӑхӗн 18–23-мӗшӗсенче Шупашкарта кинофестиваль саккӑрмӗш хут иртӗ. Конкурс программине тулли метражлӑ 11 фильма кӗртнӗ. Сахал йышлӑ халӑхсен конкурсӗнче 13 ӗҫ тупӑшӗ. Пӗтӗмпе фестивальте ҫынсем 43 фильм курӗҫ. Вӗсенчен 37-шӗ илемлӗ фильм, 6-шӗ — документлӑ. Фестивале режиссерсем, продюсерсем, театрпа кино актерӗсем, киноведсем, кинокритиксем хутшӑнмалла. Пӗтӗмпе — 40 ытла ҫын. Ытти ҫулсенчи пекех фестиваль президенчӗ Карен Шахназаров пулӗ. Сахал йышлӑ халӑхсен конкурсӗнче Пушкӑрт, Тутар, Якут, Буряти, Чӑваш республикисенчи, Алтай крайӗнчи фильмсене кӑтартӗҫ. Фестивальте чылай мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Вӑл Шупашкарта кӑна мар, Етӗрне, Пӑрачкав, Красноармейски районӗсенче те иртӗ. Фильмсене унчченхи пекех тӳлевсӗр курма май пулӗ. Фестивальте конкурса хутшӑнакан фильмсем: • «Кино про Алексеева» (чӑв. Кино Алексеев ҫинчен), режиссерӗ Михаил Сегал (Раҫҫей) • «Белая белая ночь» (чӑв. Шурӑ-шурӑ каҫ), режиссерӗ Рамиль Салахутдинов (Раҫҫей) • «Как меня зовут» (чӑв. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ҫӗнӗ кӗнеке хуплашки Журналист-публицист, ҫыравҫӑ, поэт, «Республика» хаҫат редакторӗ, ЧНКн Мӑн Канашӗн пайташӗ Лидия Филиппова (хушма ячӗсем — Алла Давыдова, Лидия Ригель, Лидия Майская тата ыттисем) «Чӗре таппи» (Пульсация) ҫӗнӗ кӗнеке кӑларнӑ Унта чӑвашла тата вырӑсла суйласа илнӗ сӑвӑсем кӗнӗ. Авторӑн литература тата публицистика хайлавӗсем хӑйне евӗр, уйрӑлса тӑраҫҫӗ, тарӑн шухӑшлӑ. Унӑн лирики чӑваш халӑхӗн уйрӑмлӑхне, унӑн кӑмӑлне, йӑли-йӗркине пӗлессипе тӳрремӗнех ҫыхӑннӑ. Автор Ҫеҫпӗле ӳстернӗ ҫӗрӗ тав тӑвать. Вӑл тата ашшӗ-амӑшӗ ӑна патриотлӑх воспитанийӗ панӑ. Хыҫсӑмахра автор паянхи пурнӑҫпа киленме чӗнет, малашнехи лайӑхрах пуласса шанса ҫырать. «Чӗре таппи» пур ӳсӗмри вулакан валли те. Вӑл 25 ҫул журналистикӑра тата ҫыравҫӑ ӗҫӗнче тӑрӑшакан авторӑн 13-мӗш кӗнеки пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |