|
Культура
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче саксофон фестивалӗ иртнӗ. Ку учрежденишӗн ҫапла фестиваль ҫӗнӗлӗх мар. Ӑна театрта вунпӗрмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Хальхи те яланхиллех классика программипе пуҫланнӑ. Ӑна Хусантан килнӗ "Артсакс" квартет уҫнӑ. Фестивале йӗркелекен Анна Кашкарова ӗнентернӗ тӑрӑх, фестивале пӗрре килнисем ытти чухне те хаваспах ҫитеҫҫӗ. Анчах халӑха мӗн те пулин ҫӗннипе тӗлӗнтерессишӗн унччен пулманнисене те пухаҫҫӗ. "Артсакс" ҫавӑн йышши ҫӗнӗ ушкӑнсенчен пӗри шутланать те. Куракансене Хусан хӑнисем академилле темиҫе хайлавпа савӑнтарнӑ. Асӑннӑ хуларан «Бёрдскетчерс» квинтет та килнӗ. Анчах вӑл джас парнеленӗ. Саксофон фестивальне хутшӑннӑ ытти ушкӑн та куракансем валли асра юлмалли номерсем сахал мар хатӗрленӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
Районти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи халӑх театрӗ куракансене спектакльпе савӑнтарчӗ — ҫак эрнере сцена ҫине Федор Павловӑн «Ялта» премьерине кӑларчӗҫ. Хӑй вӑхӑтӗнче чӑваш драма театрӗ ку спектакльпе республикӑри кашни яла тенӗ пекех ҫитнӗ-тӗр, анчах та юлашки ҫулсенче нумайӑшӗ ун сюжетне манма та ӗлкӗрнӗ пулӗ, ҫамрӑксенчен чылайӑшӗ пӗлмест те. Ҫавӑнпа та Вӑрнар халӑх театрӗн режиссерӗн Галина Иванован классикӑна яланлӑхах асра хӑварас тӗллевӗ питӗ те тӗрӗс пулнӑн туйӑнать. Хӑй ку ӗҫе кӳлӗннӗ ҫулсенче вӑл чылай спектакле халӑх патне ӑнӑҫлӑ ҫитерме пултарчӗ. Пӗлтӗр куракансем «Нарспие» чаплӑн йышӑнчӗҫ, театр ушкӑнӗ унпа хамӑр, кӳршӗллӗ районсенчи чылай ялта пулчӗ. Ку спектакльти чаплӑ вылявшӑн республикӑри «Мухтав ахрӑмӗ» фестивальте тӗрлӗ номинацире тӑхӑр диплом илме тивӗҫрӗҫ. «Ялта» спектакле те халӑх тӳрех йышӑнни ҫынсем ӑна тепӗр кун та сӳтсе явнинчен палӑртма май килчӗ. Премьерӑпа вырӑнти артистсем иртнӗ ӗмӗрӗн чӑн пурнӑҫне кӑтартма пултарни паха. Спектакле калӑплаканӗсенчен пысӑк пайӗ — районти культура ҫурчӗсенче тимлекенсем. Массӑллӑ сценӑсене Ҫӗрпелти, Хирпуҫӗнчи, Санарпуҫӗнчи, Мӑн Явӑшри, Кӗҫӗн Кипекри, Уйкас Кипекри тата Мӑн Турхан ял тӑрӑхӗсенчи ӗҫченсене явӑҫтарнӑ. |
|
Культура
Шупашкарти «Кӑнтӑр» культура ҫуртӗнче Кино ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн «Юрла, купӑс, янра, такмак!» конкурс иртнӗ. Унта вокал ансамблӗсем, купӑсҫӑсем, баянҫӑсем, такмак юрлакансем хутшӑннӑ. Пурте икӗ тӗрлӗ хайлавпа сцена ҫине тухнӑ. Вӗсенчен пӗрне Раҫҫейре ӳкернӗ киноран пулине шӑрантарма тивнӗ. Иккӗмӗшне хӑйсен кӑмӑлне кура суйланӑ. Куракансем конкурсҫӑсене ҫӑвар карсах итленӗ. Жюри пайташӗсене вара йывӑр килнӗ: кама суйламалла? «Инструменталист» номинацире Владимир Яковлев мала тухнӑ. «Вокалист» номинацире вара «Зарянка» вокал ансамблӗ 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Наталия Соловьева «Кӗмӗл сасӑ» фестивале 2000-мӗш ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Ҫак кунсенче 17-мӗш 15–35 ҫулсенчи 35 юрӑҫ «Кӗмӗл сасӑ-2016» фестиваль-конкурса хутшӑнса хӑйсен пултарулӑхӗпе куракансене савӑнтарнӑ. Вӗсен шутӗнче: Иркутскпа Ямал-Ненец автономи округӗнчен, Екатеринбургран, Челепирен, Самартан, Ӗренпуртан, Тутарстанпа Пушкӑртстанран, Пензӑран, Мурманскран тата Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи 15 ҫамрӑк фестивале хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Гала концертра юрӑҫсене Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов, ЧР культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов, ЧНКн пӗрремӗш вице-президенчӗ Валерий Клементьев саламласа пурне те ӑнӑҫусем суннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче 5 юрӑҫ пулнӑ. Ыттисем те тӗрлӗ номинацире ҫӗнтернӗшӗн парнесем тивӗҫнӗ. «Кӗмӗл сасӑ» фестиваль ҫӗнтерӳҫин ятне Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш ял тӑрӑхӗнчи Вӑрманкасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн музыкӑпа ӳнер факультечӗн 1-мӗш курс студентки Наталия Соловьева тивӗҫнӗ. Гран-при тивӗҫнӗ Наталияна планшет, Крыма кайма путевка тата тухъя парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
Чӑваш Енре «Литературная Чувашия: самая читаемая книга 2014-2015 годов» (чӑв. Литературӑллӑ Чӑваш Ен: 2014-2015 ҫулсенчи чи вуланакан кӗнеке) республикӑри конкурс малалла пырать. Ҫавна май Шупашкар районӗнчи вулавӑш ӗҫченӗсем «Читай наших» (чӑв. Хамӑрӑннисене вула) ятпа вулакансен хаклавӗсем хушшинче конкурс ирттерме шут тытнине эпир пӗлтернӗччӗ. «Литертаурӑллӑ Чӑваш Ен» конкурс иртнӗ май асӑннӑ районти вулавӑшсенче тӑрӑшакансем вулакансем хушшинче тепӗр тупӑшу та шутласа кӑларнӑ. «Селфи: Моя любимая чувашская книга» (чӑв. Селфи: Манӑн юратнӑ чӑваш кӗнеки) ят панӑскере кирек кам та хутшӑнма пултарать. Кӗнеке вулакан ҫын сӑнарӗ урлӑ вӗсем чӑваш кӗнекипе кӑсӑклантарасшӑн. Кӗнеки маларах асӑннӑ литература конкурсӗн списокне лекнӗскер пулмалла. Списокпа кунта паллашма пулать. Сӑнӳкерчӗксене ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ таран йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене chbibl3@cap.ru электрон адреспа ярса памалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
Шупашкар районӗнчи вулавӑш ӗҫченӗсем «Читай наших» (чӑв. Хамӑрӑнне вула) ятпа вулакансен хаклавӗсем хушшинче конкурс ирттерме шут тытнӑ. Ӑна вӗсем «Литературная Чувашия: самая читаемая книга 2014-2015 годов» (чӑв. Литературӑллӑ Чӑваш Ен: 2014-2015 ҫулсенчи чи вуланакан кӗнеке) республикӑри конкурс иртнӗ май йӗркелессине пӗлтернӗ. Конкурс ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӑлӗ те акан 20-мӗшӗччен пырӗ. Конкурс тӗллевне вулавӑш ӗҫченӗсем чӑваш писателӗсемпе поэчӗсен кӗнекисемпе халӑха кӑсӑклантарассинче кураҫҫӗ. Конкурса хутшӑнаканӑн, Шупашкар районӗн централизациленӗ вулавӑш тытӑмӗн пуҫлӑхӗ Галина Тимофеева ӑнлантарнӑ тӑрӑх, «Литературӑллӑ Чӑваш Ен» списока лекнӗ кӗнекесенчен хӑшне те пулин вуласа тухмалла та ӑна хакласа ҫырса кӑтартмалла. Ҫӗнтерӳҫӗсене Чӑваш чӗлхин кунне халалласа районта ирттерекен уяв вӑхӑтӗнче чыслама палӑртнӑ. Ӗҫсене chbibl3@cap.ru электрон адреспа йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
Кӑҫал «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, артистсене Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗнче чысланӑ. Кӑҫал чыслав Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ. Конкурса кашни ҫулах ҫӗнӗлӗх кӗртеҫҫӗ. Кӑҫал артистсене жюри пайташӗсем мар, ахаль ҫынсем дипломсем тыттарнӑ. «Эпизодри чи лайӑх роль» номинацире Сергей Алексеев ҫӗнтернӗ. Вячеслав Оринов ачасем валли чи лайӑх спектакль лартнине палӑртнӑ («Недоросль»). «Чи лайӑх спектакль» номинцире Валерий Яковлевӑн «Константин Иванов» постановки ҫӗнтернӗ. Унта тӗп роле вылякан Валерий Карпов «Арҫын рольне чи лайӑх калӑплакан» номинцире мала тухнӑ. Вырӑс патшалӑх драма театрӗн артистки Оксана Ананьева «Хӗрарӑм рольне чи лайӑх калӑплакан» номинацире мала тухнӑ. Ӑна ҫак ята «Безымянная звезда» спектакльте Ятсӑр хӗрарӑма калӑпланӑшӑн панӑ. «Чи лайӑх сценографи» номинацире никама та палӑртман. «Спектакльти чи лайӑх музыка» номинацире Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн сцени ҫине тухнӑ «Муха-Цокотуха» спектакле илемлетнӗ Андрей Галкин композитор ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
Шупашкарта «Контрабас тӗнчи» пӗтӗм тӗнчери III фестиваль иртнӗ. Унта тӗнчери пултаруллӑ контрабасҫӑсем хӑйсен пултарулӑхне тата ҫак музыка инструменчӗн илемлӗ янӑравӗпе куракана тыткӑнланӑ. Фестиваль кунӗсенче май тӗп хуламӑрти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче Эрик Хансен тата Ростислав Яковлев маҫтӑр-класс ирттернӗ. Эрик Хансен — контрабас профессорӗ. Вӑл АПШри Юта штатри Бригам ячӗллӗ университетри музыка шкулӗнче симфони оркестрӗн дирижерӗнче тӑрӑшать. Унсӑр пуҫне вӑл Юта оркестрӗн солисчӗ тата дирижерӗ. Ростислав Яковлев — Пӗтӗм Союзри конкурс лауреачӗ, Питӗрти филармонин симфони оркестрӗн солисчӗ. Фестиваль вӑхӑтӗнче асра юлмалла концертсем те иртнӗ. Вӗсенчен пӗри куракансене Шупашкарти филармони залне пухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Ачасене китай чӗлхине А. Данилова экскурсовед ӑша хывтарать Чӑвашран тухса тӗнчипе ят-сум илнӗ Никита Бичурин ӑсчах-академик, Раҫҫейре китаейпӗлӗвне пуҫарса янӑ Никита Бичуринӑн пӗртен-пӗр музейӗнче, Кӳкеҫре вырнаҫнӑ «Бичурин тата хальхи самана» ятлӑскерте, вӗҫӗмех шыравра. Никита Бичурин, сӑмах май, Шупашкар район ҫынни. Вӑл унти Типнерте ҫуралнӑ. Паллӑ ентешне халалланӑ музея уҫнӑранпа ертсе пыракан Ирина Удалова аваллӑх управҫинче нумаях пулмасть китай чӗлхипе маҫтӑр-классем ирттерме тытӑннине пӗлтерет. Малтан ачасем «Научный подвиг Н.Я. Бичурина» (чӑв. Н.Я. Бичуринӑн ӑслӑлӑхри паттӑрлӑхӗ) залри экспонатсемпе паллашаҫҫӗ. Кайран вӗсене музей экскурсовочӗ А.В. Данилова иероглифсемпе, китай чӗлхинче сасӑсене епле каланипе паллаштарать. Шкул ачисене вӑл ансат сӑмах ҫаврӑнӑшӗсемпе китайла сывлӑх сунма, тав тума, сывпуллашма вӗрентет. Пӗчӗк кӑна диалогсем те ирттерет вӑл вӗсемпе тата темиҫе иероглиф ҫырма хӑнӑхтарать. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа музейри маҫтӑр-класра Шупашкарти тӑватӑ вӗренӳ учрежденийӗнчи — 2-мӗш гимназири, 14-мӗш кадет шкулӗнчи тата 3-мӗшпе 57-мӗш вӑтам шкулсенчи — ачасем пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян «Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи: 100 ҫул» ятпа ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртрӗ. Институтпа пӗрле ӑна Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗ йӗркеленӗччӗ, Тӑван ене тӗпчекенсен кунне халалланӑччӗ (пушӑн 28-мӗшӗ). Конференцире пурӗ 30 ытла ҫын тухса калаҫнӑ — Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫинче пуҫ хунисене аса илнӗ, вӗсен паттӑрлӑхне хакланӑ, ҫав вӑхӑтри влаҫ тытӑмӗн ӗҫне сӳтсе явнӑ. Хӗрӳ сӳтсе яву Николай Егорович Лукианов доклачӗ хыҫҫӑн иртнӗ. Тухса калаҫакансен хушшинче таврапӗлӳҫӗсем икӗ ушкӑна пайланни хитре маррине палӑртакансем те пулнӑ. Асаилтеретпӗр, конференци вӑхӑтӗнчех наци вулавӑшӗнче Чӑваш таврапӗлӳҫисен XII пухӑвӗ иртнӗ. Малашне ҫак икӗ сумлӑ пӗрлӗх хӑйсен мероприятийӗсене пӗр кунра ирттереҫҫӗ пулсан та вӑхӑтне те пулин раснарах лартма ыйтнӑ. Ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцине ҫав ҫулхи салтак тумӗсем («Русский егерь» клуб) тата салтака ӑсатнине лартса панӑ сцена илем кӳнӗ. Ҫавӑн пекех пухӑннисем умӗнче салтак юррисене те юрласа панӑ. Аса илтеретпӗр, Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи 1914 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пуҫланнӑ та 1918 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗнче вӗҫленнӗ. |
