Культура
Ҫак ятпа ӗнер, пушӑн 26-мӗшӗнче, Петӗр Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче савӑнӑҫлӑ уяв иртрӗ. Ҫур ӗмӗре ҫитнӗ халӑх театрне тӗрлӗ тӳре-шара саламларӗ, актёрсене хисеп хучӗсемпе чыславрӗ. Шупашкарти ытти театрсем те юбилярсене саламлама ҫиртӗҫ — К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнчен, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнчен, «Ҫӑлкуҫ» халӑх театрӗнчен, «Уяв» халӑх фольклор ансамблӗнчен тата ыттисенчен. И. Максимов-Кошкинский ячӗллӗ халӑх театрӗ Петӗр Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче вырнаҫнӑ, унта пурӗ 30 ҫын ытла тӑрӑшать. Театра пуҫарса яраканӗ В. Ф. Горбунов. Труппӑра чи малтан Шупашкарти пир-авӑр комбинатӗнче, хулари тӗрлӗ учрежденисенче вӑй хуракансем тата студентсем пулнӑ. Чи пӗрремӗш спектакле Мария Ухсайӑн «Ҫу, сумӑр, ҫу» пьеси тӑрӑх лартнӑ. Театра уҫнӑранпа вылякан актёрсенчен хӑшӗ-пӗри халӗ те унтах вӑй хураҫҫӗ. Халӑх театрне ертсе пыракан Нина Трифоновна Панина ҫак лава 1973 ҫултанпа 45 ҫул хушши туртать ӗнтӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл И. Максимов-Кошкинский ячӗллӗ халӑх театрӗ пӗр ҫул та канманнине палӑртрӗ, малтанхи утӑмсем пирки каласа пачӗ. |
Культура
«Кӗмӗл сасӑ» фестивалӗ йӗркелӳ комитечӗ Чӑваш наци конгресӗ республикӑн Культура министерстви тата Чӑваш эстрада артисчӗсен пӗрлешӗвӗ пулӑшнипе ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пӗтӗм чӑвашсен вунулттӑмӗш хут иртекен «Кӗмӗл cacӑ» фестиваль-конкурсне пӗтемлетни пирки конгрессӑн пресс-служби хыпарлать. Ҫак кунсенче йӗркелӳ комитечӗ положение ҫирӗплетнӗ, унта улшӑнусем кӑштах кӗртнӗ. Ытти ҫул конкурса вунултӑ ҫултан пуҫласа вӑтӑр пиллӗк таранчченхи яш-кӗpӗмпе хӗр-упраҫ хутшӑнма пултарнӑ пулсан, кӑҫал вунпилӗк ҫултан аслӑраххисен те «Кӗмӗл сасса» лекме май пур. Пӗтӗм чӑвашсен «Кӗмӗл cacӑ» фестивальне регионсен, районсемпе хуласен, республикӑсен «Кӗмӗл cacӑ» конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫисем хутшӑнмалла. Вӗсен эстрада тата хальхи майлӑ илемлетнӗ халӑх юррине хатӗрлемелле. Фестивале хутшӑнас кӑмӑллисен ака уйӑхӗн 20-мӗшӗччен Чӑваш наци конгресне хыпарламалла. Пӗтӗмӗшле положение ЧНК ӗҫ тӑвакан комитечӗ вырӑнсене ярса napӗ. Пӗлтӗр ҫak конкурса xaмӑp республикӑран, Пушкӑрт, Тутар республикисенчен, Ӗренпур, Capӑту, Чӗмпӗр облаҫӗсенчен nypӗ 37 ҫaмpӑk хутшӑннӑ. |
Культура
Паян Константин Иванов пирӗнтен уйрӑлса кайнӑранпа 100 ҫул ҫитрӗ. Чӑваш литературин классикӗ 1915 ҫулхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче чирлесе вилнӗ. Ку вӑл кивӗ стильпе шутласан (энциклопедисенче ӑна илсе панӑ), хальхи стильпе пӑхсан вара ку кун шӑп та паянхине лекет. Константин Иванова паян Шупашкарти икӗ палӑк умӗнче те асӑнчӗҫ. Асаилтеретпӗр, пӗри Константин Иванов урамӗ ҫумӗнчи скверта вырнаҫнӑ, тепри — ун ячӗпе хисепленекен Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ҫумӗнче. Скверти палӑк патне Виталий Родионов, ҫыравҫӑсемпе литература тӗпчевҫисем, Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсем килчӗҫ, театр ҫумӗнчи патне — чӑваш хастарӗсем тата Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче 5-мӗш курсра вӗренекен студентсем. Ҫавӑн пекех паллӑ классика асӑнма тата чечек хума «Хыпар» издательство ҫуртӗнчен Валери Туркай та ҫитрӗ. Вӑл икӗ палӑк умне те чечек хучӗ. Чечек хуриччен пухӑннӑ халӑх Константин Ивановӑн пултарулӑхне аса илчӗ, вилӗмсӗр «Нарспи» поэминчи йӗркесене вуларӗ. Мероприяти поэта «Ҫӑлкуҫ» кафере асӑннипе вӗҫленчӗ. |
Культура
Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин симфони оркестрӗ 15 ҫулхине паллӑ тӑвать. Ку коллектива Раҫҫей халӑх артисчӗ, Морис Яклашкин художество ертӳҫи тата тӗп дирижер пулса ертсе пырать. Симфони оркестрӗнче паян 70 ытла артистпа музыкант. Ҫӳллӗ шайри профессионалсем тӗрлӗ жанра тата музыка направленине куракан патне ҫитереҫҫӗ. Ҫапах та ушкӑн хӑйӗн тӗп тӗллевӗ чӑваш наци юрӑ-ҫеммине упраса хӑварасси тата ӑна малалла аталантарасси тесе шухӑшлать. Репертуарта паян Федор Павловӑн, Степан Максимовӑн, Анисим Асламасӑн, Владимир Иванишинӑн, Григорий Хирпӳн, Филипп Лукинӑн, Федор Васильевӑн, Тимофей Фандеевӑн классика пулса тӑнӑ хайлавӗсем янӑраҫҫӗ. Чӑваш юрри-ҫеммипе пӗрлех оркестр вырӑс тата ют ҫӗршыв классикине те куракан патне ҫитерет. Кунта И.С. Бахӑн «Магнификат», В.А. Моцартӑн «Реквием» вокалпа симфони пысӑк хайлавӗсене тата ыттине асӑнма пулать. Раҫҫейри чи лайӑх симфони ушкӑнӗсенчен пӗри шутланакан коллектив ыран, пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, тата акан 3-мӗшӗнче музыка уявне йыхравлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче культура ӗҫченӗсен уявӗ пулчӗ. Республикӑн Культура министерстви вара ялсенчи чи лайӑх культура учрежденийӗсене тата пултаруллӑ ӗҫченсене суйламалли конкурса пӗтӗмлетнине пӗлтерет. Конкурса Чӑваш Енри 18 районтан 48 заявка тӑратнӑ, вӗсенчен 29-шӗ культура учрежденийӗсенчен, 19-шӗ культура ӗҫченӗнчен. Тӳресем чи маттуррисене суйласа илни пирки пӗлтереҫҫӗ. Республикӑри «Чи лайӑх культурӑпа кану учрежденийӗ» ята Куславкка районӗнчи Кӗтеснерти, Тӑвай районӗнчи Турикас Тушкилти, Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхальти клубсем тивӗҫнӗ. «Чи лайӑх вулавӑш» ята Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакассинчи тата Етӗрне районӗнчи Пушкӑртри вулавӑшсене панӑ. «Чи лайӑх культура ӗҫченӗ» ята вара 12 ҫын илнӗ. Вӗсен хушшичне, сӑмахран, Пӑрачкав районӗнчи Лариса Карташова библиотекарь, Йӗпреҫ районӗнчи Хурамалти Культура ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Надежда Керимова, Элӗк районӗнчи Ураскилтри Альбина Козлова библиотекарь тата ыттисем пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
«Нарспи» поэмӑри сцена / Г. Зотова тунӑ сӑн Литература тата Константин Иванов ҫулталӑкне халалласа районта фестиваль пырать. Тралькасси ял тӑрӑхӗнчи хастарсем ӗнер Штанашри шкулта ял халӑхне концертпа савӑнтарчӗҫ. Ертӳҫи Ираида Горланова, баянисчӗ Штанашра ҫуралса ӳснӗ Николай Федорович Мемедейкин.Вӑл хӑйпе пӗрле вӗреннӗ тусӗсене аса илчӗ, пухӑннисене тӑван ялӗшӗн тунсӑхланине пӗлтерчӗ, ялсем хушшинчи туслӑха малашне татах та ытларах аталантарма чӗнсе каларӗ. Николай Мемедейкин баянист ертсе пынипе хор «Ой туманы мои растуманы» тата «Салтак ҫырнӑ ҫырусем» юрӑсем шӑрантарчӗ. Хӗрарӑмсен ушкӑнӗ «Над окошком месяц», «Нонна» тата Николай Мемедейкинсем «Упра мӑшӑрна» юрӑсемпе чуна витерчӗҫ. Зинаида Чернова хӑйӗн вӑрҫӑран таврӑнайман ашшӗне аса илсе хӑйӗн сӑмаххисемпе «Кӗтрӗм» юрӑ хайланӑ, ӑна халӑх хапӑл йышӑнчӗ. В. Максимовпа В. Хромов тутар ташшине ташларӗҫ. «В землянке» композици те халӑх кӑмӑлне кайрӗ. Тралькасси клубӗ ҫумӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ Константин Иванов ҫырнӑ «Нарспи» поэмӑри пӗр сыпӑкне сӑнарласа пачӗ. |
Культура
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗпе Буинскри патшалӑх драма театрӗ вун-вун ҫул туслӑ пурӑнаҫҫӗ. Ҫавӑнпа Ҫамрӑксен театрӗ «Театрлӑ Буинск — 2015» фестивале хутшӑнма хаваспах килӗшнӗ. ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, унта Хусанти Г.Камал ячӗллӗ театр, К.Тиньчурин ячӗллӗ наци театрӗ, Мӑкшӑри наци драма театрӗ, Дмитровградри А.Островский ячӗллӗ драма театрӗ хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех Чуллӑ Ҫырти, Анат Камӑри, Атнинскри, Мензелинскри, Элметри театр ушкӑнӗсем ҫитнӗ. Спектакльсене чӑвашла, тутарла тата вырӑсла лартнӑ. Театр хӑнасене хӑнасене парнесем, чечексем, наци тумне тӑхӑннӑ пуканесем парнеленӗ. Шупашкар артисчӗсем «Ылтӑн кӗрӳ» спектакль кӑтартнӑ. Икӗ ҫамрӑк юратӑвӗ пирки кӑтартнӑ постановка ыттисене те килӗшнӗ. Буинскри тата ял тӑрӑхӗсенчи ҫамрӑк куракансене «Кот в сапогах» юмахпа паллашарнӑ. Мюзикла Егор Шашин композитор, Евгений Муравьев, Иосиф Дмитриев режиссер, Ольга Ежова, Алина Михайлова сцена ҫине кӑларнӑ. Сергей Никитин, Ольга Мацуцына, Полина Чамжаева, Владимир Григорьев, Дмитрий Петров артистсем сӑнарсене уҫса пани ачасене ҫав тери килӗшнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Николай Угаслов Тав хучӗпе чыслать Ӗнер Шупашкарт Навруз уявӗ иртнӗ. Хӗвелтухӑҫ календарӗпе вӑл Ҫӗнӗ ҫул ҫитнине пӗлтерет. «Ҫуркунне пӗтӗм тӗнче чӗрӗлсе тасалнӑ вӑхӑтра тухӑҫ ҫыннисем пӗр-пӗринпе тӗл пулса уявпа саламлаҫҫӗ, каҫару ыйтаҫҫӗ, туслӑ пурӑнма тупа тӑваҫҫӗ», — ҫапла уҫӑмлатать ку уява Чӑваш наци конгресӗн прес-служби. Пирӗн республикӑра ку уява Культура министерстви, Чӑваш наци конгресӗ тата кунти тухӑҫ халӑхӗсен автономийӗсем йӗркелеҫҫӗ. Хальхинче уяв унчченхинчен те анлӑрах иртнӗ-мӗн. Ытти ҫул пӗчӗк залсемпех ҫырлахнӑ пулсан кӑҫалхи уяв оперӑпа балет театрӗнче пулнӑ. Унта азербайджан, узбек тата таджик автономи пӗрлӗхӗсем, ют ҫӗршывран килнӗ, пирӗн вӗренӳ заведенийӗсенче ӑс пухакан студентсем тата хулара пурӑнакан ытти халӑх ҫыннисем те хутшӑннӑ. Уява пухӑннисене Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов саламланӑ, туслӑ ӗҫлесе савӑнма пӗлнишӗн мухтанӑ. Азербайджан, узбек тата таджик пӗрлӗхӗсен ертӳҫисене хастар пулнишӗн вӑл Тав туса Хисеп хучӗпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
«Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке» республика конкурсӗпе килӗшӳллӗн, Шупашкар районӗнчи Хыркассинче шкул ачисемпе литература сехечӗ иртнӗ. Унта Николай Карайӑн «Мучи пӗви» калавне сӳтсе явнӑ. Мероприяти пуҫламӑшӗнче вулавӑш ӗҫченӗ кӗнеке авторӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Николай Карай — пултаруллӑ ҫыравҫӑ, журналист, педагог. Ачасем Карай мӗне пӗлтернине те чухланӑ. Вӑл Красноармейски районӗнчи ял, унта автор ҫуралнӑ. Николай Карай Раҫҫей писателӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ, Нестер Янкас преми лауреачӗ. Вӑл ачасем валли чылай хайлав ҫырнӑ: «Ураллӑ купӑс», «Туссемпе пӗрле», «Шӑллӑм» тата ыттисем. Николай Дмитриевичӑн вӗрентсе калакан хайлавӗсем ачасене питӗ килӗшнӗ. «Сана мӗн ӗҫ?», «Мучи пӗви» калавсенче автор экологи темине хускатать. «Ҫакӑнтахчӗ», «Кӑнтӑра вӗҫни» калавсене иронипе ҫырнӑ, вӗсем шухӑша путараҫҫӗ. Тӗлпулура ачасем вулавӑш ӗҫченӗн ыйтӑвӗсене хаваспах хуравланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ӗнер Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов наци автономийӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ. Вӗсемпе министр Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине тивӗҫлӗ шайра ирттересси ҫинчен калаҫнӑ тесе хыпарлать Чӑваш наци конгресӗн пресс-служби. Вадим Ефимов Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне республикӑра епле мероприяти ирттерме палӑртнине каласа кӑтартнӑ. Сӑмахран, «Георгий ленти», «Вилӗмсӗр полк», «Салтак пӑтти» тата ытти акци ирттермелле. Вӑрҫа хутшӑннисен сӑнӳкерчӗкӗсене «Листок» ятлӑ организаци укҫасӑрах пичетлесе парассине пӗлтернӗ. Автономисен ертӳҫисемпе ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ветерансем валли пысӑк концерт хатӗрлесси тата туслӑх аллеи уҫасси пирки калаҫса татӑлнӑ. Наци пӗрлӗхӗсен ертӳҫисем хӑйсем ҫывӑх вӑхӑтра йӗркелеме палӑртнӑ мероприятисен планӗпе паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |