Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Культура
![]() Римма Прокопьева Чӑвашла ҫырнӑ кӗнеке ал ҫырӑвӗсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене палӑртакан комисси хӑйӗн ӗҫне кӑҫаллӑха вӗҫленӗ, чи маттуррисене палӑртса сумлӑ премисене кама памаллине ҫирӗплетнӗ. Чӑваш Енӗн Информполитика министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, комисси пайташӗсем пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ, ал ҫырусене тӗплӗ тишкернӗ, чӗлхине хак панӑ, хайлавсен стильне, композицине танлаштарнӑ, произведенисен воспитани сӗмне шыранӑ, вӗсем кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен еплерех калӑпланнине пахаланӑ. Ҫапла майпа «Шкул ӳсӗмне ҫитмен тата пуҫламӑш классенче вӗренекен ачасем валли ҫырнӑ хайлав» номинацире Николай Ларионовӑн «Шураҫка» ал ҫырӑвне чи лайӑххи тесе палӑртнӑ, уншӑн автора 50 пин тенкӗлӗх грант пама йышӑннӑ. «Вӑтам классенче вӗренекен ачасем валли хайланӑ произведени» номинацире палӑрса Марина Карягина «Ҫӑкӑрпа сахӑр» хайлавӗшӗн 75 пин тенкӗ илнӗ. Виҫҫӗмӗш номинацире Римма Прокопьевӑна ҫитекен пулман. Аслӑ классенче ӑс пухакансем валли шӑрҫаланӑ хайлавсене тишкерсе комисси пайташӗсем Римма Прокопьевӑн «Сар хӗвел хӗрелсен» ал ҫырӑвне пысӑк хак панӑ. Ҫавӑнпа та 75 пин тенкӗ ӑна тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |