Культура
![]() 1957 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗнче чӑвашӑн паллӑ сӑвӑҫи, чӑн-чӑн чӑваш патриочӗ Митта Ваҫлейӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл пурӑннӑ Шупашкарти ҫурт умне паян чӑваш хастарӗсем пухӑнса сӑвӑҫа асӑнчӗҫ, чечек хучӗҫ. Мероприяти вӗҫленнӗ май Надежда Кириллова Митта Ваҫлейӗн сӑввине вуласа пачӗ. Чӑваш халӑхӗн чаплӑ ывӑлӗ 1908 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Ялти шкула вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче пӗлӳ пухнӑ. 1937 ҫулта айӑпсӑр айӑпланӑ. 1954 ҫулта ҫеҫ таса ятне тавӑрнӑ. Паллӑ сӑвӑҫ тӑван ялне Акатуя килсен пирӗнтен уйрӑлнӑ. Вил тӑприйӗ тӑван ялӗнче вырнаҫнӑ. Унӑн сӑввисем 17 ҫул ҫитсенех пичетлене пуҫланӑ. Чылай вырӑс хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ — А. Пушкинӑнне, М. Горкийӗнне, С. Есенинӑнне, Н. Островскийӗнне, А. Кунанбаевӑнне, тата ыттисенне. Паллӑрах кӗнекисем: «Кӑмӑл» (1932), «Такмаксем» (1934), «Кӑмӑлтан» (1956), «Кӑмӑлӑмпа шухӑшӑм» (1959). Сӑнсем (14) |
Культура
![]() Нумаях пулмасть республикӑри шкулсене ҫӗнӗ автобуссемпе тивӗҫтернӗ. ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак тӗллевпе 27,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Автобус уҫҫисене шкул директорӗсене Михаил Игнатьев тыттарнӑ. Водительсем каланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ автобуссем хӑтлӑ кӑна мар, ачасен пурнӑҫӗшӗн те хӑрушсӑр. Вӗсенче ҫыхӑну, антиблокировкӑллӑ тормоз, Глонасс пур. Ку автобус сехетне 60 ҫухрӑмран ытларах каяймасть. Ҫӗнӗ автобуссене Вӑрнар (2), Елчӗк (1), Етӗрне (2), Комсомольски (1), Куславкка (1), Муркаш (1), Патӑрьел (1), Сӗнтӗрвӑрри (1), Ҫӗрпӳ (1), Шупашкар (5), Элӗк (1) районӗсем тивӗҫнӗ. Кивӗ автобуссем лайӑхах ӗҫлеҫҫӗ пулсан вӗсем шкултах тӑрса юлаҫҫӗ. Сӑмах май, кунсерен 297 шкул автобусӗ пин ялтан 12 пине яхӑн ачана турттарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун умӗн Чӑваш кӗнеке издательствинче чи пӗчӗккисем валли кӗнекесем тухнӑ. Чӑвашла кун ҫути курнӑ «Савӑк вӑхӑт» кӗнекене Николай Ытарай сӑввисем тӑрӑх хывнӑ юрӑсем кӗне. Кӗвве Илья Степанов композитор хывнӑ. Савӑк юрӑсем кӑмӑла хӑпартаҫҫӗ, вӗсемпе уявсенче те усӑ курма пулать. Тӗрӗссипе, кӗнеке аслисемшӗн те, ачасемшӗн те интереслӗ. Ӑна И.Е.Калентьева ӳкерсе илемлетнӗ. Раиса Воробьеван «Чарусӑр ҫӗрҫисем» кӗнеке вырӑсла та, чӑвашла та кун ҫути курнӑ. Унта вулакансем сӑвӑсенчи сӑнарсемпе, арҫын ачасемпе тата хӗрачасемпе паллашаҫҫӗ. Кӗнекене А.В.Семенова ӳнерҫӗ илемлетнӗ. Ачасем валли хатӗрленӗ икӗ кӗнеке те 1000 экземплярпа тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫӗртмен 1-мӗшӗнче, Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Кӗнекеллӗ ҫу патӗнче хӑнара» литература картишӗ уҫӑлмалла. Уяв кӑнтӑрлахи 11 сехетре пуҫланмалла. Республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, уяв программи кӑсӑк пулмалла. Ун вӑхӑтӗнче хаваслӑ ӑмӑртусемпе вӑйӑсем йӗркелӗҫ, уҫӑ сывлӑшра кӗнеке вулӗҫ, литература викторининче пӗлӗве тӗрӗслеме май килӗ. «Кӗнеке карҫынккинчи ҫӗнӗлӗхсем» курав ҫӗнӗ кӗнекесемпе паллаштарӗ. «Ылтӑн пулӑ» уяв мастерскойӗ те ачасене хавас кӑмӑл кӳмелле. Мероприятисем кунпах вӗҫленмеҫҫӗ-ха. Ҫӗртмен 2-мӗшӗнче Наци вулавӑшӗ ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшне «Вырӑс ҫырулӑхӗн кун-ҫулӗ» информаци сехетне йыхравлать. Тепӗр кунхине ачасене «Ыр кӑмӑллӑх тӗнчине» чӗнеҫҫӗ. Ҫӗртмен 4-мӗшӗнче вырӑс чӗлхине пӗлекенсен вӑйӑ-урокӗ иртӗ, ҫӗртмен 5-мӗшӗнче – А. Пушкин юмахӗсемпе вӑйӑсем йӗркелӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Ене Инди ачисем 10 кунлӑха килнӗ. Вӗсем пирӗн патри культурӑпа паллашнӑ. Ҫавна май ют ҫӗршыв ачисем «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗнче пулнӑ. Хӑнасем РФ тава тивӗҫлӗ ӳнерҫин, ЧР халӑх ӳнерҫин Праски Виттин «Нарспи» поэма тӑрӑх» ятлӑ куравӗпе паллашнӑ. Ун умӗн Инди ачисем Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче «Нарспи» оперӑпа паллашнӑ. Праски Виттин куравӗнче пулнӑ хыҫҫӑн ачасен поэмӑна акӑлчан чӗлхипе вулас шухӑш ҫуралнӑ. «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗнче вӗсем тӑван ҫӗршывӗн пайне те курнӑ. Дели ачисем унта хӑйсен тӑрӑхӗнчи архитектура пирки каласа кӑтартнӑ. Инди хӑнисем хӑйсен аллипе чӑваш сувенирне хатӗрленӗ. Пуканене тунӑ чухне вӗсем ӗмет шухӑшласа хунӑ. Хӑнасем Чӑваш Енпе кӑмӑллӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен Шӑмӑршӑ районӗнче «Ҫемье ӑшши» пултарулӑх конкурсӗ пырать. Унта тӑлӑхсене хӑйсен хӳттине илекен ҫемьесем хутшӑнаҫҫӗ. Конкурса ҫемьесен авторитетне хӑпартас, ырӑ ҫынсен тӗслӗхне кӑтартас тӗллевпе йӗркеленӗ. Пултарулӑх конкурсне 4–17 ҫулсенчи ачасене опекӑна илнисем е хӑйсен тӑван ывӑлӗ-хӗрӗ пек документ хатӗрлесе йышӑннисем хутшӑнаяҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене номинацисемпе палӑртӗҫ: «Ҫемьен визит карттӑчки», «Ылтӑн алӑ», «Килти Эрмитаж». Паян жюри пӗтӗмлетӳ тӑвӗ. Чи лайӑх ӗҫсене республика шайӗнче иртекен конкурса ярса парӗҫ. Мӗнпур ӗҫе вара Ачасене хӳтӗлемелли кун ячӗпе ирттерекен куравра курма май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ӗнер Шупашкарта Константин Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа митинг тата савӑнӑҫлӑ каҫ иртнӗ. Унта тӑван чӗлхешӗн ҫунакансемпе тата культура ӗҫченӗсемпе пӗрлех Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Михаил Васильевич вилӗмсӗр «Нарспи» авторӗн палӑкӗ патне чечек хунӑ. М. Игнатьев Элтепер чӑваш литературин классикӗн ятне асра хӑварас тата унӑн пултарулӑхри эткерлӗхне упраса хӑварас тесе кӑҫал пирӗн республикӑра Константин Иванов ҫулталӑкӗ тесе йышӑннине аса илнӗ. Константин Иванов ятне вӑл Дантепе, Шекспирпа, Пушкинпа тата Лермонтовпа тан тесе шухӑшланине пӗлтернӗ. Унтан вӑл Иванов ячӗпе урамсем хисепленнине, палӑксем вырнаҫтарнине, музейсем уҫнине палӑртнӑ. Уявӑн савӑнӑҫлӑ каҫне Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ирттерни те ахальтен мар теме юрать. Элтепер «Нарспи» поэмӑна вуласа темиҫе ӑру ӳснине те асӑнса хӑварнӑ. Пушкӑртстанран килнӗ хӑнасене уява килнишӗн тав тунӑ май вӗсем уявра пулни унтисем те чӑваш литературин классикне хисепленине кӑтартнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Валерий Александрович Иванковскин «Сӗнтӗр ен. Ҫулсем, пулӑмсем, ҫынсем» кӗнеки кун ҫути курнӑ. Вӑлах «Чӑваш халӑх кунталакӗ» (2011), «Терапи: медицина тӗнчинчи терапи терминӗсем» (2013) авторӗ. Валерий Иванковский Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрте ҫуралса ӳснӗ. «Сӗнтӗр ен. Ҫулсем, пулӑмсем, ҫынсем» кӗнекинче вӑл истори, чӗлхе культури, Мӑн Сӗнтӗр ял тӑрӑхӗ пирки ҫырса кӑтартнӑ. Унта ял тӑрӑхӗнчи ялсем пирки, ял хуҫалӑх, промышленноҫ предприятийӗсем, культура, вӗренӳ, сывлӑх сыхлав учрежденийӗсем ҫинчен кӗскен каласа панӑ. Кӗнекере ҫав тӑрӑхри паллӑ ҫынсене пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Вӗсем ял хуҫалӑхӗнче, промышленноҫра, вӗренӳре, культурӑра, сывлӑх сыхлавӗнче тата ытти тытӑмра палӑрнӑ. Кӗнеке 100 экземплярпа тухнӑ. Валерий Александрович тин пиҫсе тухнӑ кӗнекене Муркашри вулавӑша, Мӑн Сӗнтӗрти вулавӑша парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче гастроле тухса кайнӑ. Артистсем Пушкӑртстанра тата Тутарстанра пулӗҫ. Унта вӗсем «Икӗ каччӑн пӗр шухӑш» камите илсе кайнӑ. «Айтар» тата «Кушар» пьесӑсен авторӗ Петр Осипов — чӑваш театрне пуҫарса яраканӗсенчен пӗри. Паян та унӑн хайлавӗсене куракансем кӑмӑлласах йышӑнаҫҫӗ. Унӑн «Икӗ каччӑн пӗр шухӑш» камичӗ — чӑваш театрӗн сцени ҫинче ӑнӑҫлӑ пыракан спектакльсенчен пӗри. Камитре халӑх юрри-ташши чылай. Хайлаври ӗҫсем пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче пулса иртеҫҫӗ пулин те ӑна пӑхас килет. Мӗншӗн тесен унта нихӑҫан кивелмен темӑсене хускатнӑ: юратупа ҫемье, туслӑхпа ултав, пуянлӑхпа чухӑнлӑх пирки. Спектакле Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Андриян Павлов лартнӑ. Художникӗ — Чӑваш Республикин халӑх художникӗ Юрий Матросов. Ташшисене Раҫҫей Федерацийӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Анатолий Музыкантов лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Элӗкре чӑваш эстрада юррисен «Виръял шевлисем» регионсен хушшинчи фестиваль иртӗ. Кӑҫал унта Елчӗк, Комсомольски, Муркаш, Патӑрьел, Ҫӗрпӳ, Улатӑр, Хӗрлӗ Чутай районӗсенчи, Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти пултаруллӑ ҫынсемсӗр пуҫне Чӗмпӗр облаҫӗнчен те килӗҫ. 25 ҫын заявка панӑ. Унта 14-35 ҫулсенчи ҫамрӑксене йышӑнаҫҫӗ. Фестиваль ҫулран-ҫул анлӑланса пырать. Ку таранччен унта 2500 ытла ҫын хутшӑннӑ. «Виръял шевлисем» фестивалӗн истори те пуян. Ара, кӑҫал вӑл 20 ҫул тултарать-ҫке-ха. Кӑҫал фестивале Чӑваш Республикинчен кӑна мар, чӑваш диаспоринчен те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӑл икӗ номинаципе иртӗ: солистсем тата ансамбльсем. Ҫӗнтерӳҫӗсене I, II, III степень лауреат ятне параҫҫӗ. Призерсене вара — дипломант. Жюри Гран-при пама та пултарать. Пурне те унта хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |