Паян Ҫӗрпӳ ярмӑркки уҫӑлнӑ. Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче мӗн авалтанпах халӑх Ҫӗрпӳри хӗрарӑмсен мӑнастиӗ умӗнчи лапама суту-илӳ тума пуҫтарӑннӑ. Таврари ялсенчен кӑна мар, Атӑлҫи тӑрӑхӗнченех унталла туртӑннӑ.
Кирлӗ тавара халӗ таҫта та тупса илме пулать пулин те тахҫанхи йӑла пӑрахӑҫланмасӑр паянхи куна ҫитнӗ. Халӗ унта Раҫҫейӗн 20 хулинчен сутуҫӑсем, ал ӑстисем пуҫтарӑннине ӗнентерет Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи тӳре-шара.
Хальхи саманара Ҫӗрпӳ ярмӑркки культурӑпа спорт мероприятине ҫаврӑннӑ тесен те юрать. Паян унта «Сохранение и передача национальных культурных традиций от матери к дочери, от отца к сыну» ятпа республикӑри курав ӗҫлеме тытӑннӑ, каҫпа ярмӑрккӑна тӳре-шара тата артистсем савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ.