Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Кӑларса ҫапап сана кӗнекӳсемпе пӗрле урама»

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Альбина Юрату 16.03.2017 21:51 | 7107 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Культура

Умсӑмах вӑрӑнне:

Тумласан тумласан савӑт та тулать те, сивӗ сӑмах илте-илте манӑн чун савӑчӗ те тулчӗ, ҫавна пулах алла калем тытрӑм.

 

Концерт умӗн 20 минут кӗнеке сутассишӗн 600 тенкӗ хӑйпӑтса илесшӗн пулса: «Кӑларса ҫапап сана кӗнекӳсемпе пӗрле урама», — тесе ҫухӑрчӗ ман ҫине 4 ҫул каялла Ухсай ячӗллӗ Культура керменӗн администраторӗ В.Н. Михайлова кӗнекесене тата хамӑн сӑмахсемпе ҫырнӑ юрӑсен дискӗсене фойере сӗтел ҫине кӑларса хурсан. «Мана патшалӑх саккунпа килӗшӳллӗн аренда тӳлемесӗр кӗнекесене сутма ирӗк парать», — тесен те лӑпланмарӗ.

ГРАЖДАНСКИЙ КОДЕКС - Глава 70. АВТОРСКОЕ ПРАВО

Статья 1255. Авторские права.

5) право на обнародование произведения.

Статья 1270. Исключительное право на произведение.

2) распространение произведения путем продажи или иного отчуждения его оригинала или экземпляров;

11) доведение произведения до всеобщего сведения таким образом, что любое лицо может получить доступ к произведению из любого места и в любое время по собственному выбору (доведение до всеобщего сведения);

3) публичный показ произведения … открытом для свободного посещения, или в месте, где присутствует значительное число лиц, не принадлежащих к обычному кругу семьи, независимо от того, воспринимается произведение в месте его демонстрации или в другом месте одновременно с демонстрацией произведения.

Каярах концертсене килмессерен «нахалка», «наглая» тесе темиҫе хутчен пыра-пыра чуна сурчӗ. Пӗр паллакана евитлесе: «Хӑть телефон ҫине пӗр 100 тенкӗ хурса паринччӗ», — тесе тарӑхса калаҫни хӑлхана кӗчӗ. Мӗншӗн укҫа хурса памаллине ҫав-ҫавах ӑнланмарӑм.

Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» культура керменӗн директорӗнчен те сивӗ сӑмах илтме тӳр килнӗччӗ. Чи хӑрушши 2013 ҫулта Арбатра Республика кунне уявланӑ чух пулса иртрӗ. Мана, Альбина Юратӑва, аппана Раиса Сарпи сӑвӑҫа, халӑх ҫыравҫин Юхма Мишшин секретарьне Лариса Дмитриевӑна, Николай Жирнов ҫыравҫа, Людмила Симонова сӑвӑҫа Республика кунӗнче уява кӗнеке сутма тухнӑскерсене тӑнӑ вырӑншӑн 1000 тенкӗ тӳлейменшӗн Шупашкар хула администрацийӗн ҫыннисем полици чӗнсе илсех хӑваларӗҫ. Ҫак пулӑм хыҫҫӑн кӑмӑлӗ хуҫӑлнӑ Раиса Сарпи чылай вӑхӑт чирлесе выртрӗ, ҫавӑнтанпа Республика кунне те, Шупашкар хула кунне те Арбата кӗнеке сутма тухмасть. Уява килекенсем вара пурте Раиса Сарпине курасшӑн ҫунаҫҫӗ, ун пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе интересленеҫҫӗ. Раиса Сарпине, «Арбат» тесенех нервӑ чирӗ силлеме пуҫлать. Еплерех хӑрушӑ ӗҫ пулса иртрӗ ун чухне... Йӗри-тавра пирӗн юрӑсем янратчӗҫ… Пире вара мӑшкӑлласа «кутран тапаҫҫӗ»... Кун ҫинчен эпӗ «Крик души чувашской поэтессы» ятпа «Республика» хаҫатра ҫырса кӑтартнӑччӗ. Шупашкар хула администрацийӗн хуравӗ вара: «Кун пекки пулман». Пӗтӗмлетӗве хӑвӑр тӑвӑр...

Темле тарӑхнӑ пулсан та сӑвӑ ҫырма пӑрахмарӑм, кӗнекесем те кӑлартӑм. Ҫав шутрах Валерий Раштав поэта кӗнеке кӑларса парас тесе 4 уйӑх инвалидсен ҫурчӗпе «Новое время» типографи хушшинче маршрут хывса «чупрӑм», Алина Савельева юрӑҫпа юрӑҫсенчен укҫа пухрӑм, «Телей кайӑкӗ» сӑвӑ-юрӑ кӗнекине хамах сутса патӑм. Чӑнах та, пӗр вӑхӑт лӑпланса ӗҫленӗччӗ-ха, анчах та 2 ҫул каялла Трактор тӑвакан культура керменӗнче, кӑрлач уйӑхӗнче, фольклор фестивалӗн уявӗнче ун чухнехи директор Н.О.Фошина: «Кӗнекӗрсене кӗнеке магазинӗнче сутӑр», — тесе пырса хӑваларӗ. Чӑтаймарӑм, Культура министерствине мана хӳтӗлеме ыйтса ҫырупа тухрӑм. Хуравӗ шалтах тӗлӗнтерсе ячӗ. 04.03.2015/01-21-1115… Пӗр абзацне илсе кӑтартатӑп.

«ст. 19. Конституции РФ закреплен принцип равенства граждан, а также запрет на любые формы ограничения прав граждан по признакам социальной, расовой, национальной, языковой или религиозной принадлежностиӗ Согласно части 2 ст. 29 Конституции РФ не допускается пропаганда или агитация, возбуждающие социальную, расовую, национальную или религиозную ненависть и вражду, а также запрещается пропаганда социального, национального, религиозного или языкового превосходства».

Мӗн каласшӑн пулчӗҫ ку ҫырупа, ӑнланмарӑм. Тен, мана националистсен шутне кӗртесшӗн пулчӗҫ. Чӑваш халӑхне юратнӑран ҫак сӑмаха илтме те хирӗҫ мар эпӗ (ман анне вырӑс-ҫке)! Ҫыру айне алӑ пуснӑ культура министрӗн ҫумӗ А.И.Алексеева мана хӳтӗлесе пӗр сӑмах та ҫырман, айӑпласа тата вӗрентсе ҫырма вара ӳркенмен — 3 страница таранах.

Мӗнех, пурнӑҫ пӗр вырӑнта лармасть. Улшӑнусем пулсах иртеҫҫӗ. Унтанпа А.И.Алексеевӑна та, Н.О.Фошинӑна та ӗҫрен катертрӗҫ. Ӗҫрен тухса каяс умӗн культура керменӗ умӗнче Н.О.Фошина ман пата пычӗ те Вероника Арисова юрӑҫ умӗнче каҫару ыйтрӗ: «Сирӗн ҫырӑва эпӗ питӗ тӗплӗн вуласа тухрӑм, чӑнах та, сире, сӑвӑҫсемпе ҫыравҫӑсене кӗнеке кӑларма тата сутма мӗн тери йывӑррине ӑнланса илтӗм, каҫарӑр мана, тархасшӑн, каҫарма пултаратӑр пулсан», — терӗ. Ыталаса чуп турӗ. Тӗлӗнтӗм пулсан та савӑнтӑм.

Анчах та пурнӑҫ мана пӗрре те лӑпкӑ пурӑнтармасть ҫав. Кӗтменлӗхсемпе тӗлӗнтерсех тӑрать. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче фольклор уявӗнче Трактор тӑвакансен культура керменӗн ҫӗнӗ директорӗ С.М.Смирнова — халӑхра Светлана Яковлева юрӑҫ пек паллӑ — фойере пӗтӗм халӑх умӗнче «Кӗнекесене кунта сутма юрамасть, кам ирӗк панӑ сана кунта сутма», — тесе пӗр фойе кӑшкӑрса ман ҫумран иртрӗ. Эпӗ анчах мар, ман ҫумра тӑракансем те шартах сикрӗҫ. Нивушлӗ кӑшкӑрмасӑр лӑпкӑн пырса калама юрамастчӗ-шим? Хальлӗхе эпӗ хӑлхасӑр пулса ларман-ха. Эпӗ вӗрентекен, сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, журналист ҫемйинче кун ҫути курнӑ, ман ҫине атепе анне кӑшкӑрма мар, сас хӑпартса та курман килте. Юрӗ, малалла ҫырам. Каярах концерт пуҫлансан Светлана Яковлева юрӑҫ 2-мӗш хутра вырнаҫнӑ витринӑсем патне пырса каларӗ: малашне кӗнеке сутнишӗн аренда тӳлемелле. Аренда хакӗ концерт пуҫланас умӗнхи 15–20 минут, тӑхтавра 15 минут сутмалли вӑхӑтшӑн 500 тенкӗ иккен. Пӗр кунра! Эпӗ ун чухлӗ укҫа тӳлесе кӗнекесемпе дисксем сутаймастӑп. Светлана Яковлевӑна: «Ун чухлӗ таса тупӑш тӑваймастӑп», — терӗм те вӑл мана хирӗҫ: «Эпӗ сана 140 пин тенкӗ парса тутарнӑ витринӑсем патӗнче тӳлевсӗр суттараймастӑп ӗнтӗ. Аренда укҫи илме мана ҫӳлтен хушнӑ, хам ирӗкпе пӗр ыйтӑва та таса параймастӑп», — тесе хучӗ. Светлана Яковлева юрӑҫ халӑхра Раиса Сарпи сӑввисемпе ҫырнӑ юрӑсемпе те чапа тухрӗ тесен йӑнӑшмӑп. Ман сӑмахсемпе те чылай юрӑ шӑрантарать. Ҫав териех ниме хумасӑр, хисеплемесӗр 6–7 ҫын умӗнче ҫавӑн пек калама юрать-шим? Урӑхларах сӑмахсем тупма ҫук-шим? Эпир, сӑвӑҫсем, ытла та туйӑмлӑ-ҫке, веҫех чӗре патне илетпӗр. Тата ҫитменнине Светлана Яковлева юрӑҫ ҫав кунсенче манӑн атте ҫӗре кӗнине питӗ аван пӗлетчӗ. Чӗрем хурланупа ҫӑвӑнатчӗ. Паянхи кун 400 ытла юрӑ сӑмахӗсен авторӗ эпӗ, 28 кӗнеке, вӗсен шутӗнче электрон верси те пур, пичетлесе кӑлартӑм. Кӗнекесен пӗтӗмӗшле тиражӗ 30 ытла пин. Ҫуррине, 15 пин кӗнекене, библиотекӑсене, ача интерначӗсемпе шкулсене, поэзи конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене парне панӑ. Нихӑҫан та халӑхшӑн пӗр кӗнеке те шеллемен. Тен, вӗсене сутнӑ пулсан, 2–3 пӳлӗмлӗ хваттер те туянӑттӑм. «Советская Чувашия» хаҫатӑн пӗр корреспонденчӗ: «Ухмах эсӗ, Альбина, кӗнеке кӑларса тӑкакланас вырӑнне хӑвна валли чаплӑ кӗрӗк туян та каҫӑрӑлса ҫӳре», — терӗ. Эпӗ кӗнеке сутма Светлана Яковлева юрӑҫ килне килмен-ҫке! Хӑйсен айӗнче пӗр пӗчӗк пукан пуррине кӑштах та пулсан сиссенех ҫавӑн пек улшӑнса каяҫҫӗ-ши хӑш-пӗр этемсем? Ҫынна пукан мар, унӑн ӗҫӗ ҫӗкленине мӗншӗн ӑнланмаҫҫӗ-ха вӗсем? Тата хӑмасенчен тунӑ 140 пин тӑракан витринӑсем ҫумӗнче кӗнеке сутма та тивӗҫсӗр иккен эпӗ Чӑваш Енре! Эпӗ вара тӗрӗк ҫӗршывӗсен элтеперӗсен сӗтелӗсем хушшинче чаплӑ та паллӑ сӑвӑҫ пек ытти тӗрӗк юрӑҫисемпе пӗрле ларса кӑмӑлтан юрӑ та юрлама пултартӑм!!! Ку ҫеҫ те мар-ха. «Ҫамрӑксен хаҫатне» Тракторсен культура керменӗнче сутасси пирки «Хыпар» издательство ҫуртӗнчен ҫырупа тухсан Светлана Яковлева юрӑҫ ҫиллине чарайман, мана юратманнипе ҫеҫ хаҫата керменте пропагандӑлама ирӗк паман. Пичет министерстви вара хаҫатсен тиражӗ чакнишӗн кулянать, редакторсене ӗҫрен хӑтарать.

Курайманлӑхпа тулнӑ Светлана Яковлева директор контракт тума килекенсемпе ӗҫ пирки калаҫас вырӑнне мана ятласа вӑрҫса ларни те хӑлхана кӗчӗ ҫак кунсенче. Кулса вилмелле! Ман сӑвӑсемпе ачасем конкурссенче ҫӗнтереҫҫӗ, ман сӑмахсемпе ҫырнӑ юрӑсене кунӗн-ҫӗрӗн радиопа тата телекуравпа ҫавӑрттараҫҫӗ, аудиодисксемпе дивиди дисксене кӗртеҫҫӗ, концертсенче юрлаҫҫӗ. Ман сӑвӑсем ҫынсене вилӗмрен ҫӑлаҫҫӗ, мана пӗр чарӑнми шкулсене, библиотекӑсене тӗлпулусене чӗнеҫҫӗ. Кашни ҫулах пӗр хут ҫеҫ мар позэипе иртекен конкурсенче жюрире тӳлевсӗр ӗҫлетӗп. «Укҫа тӳлемесен пымастӑп», — тесе нихҫан та кутӑнлашман. Ҫиелтен тата хамӑн кӗнекесемпе дисксене парне парса хӑваратӑп. Эпӗ тӑван ҫӗршыв умӗнче тунӑ тӳлевсӗр ӗҫе укҫа ҫине куҫарас пулсан, ҫав укҫан калӑпӑшӗ миллионсемпе танлашӗччӗ, мана вара кӗнеке сутнишӗн урама хӑвалаҫҫӗ. Юрӑҫсем, автор правин саккунне пӑсса, пирӗн сӑмахсемпе ҫырнӑ юрӑсене концертсенче, юбилейсенче, дискотекӑсенче, туйсенче, ҫуралнӑ кунсенче, ӗҫкӗ-ҫикӗре юрласа ҫӳресе кӗсйисене самаях пысӑк укҫа хураҫҫӗ, пире процент та тӳлемеҫҫӗ, ҫитменнине пирӗн ятсене те каламаҫҫӗ. Вӗсен шутӗнче Светлана Яковлева юрӑҫ та! Сцена ҫинче юрлакансене ӗненес пулсан вӗсем хӑйсемех поэт та, композитор та... Вӗсене темӗн те тума юрать, пире вара, хамӑр укҫапа кӗнеке калӑплакансене, вӑхӑта, вӑя шеллемесӗр вӗсене сутакансене пирӗн юрӑсене юрлаттарса укҫа тӑвакан культура керменӗсенчен уҫҫӑнах хӑвалаҫҫӗ. Вӑт пурнӑҫ кайрӗ!

Укҫапа чунсӑрлӑх хуҫаланма пуҫланин сӑлтавӗ — пасар экономики, пурте укҫа тӑвасшӑн, хӑвӑртрах пуясшӑн. Раҫҫейри пур халӑх та пасар экономикине туптать пулсан та вырӑссем хӑйсен пултаруллӑ ҫыннисем — поэтсемпе ҫыравҫӑсем — пирки: «Достояние России», — тесе мухтанма пултараҫҫӗ. Пирӗн вара — хурлама тата хӑвалама ҫеҫ пӗлеҫҫӗ-шим? Пӗр чӑнлӑх ҫеҫ — хӑйӗн сӑвӑҫисемпе ҫыравҫисене кирлӗ таран хакламан халӑхӑн пуласлӑхӗ ҫук. Паянхи чӑваш литератури уйрӑм ҫыравҫӑсемпе сӑвӑҫсем ӳркенменнине, хӑйсен укҫипе е алӑ тӑсса ҫӳресе спонсорсенчен укҫа-тенкӗ пухса сӑвӑ пуххисемпе проза кӗнекисем пичетлесе кӑларнине пула малалла аталанни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Шел пулин те, патшалӑх республикӑри ҫыравҫӑсен виҫӗ Союзӗнчен пӗрне те укҫа парса пулӑшмасть. Ҫакна бюджетра пултаруллӑ ҫынсем валли укҫа ҫуккипе сӑлтавлать. Ҫырас тата пичетленес килни хӗтӗртет ҫыравҫӑсемпе сӑвӑҫсене — ҫанӑ тавӑрса чунӗнче мӗн пуррине тӑван халӑх патне ҫитерме. Кун ҫути курнӑ кӗнекисене вара сӑвӑҫсемпе ҫыравҫӑсем ытларах чух хӑйсемех сутаҫҫӗ. Пурнӑҫӗ ҫакнашкал пулса кайрӗ. Кун пек тума вӗсене саккун чармасть. Ҫак чӑнлӑха «ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ культурӑсӑр ҫынсене епле ӑнлантарса пама пулать-ши?

Чӑтаймарӑм, паянхи культура министрӗ патне хамӑн чун ыратни ҫинчен ҫыру ҫырса ятӑм. Хуравне кӗтетӗп. Пӗр уйӑх хушшинче ҫавах хурав параҫҫӗ пулӗ-ха.

Тен, ЧР Патшалӑх Канашӗпе РАО — автор прависене хӳтӗлекен орган — сӑвӑҫсемпе ҫыравҫӑсене алӑ тӑсса парӗҫ?

 

Альбина Юрату. ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Журналистсен союзӗн Н. Никольский ячӗллӗ преми лауреачӗ

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#культура, #чӑвашлӑх, #суту-илӳ, #кӗнекесем, #Трактор тӑвакансен культура керменӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Шачак // 4186.57.1361
2017.03.21 08:12
Культура анинчи культурасарлах ку....
юрий стеклов // 1930.82.7015
2017.04.01 00:07
Добро должно быть с кулаками. Если не будем бить зло в морду, то оно совсем обнаглеет. Равнодушие погубит нас. Последуем примеру Альбины Юрату: будем бороться против оборзевших людей всеми дозволенными способами.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем