Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Наци телевиденийӗн аслӑ редакторӗ Ирина Лампасова – «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2026» акци сӑн-сӑпачӗ. Ҫакӑн пек хыпарланӑ Чӑваш Республикин Вӗрену институчӗн сайтӗнче.
Институтра пӗлтернӗ тӑрӑх, «йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, кашни ҫулах чӑвашлӑха аталантаракан, тӑван халӑхӑн чӗлхипе культурине аталантарас ӗҫре ҫитӗнӳ тунӑ, ырӑ ӗҫсемпе палӑрнӑ чӑваш халӑхӗн хастар ывӑлне-хӗрне диктант сӑн-сӑпачӗ пулма» палӑртаҫҫӗ.
Кӑҫал «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2026» акци сӑн-сӑпачӗ пулма Ирина Лампасовӑна палӑртнӑ.
Ирина Лампасова 1992 ҫулта Комсомольски районӗнчи Анат Тимӗрчкасси ялӗнче ҫуралнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн икӗ факультетне (историпе филологи (2009–2014) тата управлени (2010–2015)) харӑсах вӗренсе пӗтернӗ. 2014 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх наци телерадиокомпанийӗнче вӑй хурать: Чӑваш наци радиовӗн редакторӗ, унтан – музыка редакторӗ, халӗ – Наци телевиденийӗн аслӑ редакторӗ.
