Культура
![]() 2006 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Геннадий Николаевич Айхи пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Анчах унӑн ӗҫӗсем ӗмӗрлӗхе юлнӑ. Унӑн ячӗпе вулавӑшсенче куравсем йӗркелеҫҫӗ, поэта асӑнаҫҫӗ. Геннадий Айхи Патӑрьел районӗнчи Ҫӗньял ялӗнчи шкулта ӑс пухнӑ. Ҫавна май унта унӑн ятне манмаҫҫӗ, хисеплеҫҫӗ. Нарӑс уйӑхӗнче шкулта Айхи вулавӗсене ирттересси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал унта 50 ытла ҫын хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе хавхалантарнӑ. Вӗрентекенсене те палӑртнӑ. Конкурса Айхин пурнӑҫӗпе пултарулӑхне вӗренмелли материалсене тӑратнӑ. Хальлӗхе Ҫӗньялти конкурса шкул ачисем ҫеҫ хутшӑннӑ. Анчах йӗркелӳҫӗсем ҫитес ҫул вӑл республика шайӗнче иртессе шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ӗнер Чӑваш Енӗн Культура министерствин коллегйиӗнче Культура тата искусство институчӗн аталанӑвӗн ҫурл-йӗрне сӳтсе явнӑ. 2016-2020-мӗш ҫулсенче вӗренӳ заведенине аталантарас плансемпе паллаштарнӑ май Наталья Баскакова ректор институт чӑваш культурине упрассипе кӑна мар, аталантарассипе тата сарассипе малашне те ӗҫлессине палӑртса хӑварнӑ. Ӗҫе ҫӗнетессин тӗп ҫул-йӗрӗ шутӗнче Н. Баскакова вӗрентӳ, тӗпчевпе ӑслӑлӑх тата пултарулӑх ӗҫне раснарах йӗркелессине те, халӑхсем хушшинчи ҫыхӑнӑва аталантарассине те асӑннӑ. Культура отраслӗ енӗпе пӗлӳ илес текенсем валли паянхи куна институтра виҫӗ факультет ӗҫлет. Ҫав шутра - юрӑ юрлас искусство факультечӗ, культура факультечӗ тата хушма пӗлӳ паракан факультетсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче арҫынсене спектакле тӳлевсӗр кӗртесси пирки пирӗн сайт пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, ку акци унта юлашки ҫулсенче йӑла кӗнӗ. Театра тӳлевсӗр кӗрес тесен арҫынсен ачисене е мӑнукӗсене ертсе пымалла. Ачашӑн билет туянма тивӗ, анчах хӑйсенчен кӗмӗл ыйтмӗҫ. Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче Чӑваш наци музейӗ (Шупашкарти Хӗрлӗ лапамри 5/2-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) тата В.И. Чапаев музейӗ (тӗп хуламӑрти Ленин проспектӗнчи 46а ҫурт) те «Аттепе музее!» акци йӗркелеҫҫӗ. Музее ачисемпе пыракан ашшӗсене вӗсем ҫав кун тӳлевсӗрех кӗртмӗҫ-ха, анчах билета арҫынсен ача билечӗ чухлӗ кӑна тӳлесе илме май пур. Наци музейӗнче «Древние обитатели Чувашского края по данным археологии и палеонтологии», «История чувашского народа и Чувашского края с IX в. до начала ХХ в.», «Чувашия в ХХ веке», «Человек и природа» яланхи экспозицисем «Музей в лицах» и «Из истории Чувашкино» куравсем пур. В.И. Чапаев ячӗллӗ музейра легендарлӑ полк ертӳҫине халалланӑ экспозици тата «Чапаевым мобилизованные» курав ӗҫлеҫҫӗ. Музейсем ирхи вуннӑран каҫхи ултӑ сехетчен уҫӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Елена Светлая ҫыравҫӑ Ҫыравҫӑсем портфель пайлани пирки Елена Светлая хушма ятпа ҫыракан ҫыравҫӑ хӑйӗн блогӗнче пӗлтернӗ. Чӑваш наци вулавӑшӗнче иртнӗ уйӑхӑн 29-мӗшӗнче Чӑваш Республикин профессилле ҫыравҫӑсен пухӑвӗ иртни, унта ҫӗнӗ ертӳҫе суйлани пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, вӑрттӑн сасӑлавра Геннадий Максимова хӑйсене ертсе пыма 20 ҫыравҫӑ шаннӑ та вӑл ҫӗнтернӗ. Геннадий Максимова унчченхи ертӳҫӗ Сергей Павлов тата Марина Карягина ҫум тивӗҫне пурнӑҫланӑ май пулӑшса пырӗҫ. Правлени ертӳҫине пулӑшма Елена Светлаяна шаннӑ. Елена Нарпи ҫыруҫӑ пулса тимлӗ. Секцисем те суйланӑ. Чӑваш диаспорипе ӗҫлессине Лидия Филиппована тиенӗ. «Драматурги» секцинче ҫыравҫӑсем Анатолий Кипеч ӑста тесе тӗв тунӑ. «Илемлӗ публицистика» секцине Василий Пушкин пек маттур ертсе пыракан ҫук тесе йышӑннӑ. «Критика» секци ертӳҫине паллӑ критика Юрий Артемьева лартнӑ. Маларах асӑннӑ Сергей Павлов «Проза» секцире те ӗҫлесе ӗлкӗрӗ. «Поэзи» ятлине Марина Карягина ертсе пырӗ, «Ача-пӑчапа ҫамрӑксен литературине» — Светлана Гордеева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Тутарстанӑн культура пурнӑҫӗнче Федор Шаляпин фестивалӗ пысӑк вырӑн йышӑнать. Унти М. Джалиль ячӗллӗ оперӑпа балет академи патшалӑх театрӗнче ӑна асӑннӑ учреждени пуҫлӑхӗ Рауфаль Мухаметзянов пуҫарнипе 1982 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Фестивале тӗрлӗ ҫулсенче Мария Биешу, Любовь Казарновская, Анатолий Кочерга, Сергей Лейферкус, Паата Бурчуладзе, Ильдар Абдразаков, Хибла Герзмава, Дмитрий Хворостовский, Рене Папе, Мельба Рамо тата ыттисем хутшӑннӑ. Шаляпин фестивалӗн ярӑмне Мускаври пӗтӗм тӗнчери музыка ҫуртӗнче те йӗркелеме тытӑннӑ. Кӑҫалхипе иккӗмӗш хут иртет вӑл унта. Фестивале ӗнер Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн Ольга Нестерова ертсе пыракан симфони оркестрӗ те хутшӑннӑ. Пирӗн оркестрпа Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Михаил Гужов, Владимир Кудашев тата Пысӑк театрти Руслан Розыев, Украинӑн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Дмитрий Агеев, пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗсем Бранислав Ятич (Серби), Руслан Розыев (Бельгии), Дмитрий Григорьев (Мускаври «Русская опера» (чӑв. Вырӑс опери) театр), Олег Бударацкий (Екатеринбург) юрланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Улатӑр районӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Раҫҫейри кино ҫулталӑкне тата республикӑри Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне уҫнӑ. Мероприятие вырӑнти тӳре-шара хутшӑннӑ. Чи малтанах районти паллӑ ҫынсем пирки документлӑ фильм кӑтартнӑ. Ытти ҫӗрти пекех Улатӑр районӗнче те кашни профессирех ҫемье династийӗсем пур. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Н.Г.Романов маттуррисене чысланӑ. Администрацин тав хутне Кондратьевсен ҫемье династине панӑ. Вӗсен пӗтӗмӗшле стажӗ — 146 ҫул. Ҫавӑн пекех Герман династине те тав хучӗ тыттарнӑ. Вӗсен стажӗ 121 ҫулпа танлашнӑ. Шкулта вӗренекен пултаруллӑ ҫамрӑксем вара ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗн Юрий Кисловӑн стипендине пама йышӑннӑ. Уявра пултарулӑх ушкӑнӗсем концертпа савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Чӑваш наци музейӗ 200 пин ытла сайра тӗл пулакан япала упракан вырӑн кӑна мар. Вӑл — хальхи вӑхӑтри культурӑпа ҫутӗҫ центрӗ те», — ҫак шухӑша палӑртнӑ асӑннӑ учрежденин пуҫлӑхӗ Ирина Меньшикова. Музея ырлакан-мухтакансем, вӑл туса пыракан хисепе тивӗҫлӗ ӗҫсене палӑртакансем ӗнер татах та пулнӑ. Аваллӑхӑн управҫи ӗнер 95 ҫулхине палӑртассине, юбилейччен «Музее парне» акци ирттерессине эпир пӗлтернӗччӗ. Музее уявпа культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов саламланӑ май музейӑн хӑш-пӗр ӗҫченне Хисеп грамотипе чысланӑ. Шурсухалсем те ҫитнӗ унта. Виталий Станъял ыррине кӑна каланӑ май ку учреждени Чӑваш Ен историне аталантарма тата сарма пулӑшнине асӑнса хӑварнӑ. Саламлакансем йышлӑ. Чӑваш Енӗн культурӑпа ӳнер институчӗн ректорӗ Наталья Баскакова, ЧППУн историпе филологи факультечӗн деканӗ Анна Скворцова тата ыттисем те хутшӑннӑ. Ӗнер уҫӑлнӑ «Музей — сӑнсенче» курав та аваллӑх управҫин ӗҫ-хӗлӗпе аван паллаштарать. Сӑнсем (43) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян, нарӑсӑн 12-мӗшӗнче, К.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Муркаш районӗн ҫыннисем пухӑннӑ. Вӗсем Раҫҫейри кино ҫулталӑкне тата республикӑри Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалласа район 72 ҫул тултарнине паллӑ тунӑ. Фойере хӑнасене юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ. Унтах ал ӗҫӗсен куравӗ ӗҫленӗ. Уяв район аталанӑвӗ пирки ӳкернӗ фильм кӑтартнипе пуҫланнӑ. Унтан Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев, район пуҫлӑхӗ Игорь Николаев, ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумӗ Алла Салаева тата ыттисем тухса калаҫнӑ. Унтах ЧР Элтеперӗн стипендине тивӗҫнӗ ҫамрӑксене, маттур ҫынсене чысланӑ. Сцена ҫине Муркаш районӗнчи фольклорпа эстрада ансамблӗсем, пултарулӑх ушкӑнӗсем тухса юрӑ ташӑпа савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
Вӑл е ку яваплӑ должноҫе пӗр-пӗр ҫынна лартнине тӗрлӗрен хаклакан пур. Ҫавӑн пек пулмалла та-ши? Ара, ҫӗр ҫыннӑн ҫӗр тӗрлӗ шухӑш ӗнтӗ. Нумаях пулмасть республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерствинче улшӑнусем пулса иртрӗҫ. Министр тивӗҫӗсене пурнӑҫлама тутар чӑвашне Константин Яковлева лартнӑ хыҫҫӑн та темле те калаҫакан-сӑмахлакан, ун диссертацийӗ таранах сӳтсе явакан тупӑнчӗ. Тӳррипе каласан, юлашкинчен калани пирки халӗ те шӑв-шав лӑпланса пӗтмен-ха: тӗнче тетелӗнче ку темӑна ҫав-ҫавах хускатаҫҫӗ. Иртнӗ эрнере, нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн культура министрӗн ҫумӗ пулма Вячеслав Оринова шаннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Хушӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Вячеслав Оринов, аса илтеретпӗр, театрпа кино актерӗ, режиссер. 2014 ҫултан пуҫласа хальччен Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче режиссерта ӗҫленӗ. Тӗрлӗ ҫулта ЧПУра, культурӑпа ӳнер институтӗнче вӗрентнӗ. Вячеслав Николаевич — ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи, «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсӑн «Ҫулталӑкри чи лайӑх спектакль» номинаци ҫӗнтерӳҫи, Хӗрлӗ Чутай районӗн хисеплӗ ҫынни. |
Культура
![]() Вӑрмар районӗнчи Кавал культура ҫуртӗнче нумаях пулмасть илемлӗ пултарулӑх фестивалӗ иртнӗ. Нарӑсӑн 5-мӗшӗнче йӗркеленӗ ҫав мероприятие кавалсем Раҫҫейри Кино ҫулталӑкне, Чӑваш Енри Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалланине пӗлтереҫҫӗ. Вырӑнти илемлӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем хушшинче «Ҫӑлкуҫ» ача пахчине ҫӳрекенсем, Кавалти тулли мар пӗлӳ паракан шкулта вӗренекенсемпе вӗрентекенсем, администраци ӗҫченӗсем тата ыттисем пулнӑ. Вӗсем хӑйсен пултарулӑхне тӗрлӗ жанрпа кӑтартнӑ: хор, вокал ансамблӗ, пӗччен юрласси, ҫемье ансамблӗ, инсценировка, ташӑ, театр ӑсталӑхӗ тата ытти те. Кавал ял тӑрӑхӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ал ӑстисен куравне те ҫынсем хӑйсен ӗҫӗсене илсе пынӑ, пӗр-пӗрин пултарулӑхне пӑхса тӗлӗннӗ-савӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.09.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |