Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков каланӑ тӑрӑх, пирӗн тӑрӑха килекен туристсен шучӗ
2015—2017-мӗш ҫулсенче ӳснӗ. Пӑрахутсемпе ҫӳреме кӑмӑл тӑвакансен йышӗ нумайланнине пӗлтернӗ, ку кӑтарту 25 процент ӳссе пырать тенӗ вӑл.
Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев культура мероприятийӗсем самай ирттернине асӑннӑ. «Ттуристсемшӗн вӗсем ҫав тери кӑсӑклӑ», — тенӗ Константин Геннадиевич.
2018 ҫулта Шупашкарта тутарсен Сабантуй пуласси паллӑ. Унта ҫӗршывӑн регионӗсенчен чылай представитель килме кӑмӑл тунине пӗлтернӗ министр.
Туризм илӗтӳлӗхнӗ республикӑри инвестици климатне лайӑхлатассипе тимлекен канаш ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Ӑна Ивӑн Моторин премьер-министр ертсе пынӑ.