Культура
![]() Ӗнер Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче «Чӑваш Енре канма вӑхӑт» Ҫӗнӗ ҫул проектне пӗтӗмлетмелли мероприяти йӗркеленӗ. Унта Муркаш районӗнчи культурӑпа кану учрежденийӗсенче тӑрӑшакансем те хутшӑннӑ. Аса илтерер, «Пӗр районӑн юмахӗ» проекта кӑрлачӑн 3-мӗшӗнчен тытӑнса 7-мӗшӗччен Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче, Ҫӗнӗ Шупашкарпа Шупашкар хулисенче пурнӑҫа кӗртнӗ. Ҫынсем ҫулҫӳрев карттинче кӑтартнӑ ятарлӑ вырӑнсем тӑрӑх канса та савӑнса ҫӳреме пултарчӗҫ ҫав вӑхӑтра. Уйрӑмах хастаррисем мӗнпур уява ҫитнӗ. Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ «Чемен карти» этнопаркра кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче Шупашкар районӗн Елки иртнине, ӑна влаҫрисем «Этнозима» (чӑв. Этнохӗл) ят панине эпир пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Куславккасем - Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалласа Шупашкарта ирттернӗ уявра. Трак тӑрӑхӗнче (Красноармейски районӗ) Кино, Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗсене тата Элли Юрьевӑн ҫулталӑкне Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Иртнӗ эрнекун вара Шупашкарти филармони залӗнче Раҫҫейри Кино ҫулталӑкне, Чӑваш Енри Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалласа ирттернӗ савӑнӑҫлӑ уяв мероприяти иртрӗ. Унта ытти тӑрӑхрисемпе пӗрлех куславккасем те пулнӑ. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев унта: «Паян пирӗн пурсӑмӑрӑн та пӗр тӗллев — ҫитӗнекен ӑрӑва ӗҫ ҫыннине сума сунма, унӑн пархатарлӑ ӗҫне ӑша хывса пурӑнма вӗрентесси. Тӑван ҫӗршывӑмӑра, тус-юлташсене хисеплеме, вӗсемшӗн чунтан тӑрӑшса вӗренме, ӗҫлеме пулӑшасси», — тесе палӑртнӑ. Ҫак эрнере, нарӑсӑн 10-мӗшӗнче Раҫҫейре палӑртнӑ кино ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне Куславкка районӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Муркаш районӗнчи Москакасси ял тӑрӑхӗнче икӗ культура ҫурчӗ пур. Ҫак кунсенче вӗсенчи 4 пултарулӑх ушкӑнӗ концерт лартнӑ. Малтанах Рыкакасси клубӗ ҫумӗнчи ача-пӑча ушкӑнӗ сцена ҫине тухнӑ. Вӗсем куракансене гитара, аккордеон каласа тӗлӗнтернӗ. «Шураппа» фольклор ушкӑнӗ вара ҫӗнӗ юрӑпа савӑнтарнӑ. Елена Пушкина шурӑ шупӑрпа тухса «Мӗнле пурӑнан, аякри тӑван?» юрӑ шӑрантарнӑ. Полина Никифоровӑпа Галина Шалтынова юрланӑ юрӑсем те куракансен кӑмӑлне кайнӑ. «Шуҫӑм» халӑх юррипе ташӑ ушкӑнӗ тӗрлӗ жанрпа тӗлӗнтернӗ. Москакасси шкулӗнче вӗренекенсем «Нарспи» поэма сыпӑкне кӑтартнӑ. Любовь Ванюшкинӑпа Прасковья Лебедева вара Н.Захаровӑн «Чӗкеҫсем» спектаклӗн пӗр сыпӑкне вылянӑ. «Эчкерен ҫӑлтӑрӗсем» эстрада ушкӑнӗ те халӑха тӗлӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Сӑмахӗ кунта Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ ирттернӗ «Выдающиеся люди вашего района» (чӑв. Сирӗн районӑн паллӑ ҫыннисем) интернет-конкурс ҫӗнтерӳҫи пирки пырать. Шел те, анчах пурне те илсе каяймӗ-ха хаҫат. Хӑйсен тӑрӑхӗнчи тава тивӗҫлӗ ҫынсем тата вӗсем пирки парламент хаҫачӗ ирттерекен конкурсра каласа кӑтартма тивӗҫ тесе шухӑшланӑ ӗҫсене парламент кӑларӑмӗ иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗчченех пухрӗ. Кайран интернет-сасӑлав ирттерсе ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртрӗ. Малтанхи тапхӑрта — кашни районпа уйрӑмшар. Тӳррипе каласан, конкурс вӑхӑтӗнче пӑтӑрмах та сиксе тухнӑ. Хӑшӗсем сасӑсене суя мелпе хушма тытӑннӑ. Кун пек пуласса хаҫатҫӑсем тӗлленменччӗ те. Суя сасӑллисене палӑртас тата вӗсен ҫулне пӳлес тӗллевпе хӑш-пӗр ӗҫе конкурсран та кӑларма тивнӗ. Сасӑлава та ҫав сӑлтава пулах вӑхӑт ҫитиччен вунӑ кун маларах чарма лекнӗ. Чарнӑ вӑхӑт сайтӑн администраторне суя сасӑсене пӑрахӑҫлама кирлӗ пулнӑ. Районсемпе ҫӗнтерӳҫӗсем халӗ паллӑ, вӗсем пирки хаҫат хӑйӗн сайтӗнче хыпарларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Республикин халӑх артистки Августа Уляндина «Поле чудес» (чӑв. Телӗнтермӗш уйӗ) телепередачӑн ӗнерхи, нарӑсӑн 5-мӗшӗнче, тӗлӗнтересси пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Ун чухне эпир вӑл вӑййа хутшӑнасси е юрласси пирки каламанччӗ. Халӗ вара пӗлетпӗр. Вӑййа хутшӑнмарӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки вӑййа Чӑвашран хутшӑннӑ ҫынпа пӗрле тухрӗ. Шупашкар ҫынни, Иван Егорович Дмитриев, Августа Уляндинӑпа унӑн ушкӑнне «музыка парни» тесе паллаштарчӗ. Иван Егорович Виталий ывӑлӗн ачипе, Семенпа, параппан умне тухрӗ. Калаҫма ӳркенмен, питӗ йӑрӑ ача сӑвӑ вуласа пачӗ, хӑйӗн ҫулталӑкри йӑмӑкӗ пуррине пӗлтерчӗ. Вӑл Иван Дмитриев вара вӗлле хурчӗ тытнине пӗлтернӗ май пыл сӑри илсе пынӑ, унпа Леонид Якубовичпа сӑйларӗ. Тата вӑл чӑваш мунчине килсе кӗме сертификат парнелерӗ, милӗк, шӑрттан. Милӗкпе хӑй ҫапса яма шантарчӗ. Кӑларӑма арҫын пилӗк мӑнукӗнчен виҫҫӗшӗнпе ҫитнӗ. Вӗсенчен тепри те сӑвӑ вуларӗ. Шупашкар арҫынни финала тухрӗ, унта та ҫӗнтерчӗ, тӗкӗрлӗ фотоаппарат ҫӗнсе илчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Ене курав пуйӑсӗ кӗҫех килмелле. Унпа пирӗн республикӑна чукун ҫулӗсем пирки каласа кӑтартакан музея илсе ҫитерӗҫ. Ку музея 2011 ҫулта уҫнӑ. Вӑл 9 вакунтан тӑрать, кашнинче курав йӗркеленӗ. Экспонатсем килен-каяна Раҫҫейри чукун ҫулӑн хальхи тата пулас пурнӑҫӗпе паллаштараҫҫӗ. Унта кивӗ пӑравуссен, хальхи пуйӑссен вакунӗсене вырнаҫтарнӑ. Пуйӑс-курав Раҫҫейри регионсем тӑрӑх ҫӳрет. Чӑваш Республикине вӑл нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче килӗ, Улатӑр хулинче чарӑнӗ. Курава 10 сехетрен паҫласа 18 сехетчен ҫитме май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче Чӑваш Енри Бельман обществи 20 ҫулхине уявлама пухӑннӑ. Республикӑн Наци вулавӑшӗнчи тӗлпулӑва юхӑмӑн «шурсухалӗсем» те, унпа пӗр шухӑшлисем те пуҫтарӑннӑ. Олег Улангин ятлӑ ҫын обществӑна епле йӗркелесе яни пирки аса илнӗ, Бельман обществи Чӑваш Енре, Мускавра тата Самарӑра туса ирттерекен ӗҫсем пирки каласа кӑтартнӑ. Сӑмах май каласан, ку обществӑна пуҫарса ямашкӑн 2005 ҫулхи ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пухӑннӑ чух Чӑваш Енӗн пӗрремӗш Элтеперӗ Николай Федоров, Швецин Раҫҫейри атташи Юхан Эберг тата шведсен делегацийӗ те пулнӑ. Обществӑн 20 ҫулхи уявне хутшӑннӑ Атнер Хусанкай филолог, искусствовед шведсен поэзине чӑвашла куҫарни пирки каласа кӑтартнӑ. Ку ӗҫе малтанласа Геннадий Айхи поэт тата тӑлмачӑ пуҫарнӑ. К.М. Бельманӑн «Сывлӑха, тӑвансемӗр» кӗнекине 1995-мӗш тата 1999-мӗш ҫулсенче кун ҫути кӑтартнӑ. Харри Мартинсонӑн «Аниара» поэма-ревюне те чӑвашла пичетленӗ. Шведсен ӗҫӗсене чӑвашла куҫарма Ева Лисина тата Иосиф Дмитриев (Трер) та хутшӑннӑ. 2005 ҫултанпа Иосиф Дмитриев (Трер) Дмитрий Воробьевпа пӗрле пулса куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Нумаях пулмасть Етӗрнери таврапӗлӳ музейӗнче чикӗ сыхлакансен залӗ хута кайнӑ. Кӑкшӑмри 9 ҫул вӗренмелли шкулӑн пуҫламӑш класра вӗренекен ачасен пӗр ушкӑнӗ хӑйсен вӗрентекенӗсемпе ҫак залпа паллашма ятарлӑ экскурсине кайнӑ. Республикӑри «Пограничное братство» (чӑв. ~Чикӗри тӑванлӑх) халӑх ушкӑнӑн комиссарӗ Сергей Антипин шкул ачисене чикӗ сыхлакансен залӑн историйӗпе паллаштарчӗ. Кунти материалсене, ятарлӑ зала хӑй вӑхӑтӗнче ҫӗршыв чиккине сыхланӑ пограничниксен пуҫарӑвӗпе уҫнӑ. Шкул ачисем вӗсемпе интересленсех паллашнӑ, чикӗ сыхлакансен пурнӑҫне сӑнлакан видео та курнӑ. «Ҫӗршыва сыхлама хатӗр пулма мӗн пӗчӗкрен хатӗрленмелле, спортпа туслӑ пулмалла, шкулта лайӑх вӗренмелле. Унта та кунта террористсем алхасаҫҫӗ. Сирӗн ҫитӗнсен ҫӗршыва хӳтӗлеме хатӗр пулмалла», — тенӗ пограничник-ветеран Михаил Данилов. Юлашкинчен пухӑннисем асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх вырӑс драма театрӗ ҫӗнӗ спектакль хатӗрлеме тытӑннӑ. Режиссер постановщикӗ — Сергей Юнганс. Сергей Юнганса куракансем Ж.Ануян «Орфей и Эврика», М.Себастианӑн «Безымянная звезда», Дарои Фон «Не играйте с архангелами» («Блондинка») спектакльсем тӑрӑх пӗлеҫҫӗ. Ҫӗнӗ спектакль ӳнерҫӗ постановщикӗ Булат Ибрагимов. Вӑл Тутарстанри Г.Камал ячӗллӗ патшалӑх академи театрӗнчен. Булат театр ушкӑнӗпе пӗрремӗш хут ӗҫлемест. Вӑл «Безымянная звезда», «Не играйте с архангелами» постановкӑсене илемлетнӗ. Ирина Гаврилова хореограф вара вырӑс драма театрӗн труппипе иккӗмӗш хут ӗҫлӗ. Премьера пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Раҫҫейре Кино ҫулталӑкӗ пулнӑ май тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Кӑҫал Чӑваш Енре ӳкернӗ пирвайхи фильм юбилей паллӑ тӑвать тата. Вӑл «Волжские бунтари». Чӑваш халӑхӗ хӑйӗн правишӗн кӗрешнине ҫутатакан фиьма 90 ҫул каялла ӳкернӗ. ЧР Наци вулавӑшӗнче Кино ҫулталӑкне халалласа курав уҫнӑ. Ӑна чӑвашсен пӗрремӗш актрисине Тани Юна халалланӑ. Вӑл асӑннӑ фильмра тӗп роле вылянӑ. Чӑвашкинон ытти фильмӗнче те вӑл сӑнарсене калӑпланӑ. Режиссерӗ — унӑн упӑшки Иоаким Максимов-Кошкинский пулнӑ. Специалистсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи чӑваш фильмӗсем тӗнче стандарчӗсемпе пӗр килнӗ. Шел те, халӗ республикӑри кинематограф ура ҫине тӑрать ҫеҫ. Тани Юна халалланӑ курав Чӑваш Енри чылай кӗтесре пулнӑ. Халӗ актрисӑн пурнӑҫӗпе шупашкарсем паллашма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.09.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |