Культура
![]() «Нон-стоп» этрада ташшисен ача-пӑча ушкӑнӗ Хусанта иртнӗ «Вдохновение-17» конкурсран лауреат дипломӗпе таврӑннӑ. Конкурс фестивале пултарулӑх ушкӑнӗсем, солистсем (вӗсен йышӗнче чун ыйтнипе юрлакансем те, профессионалсем те пулнӑ) хутшӑннӑ. Ачасем «Инструментпа юрласси», «Хореографи», «Вокал», «Хорпа юрласси» номинцисенче пултарулӑхне кӑтартнӑ. Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗн «Нон-стоп» эстрада ташшисен ушкӑнӗ виҫӗ хореографи постановки лартнӑ: «Сунчӑкпа ташласси», «Ращара», «Театр». Сӑмах май, «Хореографи» номинацире Раҫҫейри тӗрлӗ регионти 60 ытла ушкӑн тупӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |