Культура
![]() Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗн специалисчӗсем тата Наци радиовӗ пултарулӑх коллективӗсем юрланине ҫыртарнӑ. Унта «Иксӗлми ҫӑлкуҫсем» фолькор ушкӑнӗсен регионсен хушшинчи радиоконкурсне хутшӑнакансем килнӗ. Культура ҫуртне Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлти «Ҫутӑ ҫӑл» фольклор ансамблӗ, Элӗк районӗнчи Мӑн Вылӑ тата Кӗҫӗн Тӑван тӑрӑхӗсенчи «Тӑванлӑх» тата «Мӑн Вылӑ» ушкӑнсем пынӑ. Коллективсем хӑйсен тӑрӑхӗнчи 2 юрра шӑрантарнӑ. Вӗсем ушкӑн епле йӗркеленни пирки каласа кӑтартнӑ, репертуарти юрӑсене асӑннӑ. Ҫак ушкӑнсен юррисем Наци радиовӗнче ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче янӑрӗҫ. Кайран вӗсене тӳрӗ эфирта сӳтсе явӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Тӗрӗксен паллӑ ӑсчахӗ Кашкар Махмучӗ ячӗпе ирттерекен Калавсен Пӗтӗм тӗнчери конкурсӗ кӑҫал 4-мӗш хут пулмалла. Ӑна икӗ ҫулта пӗрре иртет. Чӑвашра ӑна «ҪИП» (Ҫыравҫӑсен ирӗклӗ пӗрлешӗвӗ) пӗрлӗх йӗркелет. Конкурс положенийӗпе килӗшӳллӗн калавсен теми ирӗклӗ, вӗсене ӑмӑрту жюрине ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗччен ҫитермелле. Калав калӑпӗшӗ 1 пин сӑмахран пуҫласа 10 пин сӑмахран тӑма пултарать (А4 форматра 14-мӗш шрифтпа ҫапсан — 4–40 страница). Ӑмӑртӑва ку таранччен ниҫта та пичетленмен тата нимӗнле ӑмӑртусенче те ҫӗнтермен хайлавсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пӗр автор 2 калав таран тӑратма пултарать. Ӑмӑрту положенийӗпе тӗплӗнрех пирӗн сайтра паллашма пулать. Пӗтӗм тӗнчери конкурсӑн чӑваш пайне сумлӑ тӳресем хак парӗҫ: филологи ӑслӑхӗсен докторӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Виталий Родионов профессор, Чӑваш наци конгресӗн хисеплӗ президенчӗ Атнер Хусанкай, Петӗр Эйзин сӑвӑҫ, Николай Ларионов ҫыравҫӑ, Чӗмпӗрти Чӑваш наци культура автономийӗн ӗҫтӑвком ертӳҫи Олег Мустаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектакльти сыпӑк Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ тепӗр икӗ кунтан, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, черетлӗ сезона хупассине маларах пӗлтертӗмӗр-ха. Ҫав кун вӑл кӑна мар, республикӑри тепӗр паллӑ театр та, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ, кураканпа кӗркуннеччен сывпуллашӗ. Маларахри сезонсене ку учреждени ялан «Ялта»" спектакльпе уҫса хупнипе тепӗр куракана ывӑнтарнӑччӗ те. Кӑҫалхи 98-мӗш сезона Иоаким Максимов-Кошкинский пьеси тӑрӑх лартнӑ «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектакльпе хупӗ. Кунта Константин Иванов пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Унтах — «Нарспи» поэма епле ҫурални ҫинчен те. Иван Яковлев пирки те каласа кӑтартнӑ. Тӗп сӑнара Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валерий Карпов калӑпланӑ. Рольсенче ҫавӑн пекех — Оксана Драгунова (Праски), Сергей Павлов (И.Я. Яковлев), Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Сергей Иванов (Иоаким Максимов), Василий Иванов (Федор Павлов). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Шупашкрати савни 20 ҫул иртсен» спектакльте Полина Чамжаевапа Александр Пӑртта Тепӗр икӗ кунтан, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ 83-мӗш сезона Николай Сидоровӑн «Шупашкарти савни 20 ҫул иртсен» камичӗпе черетлӗ сезона хупать. Вӑл спектакле, аса илтеретпӗр, кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 20 ҫул иртнӗ хыҫҫӑн тепӗр хутчен сцена ҫине тавӑрнине эпир пӗлтернӗччӗ. Унта малтанхи савнисен 20 ҫул хыҫҫӑнхи пурнӑҫӗ кӑна мар, вӗсен ачисен пурнӑҫӗ те сӑнланнӑ. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ кулленхи ӗҫре ҫӗнӗрен те ҫӗннине шыраса тупсах тӑрать. Вӗсем пирки Чӑваш халӑх сайчӗ тӑтӑшах пӗлтерсе тӑчӗ. Ҫывӑх вӑхӑтри плансене илсен, Е. Шашинӑн тата Е. Муравьевӑн «Репка» спектакльне, О. Туркайӑн «Ален Делонне» лартма ӗмӗтленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери музейсен кунне палӑртаҫҫӗ. Ҫавна май Чӑваш наци музейӗ тата ун филиалӗсем тӳлевсӗр кӗртме шантараҫҫӗ. Пыракансем валли «Чебоксары: история в формате 3D» (чӑв. Шупашкар: 3D форматлӑ кунҫул) интерактивлӑ фильм хатӗрленине те пӗлтереҫҫӗ. Сеанссем 11:00, 12:00, 14:00, 15:00 сехетсенче пуҫланмалла. Чӑваш наци музейӗнче «Древние обитатели Чувашского края по данным археологии и палеонтологии», «История чувашского народа и Чувашского края с IX до начала XX вв.», «Чувашия в XX веке», «Природа и человек» экспозицисем, «Кыштым и Чернобыль: трагедия, подвиг, предупреждение», «Красота веков», «Богатство городов Среднего Поволжья», «Земля кричит: SOS», «Ты мне снишься ночами, Афган», «Родины верные сыны» куравсем ӗҫлӗҫ. Ефремов купса урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ Музейпа курав центрӗ те, В.И. Чапаев музейӗ те, Чӑваш тӗррин музейӗ те, Ҫеспӗл Мишши музейӗ те, ыттисем те куракансене хапӑл пулӗҫ. |
Культура
![]() Праски кинеми мӑнукне авлантарать Праски кинеми мӑнукне юлашки хут авлантарать. Сӑмахӑмӑр — К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн «Праски кинеми мӑнкуне авлантарать» спектаклӗ пирки пырать. Анатолий Чебанов пьесипе СССР халӑх артисчӗ, маларах асӑннӑ театрӑн тӗп режиссерӗ Валерий Яковлев лартнӑскер сцена ҫинче вӑрӑм ӗмӗрлӗ пулчӗ. 20 ҫул каяллах пуҫласа лартнӑ спектакльти шӳтсем вӑл вӑхӑтри саманана ҫывӑх пирки паян ансатраххӑн туйӑнсан та латсӑр мар. Ҫавӑнпа та куракансем ӑна паян кун та кӑмӑлтан йышӑнаҫҫӗ. «Праски кинеми мӑнукне авлантарать» — сцена ҫинче 16 ҫул пынӑ «Праски кинеми хӗр парать» спектаклӗн малаллахи пайӗ. Театр ку спектакле юлашки хут ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче кӑтартӗ. Спектакльти тӗп сӑнара пултаруллӑран та пултаруллӑ, халӑх чӑннипех юратакан артист, чӑваш сценин чӑн-чӑн ҫӑлтӑрӗсенчен пӗри Нина Яковлева вылять. Куракансем унӑн шпагатне уйрӑмах кӗтеҫҫӗ. «Пулӗ», — шантарать театрӑн литературӑпа драматурги пайӗн ертӳҫи Галина Сидорова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шелттӗм тӑрӑхӗнче "Астӑвӑм" тухнӑ Ҫӗнтерӳ кунӗнче Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттем ял клубӗнче Шелттем ял тӑрӑхӗн «Астӑвӑм» кӗнекин хӑтлавӗ иртнӗ. 1941-1945-мӗш ҫулсенче пынӑ Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине Шелттем тӑрӑхӗнчен 539 ҫын хутшӑннӑ тесе хыпарлать вӑл тӑрӑхри Т.В. Иванова. Ентешсен ячӗсене, вӗсен паттӑрлӑхне асра хӑварас тӗллевпе Н.Г. Николаев пуҫарнипе «Астӑвӑм» кӗнеке шӑпах Аслӑ ҫӗнтерӳ уявӗ умӗн кун ҫути курнӑ. Вӑрҫӑра пуҫ хунӑ, ҫӗнтерӳшӗн кӗрешнӗ паттӑр ентешсен сӑнӳкерчӗкӗсене пуҫтарса асӑну стенчӗ тӑвас ӗҫре Шелттем шкулӗнче учительте чылай ҫул тӑрӑшнӑ Маркел Ерицов тӳпи пысӑк-мӗн. «Вӑл пуҫарнӑ ӗҫе малалла тӑсса ҫакӑн пек хаклӑ кӗнеке халӑх патне ҫитрӗ», — ырлать ӑна маларах асӑннӑ Т.В. Иванова. Кӗнеке пӗлтерӗшӗ ҫинчен Шелттем ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Г. Николаев, Н.Н. Воронцова, М.П. Ендеров ӗҫ ветеранӗсем, ыттисем ыррине самай каланӑ. Вӑрҫӑ, тыл, ӗҫ ветеранӗсене «Астӑвӑм» кӗнеке парнеленӗ. Кӗнеке 500 экземплярпа пичетленнӗ, сӑнӳкерчӗксемпе, статьясемпе пуян, 316 страницӑран тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() СССР халӑх артистки Вера Кузьмина Красноармейски район хӗрӗ сӑвӑ хитре вулакансен СССР халӑх артистки Вера Кузьмина ячӗллӗ республикӑри конкурсӗнче 1 степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ. Кун пек ӑмӑртӑва кӑҫалхипе иккӗмӗш хут ирттереҫҫӗ. Ӑна Республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗ йӗркелет. Конкурсӑн пӗтӗмлетӳллӗ тапхӑрне республикӑн Наци вулавӑшӗнче пухнӑ. Пилӗк сехете пынӑ пултарулӑх марафонӗнче конкурсҫӑсем чӑвашла та, вырӑсла та вуланӑ. Вӗсене Вера Кузьмина хай, Чӑваш Республикин халӑх ҫыравҫи Юрий Сементер, Чӑваш Енӗн халӑх артисчӗсем Анна Кутузова, Иван Иванов, Светлана Михайлова, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Татьяна Ильина-Зайцева, Геннадий Кириллов, Елена Хорькова, Владимир Григорьев, Светлана Асамат, Марина Карягина, Любовь Шашкина поэтсем хакланӑ. Красноармейскинчи Культура ҫуртӗнчи «Хунав» пултарулӑх ушкӑнне ҫӳрекен Анастасия Козлова, акӑ, Петӗр Хусанкайӑн «Алран кайми аки-сухи» сӑввине вуласа 1 степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Вера Кузьмина хӑй чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
Чӑваш Енре туризм пирки нумай калаҫаҫҫӗ. Туристсене мӗнпе илӗртмелле? Ҫӗнӗ ҫулхи чи ҫӳллӗ чӑрӑшпа-и? Унашкаллине вӗсем таҫта та курма пултарӗҫ. Ниҫта та ҫук япаласемпе илӗртмелле туристсене. Вӗсем Чӑваш Енре, паллах, пур. Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗ ҫывӑхӗнчи чукун ҫула чылай ҫын кайса курать, ун патӗнче сӑн ӳкерӗнет. Чӑннипех те интерслӗ вырӑн вӑл. Вӑл ӑҫтан пулса кайни пирки икӗ верси пур. Пӗрне ӗненес тӗк, ӑна 1913-1917 ҫулсенче хута янӑ. Тепӗр верси вара ӑна иртнӗ ӗмӗрӗн 40-мӗш ҫулӗсенче вермахт ҫар служащийӗн тыткӑнри ҫынсем, нимӗҫ строителӗсем, тунине ҫирӗплетет. Кӗпере историпе культура палӑкӗсен списокне официаллӑ майпа кӗртнӗ. Нумаях пулмасть ун ҫывӑхӗнче купельпе часавай тунӑ. Унтах — ҫӑл шывӗ. Ҫывӑхра кӗтӳ, выльӑх-чӗрлӗх ҫӳрет. Илемлӗ вӗт! Пирӗн республикӑра ку кӗпер пирки ытлах калаҫмаҫҫӗ. Ют ҫӗршывра, Европӑра, пулсан ӑна ҫав тери хаклӗччӗҫ, упрӗччӗҫ. Унпа туристсене те илӗртӗччӗҫ. Париж ав Эйфель башнипе паллӑ, тепӗр ҫӗршыв — урӑххипе. Пирӗн республика вара ҫак чукун ҫул кӗперӗпе те мухтанма пултарать. |
Культура
![]() «Ан пӑрахсам мана» спектакльти сыпӑк Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе вӑхӑт хыҫран хыҫа юлса пырать. Апла пулин те ӑна асра тытни паха. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ те ҫак ятпа ятарлӑ концерт йӗркелеме шут тытнӑ. Ыран, ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, унта «Не покидай меня» (чӑв. Ан пӑрахсам мана) ятпа уяв концерчӗ иртмелле. 18 сехетре пуҫланакан мероприятин малтанхи пайне ҫарпа патриотизм темипе ҫыхӑннӑ юрӑ-сӑвӑран хатӗрленине пӗлтереҫҫӗ. Унта Арсентий Димитриев, Александр Демидов, Василий Иванов, Надежда Кузьмина, Анна Кудряшова, Эмилия Назарова, Алексей Степанов хутшӑнӗҫ. Концерта режиссер тата сценарист пулса Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Иван Иванов лартнӑ. Художникӗ — Светлана Зверева. Уяв концертне «Ан пӑрахсам мана» спектакль вӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.09.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |