Сумлӑ сӑмах
Культура
Раҫҫейре Ҫамрӑксен кунне ҫулсерен ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак куна яш-хӗр кӑна мар, аслӑ ӳсӗмрисем те, ваттисем те уявлаҫҫӗ. Ара, вӗсем те ҫамрӑк пулнӑ-ҫке-ха. Историе илес тӗк, Ҫамрӑксен кунне 1958 ҫултанпа ҫӗртме уйӑхӗн юлашки вырсарникунӗнче паллӑ тунӑ. Совет Союзӗ аркансан 1993 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Раҫҫейӗн пӗрремӗш президенчӗ Борис Ельцин Ҫамрӑксен кунне ҫӗртмен 27-мӗшӗнче уявламалли пирки алӑ пуснӑ. Анчах чылайӑшӗ ҫакна пӑхмасӑр уява ҫӗртмен юлашки вырсарникунӗнче паллӑ тунӑ. Укаринӑра, Беларуҫре, Кӑнтӑр Осетире те ҫӗртмен 27-мӗшӗнче Ҫамрӑксен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Вӗсем Совет Союзӗ аркансан ку йӑлана пӑрахӑҫламан. Ҫак кун ҫӗршыври регионсенче мероприятисем йӗркелеҫҫӗ. Ҫав шутра — Чӑваш Енре те. Ҫамрӑксен хӑйсене ытла та харсӑр тытаҫҫӗ-ши? Ҫак кун лавккасенче эрех-сӑра сутма чараҫҫӗ. Ку, паллах, лайӑх. Анчах ку йӗркене ахальтен йышӑнман вӗт. Ҫамрӑксен тыткаларӑшне кура ҫапла тӑваҫҫӗ ӗнтӗ. Правительство ҫӑмрӑксене пулӑшас тесе сахал мар тӑрӑшать. Вӗсем валли патшалӑх программисем пур. Яш-хӗре яла илӗртме тӑрӑшаҫҫӗ. |
Культура
![]() «Чӑваш ахах-мерченӗ» концерт Республика кунӗнче, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енри фольклор ушкӑнӗсен «Чӑваш ахах-мерченӗ» гала-концерчӗ иртнӗ. Конкурса Шупашкарти тӗп сцена ҫинче, ӑна яланхиллех Хӗрлӗ лапамра, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ умӗнче, йӗркеленӗ. Хӗрлӗ лапама пынисем чӑваш халӑх юрри-ташшипе 15 сехетрен пуҫласа 16 сехет те 30 минутчен киленнӗ. Сцена ҫине 18 районтан пырса ҫитнӗ тата Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи 32 фольклор ушкӑнӗ хӑпарнӑ. Репертуарта хӑна, кӗреке, туй тата пӗр-пӗр ӗҫ пурнӑҫланӑ чух янӑратакан юрӑсем пулнӑ. Ташӑ такмакӗсене те пӗри тепринчен хитре каланӑ. Сцена ӑстисем концерта хӑйен тӑрӑхӗнчи наиц тумӗпе хӑпарнӑ. Концерт вӗҫленсен вӗсене тӗрлӗ дипломпа чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи пӗрремӗш вице-мисс Диана Николаева Ҫӗртмен 23-мӗшӗнче «Контур» суту-илӳпе кану комплексӗн территорийӗнче ҫулсерен иртекен «Атӑлҫи мисӗ» илемлӗх конкурсӗ пулнӑ. Унӑн тӗп йӗркелӳҫи — «Контур» комплекссӑр пуҫне Шупашкарти трикотаж хапрӑкӗн, «Юрма» агрохолдингӑн, «Суор» предприятин, Муркашри тата Етӗрнери кирпӗч савучӗсен, 21-мӗш телеканалӑн тата ытти хӑш-пӗр пуянлӑх харпӑрлӑхҫи Владимир Ермолаев. Кӑҫалхи илем конкурсӗнче мисс ятне тивӗҫессишӗн 32 пике сцена ҫине тухнӑ. Вӗсем аялтан тӑхӑнмалли ҫипуҫпа та (илемлӗх конкурсӗсем кунсӑр иртмеҫҫӗ) сцена тӑрӑх утса кӑтартнӑ, Шупашкар трикотажӗн ҫипуҫне те кӑтартнӑ, наци тумӗпе те тухнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкар пики Диана Николаева пӗрремӗш вице-мисс ята илнӗ. Иккӗмӗш вице-мисс — Сыктывкарти Арина Перевертень. Мисс коронине Энгельсри Анастасия Нестерова тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пушкӑртстанри чӑвашсен пӗлтӗрхи поэзи уявӗ Пушкӑртстанри чӑвашсен пӗрлӗхӗ нумаях пулмасть поэзи фестивалӗ ирттернӗ. Ӑна вилӗмсӗр классикӑмӑр, пӗчӗккисенечн пуҫласа ваттисем таранах пӗлекен «Нарспи» поэма авторӗ Константин Иванов 126 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркеленӗ. Поэзи уявне Чӑваш Республикинчи юрӑҫсем те ҫитнӗ. Пушкӑртстанри йӑхташӑмӑрсем пӗлтернӗ тӑрӑх, сакӑр вуннӑ урлӑ каҫнӑ юрӑ ӑсти, чӑваш халӑх артисчӗ Иван Христофоров та унта пулнӑ. Ытти юрӑҫ пирки каласан, хисеплӗ ята илнӗ тепӗр юрӑҫа та — Вячеслав Христофорова — палӑртмалла. Сцена ҫине Вячеслав Христофоровпа пӗрле тухакан тепӗр эстрада юрӑҫи те, Марта Зайцева, тулай чӑвашсене уҫӑ сассипе савӑнтарнӑ. Слакпуҫ ялӗ Пушкӑртстанран, Тутарстанран, Казахстанран килнӗ 16 художника йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра туризм троллейбусӗсем ҫӳреме пуҫлӗҫ. Кун пирки республикӑн тӗп хулин сити-менеджерӗ Алексей Ладыков хушу кӑларнӑ. Унта туризм троллейбусӗсемпе автобусӗсен маршрутне те ҫирӗплетнӗ. Туристсене турттаракан маршрутсем ҫак ҫулпа ҫӳрӗҫ: Хӗрлӗ лапам, Президент бульварӗ, Воробьев композиторсен урамӗ, Карл Маркс урамӗ, Ленин проспекчӗ, И.Я. Яковлев проспекчӗ, Мир проспекчӗ, Калинин урамӗ, Воробьев композиторсен урамӗ, Ленинград урамӗ, Хӗрлӗ лапам. Троллейбус виҫӗ вырӑнта чарӑнӗ: Хӗрлӗ лапамра, Николаев космонавт урамӗнче, Мир проспектӗнчи агрегат савучӗ тӗлӗнче. Туристсене турттаракан автобуссен маршручӗ ҫапларах пулӗ: Юханшыв порчӗ патӗнчи лапам, Сергий Радонежский урамӗ, Шупашкар кӳлмекӗн дамби, Константин Иванов урамӗ, Мускав проспекчӗ, Воробьев композиторсен урамӗ, Калинин урамӗ, Текстильщиксен урамӗ, Зоя Яковлева урамӗ, Иван Франко урамӗ, Калинин урамӗ, Сергий Радонежский урамӗ, Хусан Турӑ амӑшӗн чиркӗвӗн умӗ, Юханшыв порчӗ умӗнчи лапам. Автобус Юханшыв портӗнче, Константин Иванов урамӗнчи Ҫветтуй Троицки мӑнастир, К. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пӗлтӗрхи «Хавал» уйлӑхра «Хавал» уйлӑх кӑҫал та «Сурские зори» (чӑв. «Сӑр шурӑмпуҫӗ») кану базинче иртмелле. Кӑҫалхи уйлӑх утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 10 сехетре пуҫланмалла — шӑп ҫак вӑхӑтра унта кайма пухӑннисене Шупашкарти чукун ҫул вокзалӗнче кӗтеҫҫӗ. Вырӑна халӑх 12 сехетелле ҫитмелле. Уйлӑха официаллӑ майпа 15 сехетре уҫӗҫ. Вырсарникун уйлӑхра хӑтлавсем кӑна пулӗҫ: «Хавалӑн» хӑйӗн тата ушкӑнсен. Уйлӑха пухӑннисем кашни кун чӑваш чӗлхи вӗренӗҫ, пултарулӑх лаҫҫинче тӑрмашӗҫ, спортпа туслашӗҫ. Кану программи те пур — кашни кунах тӗрлӗ юрӑҫсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ. «Хавалӑн» кӑҫалхи хӑнисем: Георгий Фомиряков ӳнерҫӗ, Федоринчик Арчем чӗлхеҫӗ, Марина Карягина ҫыравҫӑ, Эктор Алос-и-Фонт социолингвист, Айрат Тухватуллин историк, Сантӑр Савкилта чӗлхеҫӗ, Эдуард Фомин чӗлхеҫӗ, Игорь Улангин ӳнерҫӗ, «Ирӗклӗх» перлӗх пайташӗ Дмитрий Степанов. Тӗплӗнрех пӗлес тесен уйлӑхӑн «Контактра» халӑх тетелӗнчи ушкӑнне кӗрсе пӑхма пулать. |
Культура
![]() Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗн Республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗ «Пирӗн ҫӗрӗн ҫыннисем» республикӑри конкурса пӗтӗмлетнӗ. Ӑмӑрту нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗччен тӑсӑлнӑ. Унта фото- тата видеоматериалсене йышӑннӑ. Хӑйсен пултарулӑхне кӑтартас шухӑшлисем 35-ӗн тупӑннӑ. Ӗҫсене Элӗк, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Муркаш, Шупашкар, Етӗрне, Елчӗк, Тӑвай районӗсенчен тата Канашпа Шупашкар хулинчен ҫитернӗ. «Чи лайӑх сӑнӳкерчӗк» номинацире пӗрремӗш вырӑна Комсомольски районӗнчи Элпуҫӗнчи культура ҫурчӗн заведующийӗ Елена Комиссарова йышӑннӑ, иккӗмӗш вырӑна Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑмри Елена Шарова тухнӑ, виҫҫӗмӗшӗнче — Шупашкар районӗнчи Тренккассинчи Валентина Егорова тата Тӑвай районӗнчи Кивӗ Элпуҫӗнчи Антонина Ефимова. «Чи лайӑх видео тата фильм» номинацире пӗрремӗш степеньлӗ диплома Элӗк районӗнчи Алена Судмана тивӗҫнӗ, иккӗмӗш степеньли — Канаш хулинчи 7-мӗш вӑтам шкулти 2-мӗш класра вӗренекен Яна Чернован, 3-мӗш степеньли — Муркашри вӑтам шкулти вырӑс чӗлхи вӗрентекен Наталия Ястребован. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Элӗкре Республика кунӗпе килӗшӳллӗн Раҫҫей халӑхӗсен йӑли-йӗркин фестивалӗ иртет. Фестивале Архангельск облаҫӗнчи «Радеюшка» фольклор театрӗ, Дагестан Республикинчи «Гергебиль» юрӑпа ташӑ хореографи ансамблӗ, Калмӑк Республикинчи «Дольган» ташӑ ансамблӗ, Коми Республикинчи «Сигудек» фольклор ансамблӗ, Тутар Республикинчи «Умырзая» халӑх фольклор ансамблӗ, Удмурт Республикинчи «Пинал даур» фольклор ансамблӗ, Чӑваш Енри «Родные просторы» халӑх фольклор ансамблӗ тата «Уяв» халӑх фольклор ансамблӗ хутшӑнӗҫ. Фестивале килекен ушкӑнсем Шупашкарта иртекен уявсене те ҫитӗҫ. Вӗсем ытти пултарулӑх ушкӑнӗпе урам тӑрӑх утӗҫ, К.В.Иванов ячӗллӗ патшалӑх академи драма театрӗ умӗнче ирткен гала-концерта хутшӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Пилеш» ансамбль ачисем Телекурав конкурсӗ «Мехел» 10 ҫул тултарнине эпир пӗлтернӗччӗ. Концерта «Раҫҫей 1» каналпа ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 9 сехет ҫурӑра кӑтартрӗҫ. Хальхинче ачасем мала тухассишӗн тупӑшман — уяв концертӗнче сцена ҫине унччен ҫӗнтернӗ маттурсем тухнӑ. Шупашкарти «Ровесник» культура ҫуртӗнчи «Пилеш» ансамбле концерта уҫма шаннӑ. Унта ачасем «Ӑҫта-ши шур акӑшсем?» юрӑпа тухнӑ. Ку ансамбле Наталья Васильева ертсе пырать. Наталья Витальевна ачасене халӑх пултарулӑхӗпе паллаштарать, юрри-ташши, йӑли-йӗрки ҫинчен каласа кӑтартать. Ун патне ҫӳрекен хӗрачасемпе арҫын ачасем чӑваш культурипе чӑннипех кӑсӑкланаҫҫӗ теме юрать. Наталья Васильева — «Уяв» фольклор ансамблӗн солистчӗ, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Ҫавал» эстрадӑпа фольклор ансамблӗнче юрлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Акация» культура ҫуртӗнчи ташӑ каҫӗ Ҫӗнӗ Лапсарта вырнаҫнӑ «Акация» культура керменӗнче ватӑсем валли ташӑ каҫӗсем йӗркелеҫҫӗ. Кунӗсем тесен тӗрӗсрех пуль-ха. Ватӑ ҫынсем валли кун пек канӑва культура ӗҫченӗсем кӑнтӑрлах йӗркелеҫҫӗ. Ӗнер те, ав, унта иртенпех юрӑ-кӗвӗ янӑранӑ. Ташламашкӑн кӗҫнерникунсерен май туса панине хӑнӑхса ҫитнӗ (ку мероприятие йӗркелеме тытӑнни виҫӗ уйӑх иккен) ватӑсем Культура керменне хаваспах пухӑннӑ. Виҫӗ уйӑхра вӗсем пӗрне-пӗри аван пӗлсе ҫитнӗ, паллашма та ӗлкӗрнӗ. Юрӑ-ҫемме илсен, тивӗҫлӗ канури хастарсем иртнӗ ӗмӗрӗн 70-80-мӗш ҫулӗсенчи музыкӑна кӑмӑллани сисӗнет. Кинеми-мучисем валли ташӑ каҫне йӗркелеме пулӑшаканни — Шупашкарти Ленин район администарцийӗн общество канашӗн пайташӗ Роман Каляев. Ӗнерхи программӑна Наталья Покровская хутшӑннӑ. Вӑл юрланӑ та, хӑй ҫыракан сӑвӑсене те вуланӑ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.09.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |