Культура
Хӗрлӗ Чутайӗнчи тӗп вулавӑшра Николай Ашмарина асӑнса паян литературӑпа тематика каҫӗ иртнӗ. Мероприятие чутайсем Николай Иванович ҫуралнӑранпа 145 ҫул ҫитнине халалланӑ. Аса илтеретпӗр, Николай Ашмарин — тюрколог, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи, профессор, хальхи чӑваш чӗлхе пӗлӗвне никӗслекенӗ, СССР Наукӑсен академийӗн член-корреспонденчӗ. Николай Ашмарин тӑван халӑхӑмӑр культурине тата ҫутта кӑларассине тӗлӗнмелле пысӑк тӳпе хывнӑ. Хӑйӗн ӗмӗрӗнче вӑл мӗн чухлӗ чӑваш халӑх сӑмахлӑхне пухман-ши! Чӑваш халӑх культурин тӗн никӗсне те тӗпченӗ, чӑваш диалекчӗсемпе калаҫӑвне тишкернӗ. Унӑн пурте пӗлекен паллӑ ӗҫӗ — 17 томлӑ словарь. Николай Ашмарин ҫуралнӑранпа 145 ҫул ҫитнӗ ятпа Хӗрлӗ Чутайӗнчи вулавӑш маларах «Чӑваш ӑслӑлӑхӗн ашшӗ» курав йӗркеленӗ, паян вара — литература каҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Литература ҫулталӑкӗнче Чӑваш Енри ачасемпе ҫамрӑксен республика вулавӑшӗ юпан 13–15-мӗшӗсенче ҫулсерен ирттерекен «Чӑваш Ен 21 — пӗрле вулатпӑр!» фестивале йӗркелет. Вӑл «Сасӑпа вуламалли кун» акцирен пуҫланӗ. Фестиваль уҫӑлнӑ ҫӗре чӑваш ҫыравҫисемпе поэчӗсем, журналистсем, Чӑваш кӗнеке издательствин специалисчӗсем, Шупашкарти ачасен 1-мӗш ӳнер шкулӗн театр ушкӑнӗ тата ыттисем хутшӑнӗҫ. Фестиваль программипе килӗшӳллӗн ҫыравҫӑсемпе тӗлпулусем иртӗҫ. Унта Евгения Басова, Галина Белгалис, Любовь Петрова килӗҫ. Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗн студенчӗсем Валерий Кошкинпа тӗл пулӗҫ. Шупашкарти транспорт тата строительство технологийӗсен техникумӗн вӗренекенӗсем Анатолий Хмытпа курнӑҫӗҫ. Юпан 15-мӗшӗнче Лев Кадкин, Валентина Серебряная, Галина Белгалис Шупашкар районне ҫитӗҫ. Шупашкарти электромеханика колледжӗн студенчӗсем Денис Шулепов ҫыравҫӑ фантастпа тӗл пулӗҫ. Вун-вун мероприяти иртӗ фестивальте. Вӗсемпе вулавӑш сайтӗнче паллашма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Юпан 7-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ Пӗтӗм тӗнчери пукане театрӗсен «Белгородская забава» фестивалӗнчен таврӑннӑ. Вӑл авӑнӑн 30-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 5-мӗшӗччен иртнӗ. Фестивальте чӑваш артисчӗсем «Спящая красавица» спектакль кӑтартнӑ. Кӑҫал фестивале Раҫҫейри хуласенчен 20 ытла ушкӑн килсе ҫитнӗ. Унта Витебскран, Гомелирен, Донецкран, Анкараран, Пловдивӑран та килнӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, фестивале Раҫҫейри чи лайӑх театрсене ҫеҫ чӗнеҫҫӗ. Чӑваш артисчӗсем унта маттурлухӗпе палӑрнӑ. Вӗсен пултарулӑхӗ куракансене савӑнӑҫ, киленӳ парнеленӗ. Чӑвашран фестивале ЧР культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Елизавета Абрамова, ЧР тава тивӗҫлӗ артисткисем Алевтина Тимофеева, Юлия Мельник, Алина Каликова тата Ольга Тарасова, Ирина Можаева, Дмитрий Львов, Петр Петров артистсем кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ирҫе Ҫармӑсри вуламалли кӗнекесем Раҫҫейре кӑҫал Литература ҫулталӑкӗ, Чӑваш Енре Константин Иванов ҫулталӑкӗ тесе палӑртнине эпир пурте пӗлетпӗр. Ҫавна май республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерствипе Наци вулавӑшӗ «Чӑваш Енӗн литература палитри: вуламалли 100 кӗнеке» республикӑри акци ирттерес тенӗ. Вӑл пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен тытӑнса авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тӑсӑлнӑ. Виҫӗ тапхӑрпа йӗркеленӗскерӗн малтанхи пайӗнче вулама сӗнекен кӗнекесене палӑртнӑ. Иккӗмӗш тапхӑрӗнче — ҫав литературӑна сасӑлав тӑрӑх уйӑрнӑ. Виҫҫӗмӗш тапхӑрӗ вара суйланса илнӗ 100 кӗнекене цифра ҫине куҫарассипе ҫине тӑнӑ. Ҫак калӑпӑшлӑ ӗҫӗн пӗтӗмлетӗвӗ — «Чӑваш Енӗн литература палитри: вуламалли 100 кӗнеке» электрон коллекци. Йӗпреҫ районӗнчи Ирҫе Ҫармӑсри вулавӑшра 100 кӗнеке ятне кӑтартнӑ списокран курав хатӗрленӗ. Вулама сӗннӗ 100 хайлав шутӗнче — А. Артемьевӑн «Салампи», Н. Мранькан «Ӗмӗр сакки сарлака», М. Кипекӗн «Паттӑрсем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ», Д. Гордееван «Ҫич ҫунатлӑ курак», К. Ивановӑн «Нарспи», Г. Орловӑн «Вутри юрату», Л. Агаковӑн «Юманлӑхра ҫапла пулнӑ» тата ытти нумай хайлав. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Китайра Чӑваш Ен кунӗсем иртнӗ. Нумаях пулмасть Чӑваш патшалӑх университечӗн вӗрентекенӗсем Аньхой ялӗнчен таврӑннӑ. Сӑмах май, ЧПУра Аньхой кунӗсем пӗлтӗр иртнӗ. Тӑватӑ кун хушшинче Чӑвашран кайнӑ делегаци вырӑнти культурӑпа, кухньӑпа паллашнӑ, Китайри ӗҫтешӗсемпе вӑрттӑнлӑхсемпе пайланнӑ. Чӑвашсемпе куҫаруҫӑ ҫӳренӗ. Вӑл вырӑсла куҫарса пынӑ. Унтан вӑл китайла темиҫе юрӑ шӑрантарнӑ. Куншӑн вӑл ӑна чуптума ыйтнӑ. Чӑвашсемшӗн ку тӗлӗнмелле япала пулнӑ. Тӗлпулура икӗ ҫӗршыв вырӑсла тата китайла вӗренмешкӗн студентсемпе ылмашӑнма калаҫса татӑлнӑ. Аса илтерер: студентсем нумаях пулмасть Китайра пулса курнӑ. Вӗсем «Волга-Янцзы» (чӑв. Атӑл-Янса) канашлӑва хутшӑннӑ. Ҫавӑнпа студентсем Китай культури пирки нумай каласа кӑтартма пултараҫҫӗ. Вӗсем Китай ҫамрӑкӗсене Раҫҫей, Чӑваш Ен пирки каласа кӑтартнӑ. ЧПУ ректорӗ каланӑ тӑрӑх, ун пек тӗлупулусем культура тата туризм проекчӗсене шухӑшласа кӑларма пулӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Хусанта ӗнер, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, тӗрӗк ҫамрӑкӗсен 2-мӗш фестивалӗ старт илнӗ. Унта 10 ытла тӗрӗк халӑхӗсен ҫамрӑкӗсем килсе ҫитнӗ. Чӑваш Енрен фестивале «Ирӗклӗх» пӗрлӗх тата чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сувар» пӗрлешӗвӗ хутшӑнать. Кунсӑр пуҫне мероприятие азербайджансем, турккӑсем, пӑлхарсем, казахсем, кӑркӑссем, нухайсем тата тӗрӗк халӑхӗсен ытти ҫыннисем килнӗ. Фестиваль программи анлӑ. Унпа килӗшӳллӗн, Тутарстан чиновникӗсемпе тӗл пулӗҫ, экскурсисем ирттерӗҫ, семинарсемпе хӑтлавсем йӗркелӗҫ. Фестивале «Атӑл» центр, тутарсен наци культурин федераци автономийӗ тата Тутарстанри ҫамрӑксен ӗҫӗпе тата спорт енӗпе ӗҫлекен министерство йӗркеленӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗччен пулӗ. Аса илтерер: 1-мӗш фестиваль те Хусанта иртнӗ. Ун чухне те унта чӑваш организацийӗсем хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Кӑҫал Литература тата К.В. Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май елчӗк ҫыравҫисемпе тӗпчевҫисем сахал мар кӗнеке кӑларма май тупрӗҫ тесе пӗлтерет асӑннӑ районти тӗп вулавӑш. Пултаруллӑ сцена ӑсти Игнатий Молодов 110 ҫул тултарнӑ май А.А. Тимофеевпа Л.П. Молодова чӑваш халӑх артисчӗн Игнатий Молодовӑн вырӑсла асаилӗвӗсене «О театре и о себе» кӗнекере пичетлесе кӑларнӑ. Кӗнекен тишкерӗвне Елчӗкри культура ҫуртӗнче ирттернӗ. «О театре и о себе» кӗнекери аса илӳсенче автор хӑй ҫинчен кӑна мар, чӑваш театрӗпе ӗҫ коллективӗ пирки уҫӑмлӑн та тӗплӗн каласа панӑ. Ҫавна май вӑл К.В. Иванов ячӗллӗ академи театрӗн историйӗн уйрӑлми пайӗ пулса тӑрать тесе пӗтӗмлетет кун пирки вулавӑш. СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев кӗнеке валли ум сӑмах ҫырнӑ, СССР халӑх артисткин Вера Кузьминапа Василий Митта ҫыравҫӑн асаилӗвӗсем те унта вырӑн тупнӑ. Игнатий Молодов тӗрлӗ рольте вылянӑ самантсен сӑн ӳкерчӗкӗсене кӗртсе хӑварнӑ. ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, кӗнекене пухса хатӗрлекен А.А. Тимофеев, СССР халӑх учителӗ П.Н. Чернов тата Игнатий Осиповичӑн пиччӗшӗн ывӑлӗ А. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ҫӗнӗ Шупашкарти вулавӑшсенче «Литература сезонӗсем» проекта пурнӑҫласси малалла пырать. Ку проект «Ревизор — 2015» конкурс ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ. Юпан 2-мӗшӗнче Юрий Гагарин ячӗллӗ вулавӑшра «Тутар кӗнекин сезонӗ» уҫӑлнӑ. Ӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти таврапӗлӳпе истори музейӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Мероприятие «Хӗвеллӗ Тутарстан — ылтӑн ен!» музыка композицийӗпе пуҫланӑ. Унта Раниф Вахитов, Фарида Прудовская, Вячеслав Осипов юрланӑ, ачасем ташланӑ. Унтан Тутар кӗнеке издательствин ҫумӗ Ильдар Хуснутдинов калаҫнӑ. Куракансене «Тутар кӗнекипе» паллаштарнӑ. Ун пирки Ирек Хадиев каласа кӑтартнӑ. Кӗнекепе спорт — ҫумӑнах. Чӑваш наци конгресӗн спорт комитечӗн председателӗ Виталий Васильев «Мингер сабан туе» кӗнекепе паллаштарса ӑна вулавӑша парнеленӗ. Уйӑх тӑршшӗпе ҫӗнӗшупашкарсем тутар литературин ҫыравҫисемпе, куҫаруҫисемпе, авторӗсемпе тӗлпулусем ирттерӗҫ. Кашнинчех 150 ытла кӗнекепе паллаштарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Илга Понорницкая «Книгуру» ятпа иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри конкурс ачасемпе аслӑ классенчи ачасем валли ҫыракан авторсен чи лайӑх ӗҫне палӑртмалли ӑмӑртӑва хутшӑнма тивӗҫ 15 ӗҫе асӑннӑ. Списока Шупашкарта пурӑнакан Евгения Басова ӗҫӗ те кӗнӗ. Вӑл «Подросток Ашим» ӗҫе тӑратнӑ. Автор пирки каласан, Евгения 1963 ҫулта Красноярскра (чӑв. Хӗрлӗҫыр) ҫуралнӑ. Кӑштахран вӑл инженер ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле Шупашкара куҫса килнӗ. Шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн Мускаври патшалӑх университечӗн журналистика факультетне вӗренме кӗнӗ. Журналистика ӑсталӑхне сумлӑ ҫав аслӑ шкулта туптанӑ хыҫҫӑн вӑл Магадан хулине куҫса кайнӑ. Нумаях пулмасть Евгения Басова Шупашкара куҫса килнӗ. Халӗ вӑл профсоюзсен «Время» хаҫатӗнче корреспондентра тата дизайнер-верстальщикра тӑрӑшать. Илга Понорницкая хушма ятпа ҫыракан автор ӗҫне 10–16 ҫулсенчи кирек епле ача та хаклаять. Ҫапла тӑвас тесен kniguru.info сайта кӗрсе регистрациленмелле те ӗҫсене вуласа вӗсене хакламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Кӗрхи хитре кунсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ, ҫавӑнпа ачасем ҫулҫӑсенчен, ытти япаласенчен хитре хатӗр-хӗтӗрсем ӑсталаҫҫӗ. Ача пахчисене ҫӳрекен шӑпӑрлансем те ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле темӗн те тума юратаҫҫӗ. Сӗнтӗрвӑрринчи «Пилеш» ача пахчинче кӗрхи курав иртнӗ. Вӑл «Чудинки из корзинки» (чӑв. Карҫинккари тӗлӗнтермӗшсем) ятлӑ. Ӑна ачасем ватӑсен кунне халалланӑ. Курав ҫак номинацисемпе иртнӗ: «Улма-ҫырла бумӗ» (улма-ҫырларан тунӑ япаласем), «Сеньор Помидор патӗнче — хӑнара», «Очей очарование» (кӗрхи картинӑсем, панно, аппликаци), «Самоделки чудеса» (ҫутҫанталӑк материалӗнчен тунӑ композици), «Золотые руки воспитателя». Куравра ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ, воспитательсем хатӗрленӗ чылай ӗҫ пулнӑ. Вӗсем халӗ ача пахчин музейӗнче вырӑн тупнӑ. Сӑнсем (17) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |