Культура
![]() Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ ӗнер пилӗк ҫул тултарнӑ. Республикӑри ҫамрӑк телеканала видеохыпара куракансем патне чӑвашла ҫитерекен тӗп ҫӑлкуҫсенчен пӗри тесе хаклани пӗртте йӑнӑш мар. Телеканал хатӗрлекен тӑван чӗлхеллӗ кӑларӑмсене республикӑра пурӑнакан чӑвашсем кӑна мар, хамӑр регион тулашӗнчи йӑхташӑмӑрсем те кураяҫҫӗ. Ирхи улттӑран ҫурҫӗрччен (Наци телекуравӗн сайтӗнче пичетленӗ телепрограмма тӑрӑх хакласан унӑн эфирӗ ҫавӑн пек пырать) кӑтартакан каналӑн 8 сехетне вырӑнтисем хатӗрленӗ кӑларӑмсем йышӑнаҫҫӗ. Чӑваш наци телекуравӗн проекчӗсем тӗрлӗрен. Вӗсенчен пӗрне «Хавал» общество организацийӗпе пӗрле ача-пӑча валли хатӗрленине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. «Чӑвашла вӗренетпӗр — Учим чувашский» ят панӑскер шӑпӑрлансене чӑвашла вӗренме пулӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Канаш хулинче ӗнер «Хавхаланса юрлать чӗре» республикӑри конкурсӑн зонӑри тапхӑрӗ иртнӗ. Юрлакан ушкӑнсем хушшинче йӗркеленӗ ӑмӑртӑва Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗ 80 ҫул тултарнине тата кӑҫал Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ. Канашри Культура ҫуртӗнчи конкурса Канаш, Йӗпреҫ, Тӑвай районӗсенчи тата Канаш хулинчи организацисемпе предприятисенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем пуҫтарӑннӑ. Канаш тӑрӑхӗнчисене илсен, унтисен чысне районти культура ӗҫченӗсен халӑх хорӗ тата ветерансен халӑх хорӗ (ушкӑнсен ертӳҫи — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Владимир Стеклов) хутшӑннӑ. Чи лайӑх юрӑҫсене хӑйсен юррисемпе республикӑри конкурса хутшӑнма йыхравлӗҫ. Ӑна чӳк уйӑхӗнче ирттермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
Чылай ялта пулма тӳр килет. Шел те, нумайӑшӗнче клубсем хупӑнаҫҫӗ. Сӑлтавӗ пӗрре – ӑна тытса тӑмашкӑн хыснара укҫа ҫук. Ял халӑхӗ куншӑн пӑшӑрханать-и? Тен, аслӑ ӳсӗмрисем кулянаҫҫӗ пуль, ҫамрӑккисем вара — пачах ҫук. Вӗсем тахҫанах клуба тухма пӑрахнӑ ӗнтӗ, телефон, компьютер ӑшне путнӑ. Ҫапах, манӑн шухӑшпа, ялта клуб пулмаллах. Вӑл — культура вучахӗ. Халӑхӑн пӗрле пухӑнмалла, концерт курмалла-ҫке-ха. Тепӗр енчен, ялта клуб пулсан та ҫынсем унта тухмаҫҫӗ. Концерт лартаҫҫӗ-и, спектакль килет-и — ҫын сахал пухӑнать. Пурин те килте телевизор пур-ҫке-ха. Кунашкал ӳкерчӗке чылай ялта курма пулать. Хӑш-пӗр ялта вара халӑх питӗ хастар. Пирӗн ялта клуб пур. Пысӑк вӑл. Пӗлтӗр ӑна юсарӗҫ, сӑрларӗҫ, пластик чӳречесем лартрӗҫ. Йӑлтӑртатса кӑна ларать ял варринче. Шел те, аппаратура хальлӗхе туянса памарӗҫ. Вӑл вара питӗ кирлӗ. Унсӑрӑн ҫынсем пӗрле пухӑнсан юрласа ташлаймӗҫ. Культура тенӗрен. Клуба юсаман чухне вӑл питӗ япӑх лару-тӑрураччӗ. Алӑкӗ те йӗркеллӗ питӗрӗнместчӗ. Вӑл ун чухне ӗҫкӗҫсен «йӑвиччӗ». Канмалли кун-и, уяв-и — килсе ларатчӗҫ ялти ӗҫкеҫсӗм. |
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн солисчӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ Айдар Хисамутдинов ыран, юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, хӑйӗн пултарулӑх каҫне ирттерет. Вӑл 35 ҫул тултарать. Концерт интереслӗ иртессе шантараҫҫӗ. Автор ӗҫӗ нумай пулать. Куракана хальхи хореографипе савӑнтарӗҫ, классика пулмӗ. Пултарулӑх каҫне ӗҫтешӗсем те хутшӑнӗҫ. Концертра артистсем кураканпа ҫывӑхланасшӑн. Унта пынӑ хӑнасем концертпа киленӗҫ ҫеҫ мар, постановкӑсене те хутшӑнӗҫ. Айдар пултарулӑх каҫӗ ирттерсе хӑй театрта ӗҫленине пӗтӗмлетесшӗн. Мӗншӗн тесен вӑл ҫитес вӑхӑтра карьерӑна вӗҫлесшӗн. Унӑн шухӑш нумай, вӑл хӑйне проектсем пурнӑҫа кӗртсе аталантарасшӑн. Артистӑн ку шухӑш тахҫанах ҫуралнӑ. Ҫапах вӑл хӑш чухне сцена ҫине ташӑҫӑ пек тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗнче «Самая читающая семья» (чӑв. Чи вулакан ҫемье) республикӑри конкурс ӑмӑртӑвне пӗтӗмлетнӗ. Чи вулаканнисем Канашпа Етӗрне хулисенче тата Кӳкеҫ поселокӗнче пурӑннине палӑртнӑ. Харӑс ларса вулама кӑсӑклине республикӑри 58 ҫемье ӗнентерме тӑрӑшнӑ. Вӗсем — 15 районпа 4 хуларан. Ку шутра Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк тата Тӑвай районӗсем, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш тата Етӗрне хулисем пур. Конкурсра Канашри Игнатьевсем, Етӗрнери Семеновсем тата Кӳкеҫри Ташковсем ҫӗнтернӗ. Конкурса хутшӑннисене хаклама Галина Белгалис тата Елена Светлая ҫыравҫӑсем хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Эревет» ансамбль Чӑваш халӑх инструменчӗсен «Эревет» ача-пӑча ансамблӗ 35 ҫул, унӑн яланхи ертӳҫи вара С.В. Федотов 60 ҫул тултарнӑ. Ҫак пулӑм ячӗпе ушкӑна тата С.В. Федотова (вӑл — Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ) республикӑри тӳре-шара саламланӑ. Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев, сӑмахран, ушкӑна «чӑвашсен инструмент ӳнерне упраса хӑваракан лапам» тесе хакланӑ. Министр юбилейҫӑсем патне пушӑ алӑпа пыман. Ансамль ертӳҫине министерствӑн Хисеп хучӗпе чысланӑ, ансамбле ҫур миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрасси ҫинчен сертификат тыттарнӑ. Вӑл укҫа сцена ҫине тухмалли тумтир туянма кайӗ. Шупашкар хула администрацийӗ вара музыка инструменчӗ туянма 350 пин тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ачасем валли чӑвашла ҫырнӑ хайлавсенчен виҫҫӗшӗ премие тивӗҫнӗ. Кун пирки республикӑн Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви йышӑннӑ. Ачасемпе ҫамрӑксем валли шӑрҫалакан чи лайӑх ӗҫсене палӑртакан ӑмӑртӑва Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ 2011 ҫулта ҫирӗплетнӗ йышӑнупа йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫалхинчен 10 авторӑн 14 ӗҫне хакланӑ. Конкурс комиссийӗ (республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи кӗске хыпарта йышра камсем пулнине палӑртман) виҫӗ номинацире ҫӗнтерӳҫӗсене уйӑрнӑ. «Шкул ҫулне ҫитменнисем тата кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли» ятлинче М.Ф. Степановӑн (Карягинан) «Паттӑр вӑйӗ — пӑтӑра» хайлавӗшӗн 50 пин тенкӗлӗх грант уйӑрма йышӑннӑ. «Вӑтам классенче вӗренекенсем валли ҫырнӑ хайлав» номинаципе Н.П. Петрова (Ишентее) «Ачаш кулӑш вӑрттӑнлӑхӗшӗн» 75 пин тенкӗ парӗҫ. «Аслӑ классенче вӗренекенсем валли ҫырнӑ хайлав» номинацире В.Д. Николаевӑн «Юптарусем» ӗҫне палӑртнӑ — ӑна та 75 пин тенкӗ уйӑрӗҫ. Конкурсра ҫӗнтернӗ алҫырусене килес ҫул пичетлемелли социаллӑ пӗлтерӗшлӗ хайлавсен списокне кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш литературишӗн паян пӗлтерӗшлӗ кун, мӗншӗн тесен калавсен Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ ӑмӑртӑвӗн чӑваш тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫисене палӑртӗҫ. Эпир хыпарланӑччӗ ӗнтӗ: ӑмӑртӑва Еврази ҫыравҫисен пӗрлӗхӗ ирттерет (штаб-хваттерӗ Турцире вырнаҫнӑ, ертӳҫи – Якуп Омероглу доцент, доктор). Чӑваш тапхӑрӗнчи ӑмӑрту ҫинчен кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче пӗлтернӗччӗ, вӑл ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вӗҫленчӗ. Ӑмӑртӑвӑн чӑваш тапхӑрне ирттерессишӗн яваплӑ Ҫыравҫӑсен ирӗклӗ пӗрлӗхӗнчен пӗлтернипе, кӑҫалхи ӑмӑртӑва 17 ҫыравҫӑ 21 хайлав тӑратнӑ. Авторсем камсем пулнине калавсене хакланӑ хыҫҫӑн ҫеҫ уҫӑмлатнӑран, ӑмӑртӑва камсем-камсем хутшӑннине халлӗхе калама ҫук. Анчах та самай «шултра» ҫыравҫӑсем те хутшӑнма пултарнӑ тесе тӗшмӗртме пулать. Хӑш-пӗр тишкерӳҫӗсем ӑмӑртӑва Виталий Енӗш, Денис Гордеев, Николай Максимов, Борис Чиндыков, Надежда Ильина, Геннадий Максимов, ҫавӑн пекех Владислав Николаев, Илле Иванов, Ион Шеремет хутшӑнма пултарнӑ тесе тӗшмӗртеҫҫӗ. Калавсене ярса пани тӑрӑх, ӑмӑртӑва Пушкӑртстанра, Тутарстанра тата Чӗмпӗр облаҫӗнче пурӑнакан чӑваш ҫыравҫисем хутшӑнма пултарнӑ. Калавсен Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ ӑмӑртӑвӗн чӑваш тапхӑрӗн тӳрелӗхӗнче Виталий Родионов ӑслӑлӑх докторӗ, профессор, Петӗр Эйзин сӑвӑҫ, Атнер Хусанкай тата Ирина Кириллова литература тӗпчевҫисем, Николай Ларионов журналист пулчӗҫ. |
Культура
![]() Янӑшри конкурс вӑхӑтӗнче Шупашкар районӗнчи ҫак кунсенче аслӑ ҫулхисен «Чунпа ҫамрӑк» пултарулӑх конкурсӗ малалла пырать. Ӗнер Ҫӗньял ял тӑрӑхӗнчи Шӑмӑшра иртнӗ. Гала-концерт авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Кӳкеҫри Культура ҫуртӗнче пулӗ. Маларах конкурс Янӑшра иртнӗ. Унтине вырӑнтисемсӗр пуҫне Чӑрӑшкасси, Ишек ял тӑрӑхӗсенчи ӳркенмен ватӑсем пуҫтарӑннӑ. Ҫулне кура мар вӑр-варрисене хаклакан тӳресен йышӗнче Ростислав Данилов та пур. Хӑй вӑхӑтӗнче Росислав Васильевич Шупашкар район пуҫлӑхӗ пулнӑччӗ, халӗ вӑл Раҫҫей пенсионерӗсен союзӗн районти уйрӑмне ертсе пырать. Тӳресен йышӗнче ҫавӑн пекех — Шупашкар районӗнчи клубсен тӗп тытӑмӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Ксения Виноградова, асӑннӑ тытӑмӑн пуҫлӑхӗн пултарулӑх енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Ксения Леонтьева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнекисем Туркменистанри куравра Чӑваш литературине туркменла, туркменлине чӑвашла куҫарасси пирки республикӑн Информаци политикин тата массӑлла коммуникацисен министерстви хыпарлать. Пӗр чӗлхерен теприне куҫарас шухӑш патне Чӑваш кӗнеке издательствин пуҫлӑхӗ Валерий Комиссаров ҫитнӗ. Кун пирки вӑл Туркменистанри «Дияр» литература журналӗн редакторӗпе Акмухаммет Хемидовпа калаҫса татӑлнӑ. Енсем Ашхабадра иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери «Книга — путь сотрудничества и прогресса» (чӑв. Кӗнеке — килӗштерсе ӗҫлемелли тата аталанмалли ҫул) XI курав-ярмӑрккӑра тӗл пулнӑ. Авӑн уйӑхӗн 21-23-мӗшӗсенчи ҫав мероприятие Раҫҫейри тата Никама пӑхӑнман ҫӗршывсен союзне кӗрекен ҫӗршывсенчи 50-а яхӑн организаци хутшӑннӑ. Вӗсем пурте издательство тата полиграфи ӗҫӗпе, кӗнеке кӑларассипе тӑрӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.09.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ҫӗмӗрле вӑрман хуҫалӑхӗ йӗркеленнӗ. | ||
| Фёдорова Ольга Фёдоровна, Социаллӑ Ӗҫ Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алексеев Леонтий Алексеевич, журналист-публицист ҫуралнӑ. | ||
| Погильдяков Вениамин Васильевич, прозаик, киносценарист вилнӗ. | ||
| Чӑваш халӑх сайчӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |