Культура
Муркаш районӗнчи Москакасси ял тӑрӑхӗнче икӗ культура ҫурчӗ пур. Ҫак кунсенче вӗсенчи 4 пултарулӑх ушкӑнӗ концерт лартнӑ. Малтанах Рыкакасси клубӗ ҫумӗнчи ача-пӑча ушкӑнӗ сцена ҫине тухнӑ. Вӗсем куракансене гитара, аккордеон каласа тӗлӗнтернӗ. «Шураппа» фольклор ушкӑнӗ вара ҫӗнӗ юрӑпа савӑнтарнӑ. Елена Пушкина шурӑ шупӑрпа тухса «Мӗнле пурӑнан, аякри тӑван?» юрӑ шӑрантарнӑ. Полина Никифоровӑпа Галина Шалтынова юрланӑ юрӑсем те куракансен кӑмӑлне кайнӑ. «Шуҫӑм» халӑх юррипе ташӑ ушкӑнӗ тӗрлӗ жанрпа тӗлӗнтернӗ. Москакасси шкулӗнче вӗренекенсем «Нарспи» поэма сыпӑкне кӑтартнӑ. Любовь Ванюшкинӑпа Прасковья Лебедева вара Н.Захаровӑн «Чӗкеҫсем» спектаклӗн пӗр сыпӑкне вылянӑ. «Эчкерен ҫӑлтӑрӗсем» эстрада ушкӑнӗ те халӑха тӗлӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Сӑмахӗ кунта Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ ирттернӗ «Выдающиеся люди вашего района» (чӑв. Сирӗн районӑн паллӑ ҫыннисем) интернет-конкурс ҫӗнтерӳҫи пирки пырать. Шел те, анчах пурне те илсе каяймӗ-ха хаҫат. Хӑйсен тӑрӑхӗнчи тава тивӗҫлӗ ҫынсем тата вӗсем пирки парламент хаҫачӗ ирттерекен конкурсра каласа кӑтартма тивӗҫ тесе шухӑшланӑ ӗҫсене парламент кӑларӑмӗ иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗчченех пухрӗ. Кайран интернет-сасӑлав ирттерсе ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртрӗ. Малтанхи тапхӑрта — кашни районпа уйрӑмшар. Тӳррипе каласан, конкурс вӑхӑтӗнче пӑтӑрмах та сиксе тухнӑ. Хӑшӗсем сасӑсене суя мелпе хушма тытӑннӑ. Кун пек пуласса хаҫатҫӑсем тӗлленменччӗ те. Суя сасӑллисене палӑртас тата вӗсен ҫулне пӳлес тӗллевпе хӑш-пӗр ӗҫе конкурсран та кӑларма тивнӗ. Сасӑлава та ҫав сӑлтава пулах вӑхӑт ҫитиччен вунӑ кун маларах чарма лекнӗ. Чарнӑ вӑхӑт сайтӑн администраторне суя сасӑсене пӑрахӑҫлама кирлӗ пулнӑ. Районсемпе ҫӗнтерӳҫӗсем халӗ паллӑ, вӗсем пирки хаҫат хӑйӗн сайтӗнче хыпарларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш Республикин халӑх артистки Августа Уляндина «Поле чудес» (чӑв. Телӗнтермӗш уйӗ) телепередачӑн ӗнерхи, нарӑсӑн 5-мӗшӗнче, тӗлӗнтересси пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Ун чухне эпир вӑл вӑййа хутшӑнасси е юрласси пирки каламанччӗ. Халӗ вара пӗлетпӗр. Вӑййа хутшӑнмарӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки вӑййа Чӑвашран хутшӑннӑ ҫынпа пӗрле тухрӗ. Шупашкар ҫынни, Иван Егорович Дмитриев, Августа Уляндинӑпа унӑн ушкӑнне «музыка парни» тесе паллаштарчӗ. Иван Егорович Виталий ывӑлӗн ачипе, Семенпа, параппан умне тухрӗ. Калаҫма ӳркенмен, питӗ йӑрӑ ача сӑвӑ вуласа пачӗ, хӑйӗн ҫулталӑкри йӑмӑкӗ пуррине пӗлтерчӗ. Вӑл Иван Дмитриев вара вӗлле хурчӗ тытнине пӗлтернӗ май пыл сӑри илсе пынӑ, унпа Леонид Якубовичпа сӑйларӗ. Тата вӑл чӑваш мунчине килсе кӗме сертификат парнелерӗ, милӗк, шӑрттан. Милӗкпе хӑй ҫапса яма шантарчӗ. Кӑларӑма арҫын пилӗк мӑнукӗнчен виҫҫӗшӗнпе ҫитнӗ. Вӗсенчен тепри те сӑвӑ вуларӗ. Шупашкар арҫынни финала тухрӗ, унта та ҫӗнтерчӗ, тӗкӗрлӗ фотоаппарат ҫӗнсе илчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш Ене курав пуйӑсӗ кӗҫех килмелле. Унпа пирӗн республикӑна чукун ҫулӗсем пирки каласа кӑтартакан музея илсе ҫитерӗҫ. Ку музея 2011 ҫулта уҫнӑ. Вӑл 9 вакунтан тӑрать, кашнинче курав йӗркеленӗ. Экспонатсем килен-каяна Раҫҫейри чукун ҫулӑн хальхи тата пулас пурнӑҫӗпе паллаштараҫҫӗ. Унта кивӗ пӑравуссен, хальхи пуйӑссен вакунӗсене вырнаҫтарнӑ. Пуйӑс-курав Раҫҫейри регионсем тӑрӑх ҫӳрет. Чӑваш Республикине вӑл нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче килӗ, Улатӑр хулинче чарӑнӗ. Курава 10 сехетрен паҫласа 18 сехетчен ҫитме май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче Чӑваш Енри Бельман обществи 20 ҫулхине уявлама пухӑннӑ. Республикӑн Наци вулавӑшӗнчи тӗлпулӑва юхӑмӑн «шурсухалӗсем» те, унпа пӗр шухӑшлисем те пуҫтарӑннӑ. Олег Улангин ятлӑ ҫын обществӑна епле йӗркелесе яни пирки аса илнӗ, Бельман обществи Чӑваш Енре, Мускавра тата Самарӑра туса ирттерекен ӗҫсем пирки каласа кӑтартнӑ. Сӑмах май каласан, ку обществӑна пуҫарса ямашкӑн 2005 ҫулхи ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пухӑннӑ чух Чӑваш Енӗн пӗрремӗш Элтеперӗ Николай Федоров, Швецин Раҫҫейри атташи Юхан Эберг тата шведсен делегацийӗ те пулнӑ. Обществӑн 20 ҫулхи уявне хутшӑннӑ Атнер Хусанкай филолог, искусствовед шведсен поэзине чӑвашла куҫарни пирки каласа кӑтартнӑ. Ку ӗҫе малтанласа Геннадий Айхи поэт тата тӑлмачӑ пуҫарнӑ. К.М. Бельманӑн «Сывлӑха, тӑвансемӗр» кӗнекине 1995-мӗш тата 1999-мӗш ҫулсенче кун ҫути кӑтартнӑ. Харри Мартинсонӑн «Аниара» поэма-ревюне те чӑвашла пичетленӗ. Шведсен ӗҫӗсене чӑвашла куҫарма Ева Лисина тата Иосиф Дмитриев (Трер) та хутшӑннӑ. 2005 ҫултанпа Иосиф Дмитриев (Трер) Дмитрий Воробьевпа пӗрле пулса куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Нумаях пулмасть Етӗрнери таврапӗлӳ музейӗнче чикӗ сыхлакансен залӗ хута кайнӑ. Кӑкшӑмри 9 ҫул вӗренмелли шкулӑн пуҫламӑш класра вӗренекен ачасен пӗр ушкӑнӗ хӑйсен вӗрентекенӗсемпе ҫак залпа паллашма ятарлӑ экскурсине кайнӑ. Республикӑри «Пограничное братство» (чӑв. ~Чикӗри тӑванлӑх) халӑх ушкӑнӑн комиссарӗ Сергей Антипин шкул ачисене чикӗ сыхлакансен залӑн историйӗпе паллаштарчӗ. Кунти материалсене, ятарлӑ зала хӑй вӑхӑтӗнче ҫӗршыв чиккине сыхланӑ пограничниксен пуҫарӑвӗпе уҫнӑ. Шкул ачисем вӗсемпе интересленсех паллашнӑ, чикӗ сыхлакансен пурнӑҫне сӑнлакан видео та курнӑ. «Ҫӗршыва сыхлама хатӗр пулма мӗн пӗчӗкрен хатӗрленмелле, спортпа туслӑ пулмалла, шкулта лайӑх вӗренмелле. Унта та кунта террористсем алхасаҫҫӗ. Сирӗн ҫитӗнсен ҫӗршыва хӳтӗлеме хатӗр пулмалла», — тенӗ пограничник-ветеран Михаил Данилов. Юлашкинчен пухӑннисем асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш патшалӑх вырӑс драма театрӗ ҫӗнӗ спектакль хатӗрлеме тытӑннӑ. Режиссер постановщикӗ — Сергей Юнганс. Сергей Юнганса куракансем Ж.Ануян «Орфей и Эврика», М.Себастианӑн «Безымянная звезда», Дарои Фон «Не играйте с архангелами» («Блондинка») спектакльсем тӑрӑх пӗлеҫҫӗ. Ҫӗнӗ спектакль ӳнерҫӗ постановщикӗ Булат Ибрагимов. Вӑл Тутарстанри Г.Камал ячӗллӗ патшалӑх академи театрӗнчен. Булат театр ушкӑнӗпе пӗрремӗш хут ӗҫлемест. Вӑл «Безымянная звезда», «Не играйте с архангелами» постановкӑсене илемлетнӗ. Ирина Гаврилова хореограф вара вырӑс драма театрӗн труппипе иккӗмӗш хут ӗҫлӗ. Премьера пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Раҫҫейре Кино ҫулталӑкӗ пулнӑ май тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Кӑҫал Чӑваш Енре ӳкернӗ пирвайхи фильм юбилей паллӑ тӑвать тата. Вӑл «Волжские бунтари». Чӑваш халӑхӗ хӑйӗн правишӗн кӗрешнине ҫутатакан фиьма 90 ҫул каялла ӳкернӗ. ЧР Наци вулавӑшӗнче Кино ҫулталӑкне халалласа курав уҫнӑ. Ӑна чӑвашсен пӗрремӗш актрисине Тани Юна халалланӑ. Вӑл асӑннӑ фильмра тӗп роле вылянӑ. Чӑвашкинон ытти фильмӗнче те вӑл сӑнарсене калӑпланӑ. Режиссерӗ — унӑн упӑшки Иоаким Максимов-Кошкинский пулнӑ. Специалистсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи чӑваш фильмӗсем тӗнче стандарчӗсемпе пӗр килнӗ. Шел те, халӗ республикӑри кинематограф ура ҫине тӑрать ҫеҫ. Тани Юна халалланӑ курав Чӑваш Енри чылай кӗтесре пулнӑ. Халӗ актрисӑн пурнӑҫӗпе шупашкарсем паллашма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑвашсен пӗрремӗш актриси Тани Юн Етӗрне районӗнчи Чурпай ялӗнче 113 ҫул каялла ҫуралнӑ. Пӗрремӗш хут сцена ҫинче вӑл Палтайри клубра Н. Ефремов ҫырнӑ «Пуян Карук» спектакльте вылянӑ. Ун чухне хӗр 1920 ҫулта Етӗрнере вӗреннӗ, ӑна Палтай ялне вулама пӗлменнисене хутла вӗрентме янӑ пулнӑ. Аслисене вулама вӗрентнӗ хушӑрах ҫамрӑк хӗр драмкружока ҫӳреме те вӑхӑт тупнӑ. Кино ҫулталӑкне тата Татьяна Степановна Максимова -Кошкинскаяна асӑнса паян Палтайри вӑтам шкулта митинг пулчӗ. Тани Юн ячӗпе ҫак вӑтам шкул ҫурчӗ ҫине ятарлӑ асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Шкул ачисем асӑну хӑми умне чечек ҫыххи хучӗҫ, ӑна асӑнса пӗр минут шӑп тӑчӗҫ. Тани Юн пултарулӑхне халалласа 11-мӗшсем ятарлӑ «Тани Юн — чӑвашсен пӗрремӗш актриси» ятлӑ хӑтлав хатӗрленӗ. Актриса 7 фильма хатӗрлес ӗҫе хутшӑннӑ, хӑй 5 фильмра вылянӑ. Унсӑр пуҫне шкул ачисем «Иртнӗ кунсем-ҫулсем» кӗнеке тӑрӑх актрисӑн биографийӗпе паллашнӑ. Шкулта ӑна халалланӑ кӗнеке куравне те йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Юрий Сементере юбилей ячӗпе район пуҫлӑхӗ Олег Васильевич саламлать Кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче пурӑнакансем культура ҫуртне пуҫтарӑнчӗҫ. Ку мероприяти Ҫӗр ӗҫченӗн ҫулталӑкне, Кино ҫулталӑкне халалланӑ уяв пулчӗ. Уява чылай ҫын пуҫтарӑнчӗ. Уява Шупашкартан вӗрентӳ министрӗн ҫумӗ Сергей Кудряшов, культура министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Константин Яковлев, чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер, «Трак ен» ентешлӗх ертӳҫи Алексей Львов килсе ҫитрӗҫ. Уявӑн 1-мӗш пайӗ Кӗҫӗн Шетмӗре пулчӗ. Унта пуҫтарӑннисем чӑваш халӑх художникне, К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийен лауреатне Элли Михайлович Юрьева халалланӑ музейра пулса курчӗҫ. Вӑл Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗнче ҫуралнӑ. Уявӑн тӗп пайне «Ниме» йӑла-йӗркине кӑтартнипе пуҫларӗҫ. Ун хыҫҫӑн Красноармейски район пуҫлӑхне Олег Васильевич Дмитриева сӑмах пачӗҫ. Вӑл кунта пухӑннисене уяв ячӗпе саламларӗ. Красноармейски район администрацин пуҫлӑхӗ Сергей Молотков сӑмах илчӗ. Вӑл пухӑннисене 2016 ҫула Раҫҫейре Кино ҫулталӑкӗ тесе йышӑннине пӗлтерчӗ, Раҫҫей Президенчӗн указӗпе паллаштарчӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |