Культура
Чӑваш Енре «Литературная Чувашия: самая читаемая книга 2014-2015 годов» (чӑв. Литературӑллӑ Чӑваш Ен: 2014-2015 ҫулсенчи чи вуланакан кӗнеке) республикӑри конкурс малалла пырать. Ҫавна май Шупашкар районӗнчи вулавӑш ӗҫченӗсем «Читай наших» (чӑв. Хамӑрӑннисене вула) ятпа вулакансен хаклавӗсем хушшинче конкурс ирттерме шут тытнине эпир пӗлтернӗччӗ. «Литертаурӑллӑ Чӑваш Ен» конкурс иртнӗ май асӑннӑ районти вулавӑшсенче тӑрӑшакансем вулакансем хушшинче тепӗр тупӑшу та шутласа кӑларнӑ. «Селфи: Моя любимая чувашская книга» (чӑв. Селфи: Манӑн юратнӑ чӑваш кӗнеки) ят панӑскере кирек кам та хутшӑнма пултарать. Кӗнеке вулакан ҫын сӑнарӗ урлӑ вӗсем чӑваш кӗнекипе кӑсӑклантарасшӑн. Кӗнеки маларах асӑннӑ литература конкурсӗн списокне лекнӗскер пулмалла. Списокпа кунта паллашма пулать. Сӑнӳкерчӗксене ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ таран йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене chbibl3@cap.ru электрон адреспа ярса памалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Шупашкар районӗнчи вулавӑш ӗҫченӗсем «Читай наших» (чӑв. Хамӑрӑнне вула) ятпа вулакансен хаклавӗсем хушшинче конкурс ирттерме шут тытнӑ. Ӑна вӗсем «Литературная Чувашия: самая читаемая книга 2014-2015 годов» (чӑв. Литературӑллӑ Чӑваш Ен: 2014-2015 ҫулсенчи чи вуланакан кӗнеке) республикӑри конкурс иртнӗ май йӗркелессине пӗлтернӗ. Конкурс ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӑлӗ те акан 20-мӗшӗччен пырӗ. Конкурс тӗллевне вулавӑш ӗҫченӗсем чӑваш писателӗсемпе поэчӗсен кӗнекисемпе халӑха кӑсӑклантарассинче кураҫҫӗ. Конкурса хутшӑнаканӑн, Шупашкар районӗн централизациленӗ вулавӑш тытӑмӗн пуҫлӑхӗ Галина Тимофеева ӑнлантарнӑ тӑрӑх, «Литературӑллӑ Чӑваш Ен» списока лекнӗ кӗнекесенчен хӑшне те пулин вуласа тухмалла та ӑна хакласа ҫырса кӑтартмалла. Ҫӗнтерӳҫӗсене Чӑваш чӗлхин кунне халалласа районта ирттерекен уяв вӑхӑтӗнче чыслама палӑртнӑ. Ӗҫсене chbibl3@cap.ru электрон адреспа йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Кӑҫал «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, артистсене Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗнче чысланӑ. Кӑҫал чыслав Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ. Конкурса кашни ҫулах ҫӗнӗлӗх кӗртеҫҫӗ. Кӑҫал артистсене жюри пайташӗсем мар, ахаль ҫынсем дипломсем тыттарнӑ. «Эпизодри чи лайӑх роль» номинацире Сергей Алексеев ҫӗнтернӗ. Вячеслав Оринов ачасем валли чи лайӑх спектакль лартнине палӑртнӑ («Недоросль»). «Чи лайӑх спектакль» номинцире Валерий Яковлевӑн «Константин Иванов» постановки ҫӗнтернӗ. Унта тӗп роле вылякан Валерий Карпов «Арҫын рольне чи лайӑх калӑплакан» номинцире мала тухнӑ. Вырӑс патшалӑх драма театрӗн артистки Оксана Ананьева «Хӗрарӑм рольне чи лайӑх калӑплакан» номинацире мала тухнӑ. Ӑна ҫак ята «Безымянная звезда» спектакльте Ятсӑр хӗрарӑма калӑпланӑшӑн панӑ. «Чи лайӑх сценографи» номинацире никама та палӑртман. «Спектакльти чи лайӑх музыка» номинацире Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн сцени ҫине тухнӑ «Муха-Цокотуха» спектакле илемлетнӗ Андрей Галкин композитор ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Шупашкарта «Контрабас тӗнчи» пӗтӗм тӗнчери III фестиваль иртнӗ. Унта тӗнчери пултаруллӑ контрабасҫӑсем хӑйсен пултарулӑхне тата ҫак музыка инструменчӗн илемлӗ янӑравӗпе куракана тыткӑнланӑ. Фестиваль кунӗсенче май тӗп хуламӑрти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче Эрик Хансен тата Ростислав Яковлев маҫтӑр-класс ирттернӗ. Эрик Хансен — контрабас профессорӗ. Вӑл АПШри Юта штатри Бригам ячӗллӗ университетри музыка шкулӗнче симфони оркестрӗн дирижерӗнче тӑрӑшать. Унсӑр пуҫне вӑл Юта оркестрӗн солисчӗ тата дирижерӗ. Ростислав Яковлев — Пӗтӗм Союзри конкурс лауреачӗ, Питӗрти филармонин симфони оркестрӗн солисчӗ. Фестиваль вӑхӑтӗнче асра юлмалла концертсем те иртнӗ. Вӗсенчен пӗри куракансене Шупашкарти филармони залне пухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ачасене китай чӗлхине А. Данилова экскурсовед ӑша хывтарать Чӑвашран тухса тӗнчипе ят-сум илнӗ Никита Бичурин ӑсчах-академик, Раҫҫейре китаейпӗлӗвне пуҫарса янӑ Никита Бичуринӑн пӗртен-пӗр музейӗнче, Кӳкеҫре вырнаҫнӑ «Бичурин тата хальхи самана» ятлӑскерте, вӗҫӗмех шыравра. Никита Бичурин, сӑмах май, Шупашкар район ҫынни. Вӑл унти Типнерте ҫуралнӑ. Паллӑ ентешне халалланӑ музея уҫнӑранпа ертсе пыракан Ирина Удалова аваллӑх управҫинче нумаях пулмасть китай чӗлхипе маҫтӑр-классем ирттерме тытӑннине пӗлтерет. Малтан ачасем «Научный подвиг Н.Я. Бичурина» (чӑв. Н.Я. Бичуринӑн ӑслӑлӑхри паттӑрлӑхӗ) залри экспонатсемпе паллашаҫҫӗ. Кайран вӗсене музей экскурсовочӗ А.В. Данилова иероглифсемпе, китай чӗлхинче сасӑсене епле каланипе паллаштарать. Шкул ачисене вӑл ансат сӑмах ҫаврӑнӑшӗсемпе китайла сывлӑх сунма, тав тума, сывпуллашма вӗрентет. Пӗчӗк кӑна диалогсем те ирттерет вӑл вӗсемпе тата темиҫе иероглиф ҫырма хӑнӑхтарать. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа музейри маҫтӑр-класра Шупашкарти тӑватӑ вӗренӳ учрежденийӗнчи — 2-мӗш гимназири, 14-мӗш кадет шкулӗнчи тата 3-мӗшпе 57-мӗш вӑтам шкулсенчи — ачасем пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян «Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи: 100 ҫул» ятпа ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртрӗ. Институтпа пӗрле ӑна Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗ йӗркеленӗччӗ, Тӑван ене тӗпчекенсен кунне халалланӑччӗ (пушӑн 28-мӗшӗ). Конференцире пурӗ 30 ытла ҫын тухса калаҫнӑ — Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫинче пуҫ хунисене аса илнӗ, вӗсен паттӑрлӑхне хакланӑ, ҫав вӑхӑтри влаҫ тытӑмӗн ӗҫне сӳтсе явнӑ. Хӗрӳ сӳтсе яву Николай Егорович Лукианов доклачӗ хыҫҫӑн иртнӗ. Тухса калаҫакансен хушшинче таврапӗлӳҫӗсем икӗ ушкӑна пайланни хитре маррине палӑртакансем те пулнӑ. Асаилтеретпӗр, конференци вӑхӑтӗнчех наци вулавӑшӗнче Чӑваш таврапӗлӳҫисен XII пухӑвӗ иртнӗ. Малашне ҫак икӗ сумлӑ пӗрлӗх хӑйсен мероприятийӗсене пӗр кунра ирттереҫҫӗ пулсан та вӑхӑтне те пулин раснарах лартма ыйтнӑ. Ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцине ҫав ҫулхи салтак тумӗсем («Русский егерь» клуб) тата салтака ӑсатнине лартса панӑ сцена илем кӳнӗ. Ҫавӑн пекех пухӑннисем умӗнче салтак юррисене те юрласа панӑ. Аса илтеретпӗр, Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи 1914 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пуҫланнӑ та 1918 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗнче вӗҫленнӗ. |
Культура
Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта «Талантсен хумӗ» регионсен хушшинчи конкурс иртӗ. Хореографи тата ӳнер пултарулӑхӗн ӑмӑртӑвне Чӑваш Енри пултаруллӑ ҫынсем кӑна мар, Хусанти, Ешӗлварти (Зеленодольскри), Калуга облаҫӗнчисем те килӗҫ. Хальлӗхе 500 ҫын хутшӑнма заявка панӑ. Анчах вӗсен шучӗ ӳсме те пултарать. Конкурс «Химик» культура ҫуртӗнче иртӗ. Раҫҫейри Кино ҫулталӑкне халалланӑскер ирхи 9 сехетре пуҫланӗ те 15 сехетре вӗҫленӗ. Конкурса ачасене хореографи, ӳнер пултарулӑхӗнчен аталанма пулӑшас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Ҫамрӑк артистсем тӗрлӗ номинацире тупӑшӗҫ: ташӑ, мода, хореографи композицийӗ… «Раҫҫейри чи юратнӑ кино» ятарлӑ номинацире ачасем тӗрлӗ жанрлӑ номерсем кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ӗнер Чӑваш Республикинчи кинематографсен пӗрлешӗвӗ ҫавра сӗтел ирттерчӗ, «Чӑваш кинематографӗн пуласлӑхӗ. Мӗн тумалла?» ятлинче чӑваш кино ӑсталӑхне мӗнле майпа малалла аталантармаллине сӳтсе яврӗ. Пӗрлешӳ пайташӗсен шухӑшӗпе тӗп вырӑнта патшалӑх пулӑшӑвӗ пулмалла. Ку — кино ӳкерес культури аталаннӑ ытти республикӑсенче лайӑх палӑрнине каларӗҫ. Чӑваш киновне тӗрек паракан саккунсем йышӑнма сӗнчӗҫ. Тӗслӗх пек Якути, Пушкӑрт, Тутар республикисене илсе пачӗҫ — саккунсем ҫине таянса вӗсем хӑйсен кино ӑсталӑхне аталантарма сахал мар укҫа уйӑраҫҫӗ. Пушкӑрт Республикинче, сӑмахран, 40–80 миллион ҫулталӑкне параҫҫӗ, анчах вырӑнтисемшӗн ку та ҫителӗксӗр, ытла сахал тесе калаҫҫӗ. Пирӗн республикӑна илес пулсан кино ӑсталӑхне пӗтӗмпех тенӗ пекех уйрӑм хастарсем аталантараҫҫӗ. Кунта «Аксар» студине тата ыттисене илсе кӑтартма пулать. Ҫавра сӗтелте ҫавӑн пекех ҫамрӑксене ятарлӑ вӗрентме яма сӗнчӗҫ. Кунта Якути тӗслӗхӗпе ҫирӗплетрӗҫ. Вырӑнта вӗрентме пултараканнисем пуррине те палӑртрӗҫ, анчах кино ӳкерес ӑсталӑха укҫалла ӑса хывас текеннисем сахалли чӑрмантарни ҫинчен каларӗҫ. |
Культура
Календарьти ҫак кунсенчи паллӑ пулӑмсенчен пӗри вылякан пуканесемпе ҫыхӑннӑ. Виҫӗмкун вӗсем пӗтӗм тӗнчипех хӑйсен професси уявне паллӑ турӗҫ. Пуканесен кунӗнче чӑваш пуканисем, урӑхла каласан, Чӑваш патшалӑх пуканесен театрӗ Мускава тухса кайнӑ. Унта вӗсене Ӳнер ӗҫченӗсен тӗп ҫуртӗнче иртекен гала-концерта йыхравланӑ. Ҫапла вара ӗнер вӗсем унта хӑйсен тӗрлӗ регионти ӗҫтешӗсемпе пӗрле пултарулӑха Мускав сцени ҫинче кӑтартнӑ. Чӑн-чӑн пуканесем, ӑстаран та ӑстасем хутшӑнакан мероприятие пирӗн артистсене кашни ҫулах йыхравланине ӗнентерет республикӑн Культура министерстви. Классика меслечӗпе лартнӑ спектакльсемпе пӗрлех ӑсталӑха ҫӗнӗ йышши мелпе куракан патне ҫитерекен номерсем те ун пек уявсенче туллиех тесе ӗнентереҫҫӗ. Пирӗннисем К. Чуковский хайлавӗпе лартнӑ «Муха-цокотуха» юмаха кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗ ҫывхарнӑ май республикӑра «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс ирттерме хатӗрленнине маларах эпир пӗлтернӗччӗ. Театр ӳнерӗн Пӗтӗм тӗнчери кунне пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ. Асӑннӑ конкурса Чӑваш Енре яланхиллех ҫав кун пӗтӗмлетӗҫ. Театрсем пирки пӗтӗмӗшле каласан, паян пирӗн республикӑра патшалӑхӑн профессилле театрӗсем улттӑ. Раҫҫей тата тӗнче шайӗнче ят-сум ҫӗнсе илнӗ театр учрежденийӗсен шутне республикӑн Культура министерстви Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне кӗртет. Ҫакна вӑл ҫав театр пӗтӗм тӗнче шайӗнчи балет тата опера фестивалӗсем ирттернипе те сӑлтавлать тесе ӑнланма пулать асӑннӑ ведомствӑн сайтӗнчи хыпар тӑрӑх. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ тата Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ пирки те ыррине самай калама пулать. Чӑн та, унта лартакан спектакльсемпе миҫе ӑру ӳсмен-ши?! Вырӑс драма театрӗн те хӑйӗн кураканӗ. Патшалӑхӑн шутланакан драмӑн сӑнавлӑ театрӗ те ҫак ӳнере юратакансем хушшинче ятлӑрах та, сумлӑрах та пулса пырать темелле. Пукане театрне вара пӗчӗк куракансем кӑна мар, вӗсене курма ертсе пыракан аслисем те кӑмӑллаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |