Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Культура
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта тухса тӑракан «Грани» хаҫатӑн журналисчӗ Ирина Павлова Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн фончӗ «Чӑнлӑхпа тӗрӗслӗх» ятпа ирттернӗ конкурсра ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн информполитика министерстви хыпарлать. Журналистсен пултарулӑх тупӑшӑвне 2500 ҫын 5500 ӗҫ ярса панӑ, вӗсенчен 350-шне тӳресем ҫӗнтерӳҫӗ пек палӑртнӑ. Хӑйсен статйисенче журналистсем пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тытӑмӗнчи ҫивӗч ыйтусене хускатнӑ, коррупци, патшалӑх пулӑшӑвӗсен пахалӑхӗ, ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушлӑх пирки ҫырнӑ. Палӑртса хӑвармалла, ҫӗнтерӳҫӗсене Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн медиафорумӗнче чыслӗҫ, укҫан премипе хавхалантарӗҫ. Унсӑр пуҫне форум вӑхӑтӗнче журналистсем калаҫусене хутшӑнӗҫ, массӑллӑ информаци хатӗрӗсен тӗп редакторӗсемпе, тӳре-шарапа тӗл пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |