2018 ҫулӑн пӗрремӗш ҫур ҫулӗнче Патӑрьел районӗнчи «Авангард» хаҫата ҫырӑнакансем валли редакци парне хатӗрленӗ.
Юпа уйӑхӗн 5—15-мӗшӗсенче Пӗтӗм Раҫҫейри ҫырӑнтару вунӑ кунлӑхӗ акци иртнӗ май чун апачӗн хакӗ те йӳнелнӗ. «Авангард» хаҫат редакцийӗ ҫак тапхӑрта ҫырӑннисем валли парне хатӗрленӗ. Хавхалантарӑва пӗрремӗш илекенни Аслӑ Чементи Н. Мартынов пулнӑ. Николай Сергеевич ҫемйи 1973 ҫултанпа район хаҫатне илсе тӑрать иккен. «Мана «Авангард» питӗ килӗшет. Ӑна вуламасен темӗскер ҫитмест пекех туйӑнать. Район пурнӑҫӗпе хаҫат туллин паллаштарать. Ҫӗнӗлӗхсене те вӑхӑтра ҫутатать. Ҫанталӑк мӗнлерех пулассине пичетлеме пуҫлани те лайӑх. Уйрӑмах утӑ хатӗрленӗ вӑхӑтра хӑҫан ҫумӑр ҫӑвасси, хӗвел пӑхасси интереслентерет», — тенӗ Н. Мартынов блокнотпа ручкӑллӑ пулнӑ май.