Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +30.0 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Асам» кинофестивале Марат Никитин фильмӗпе уҫрӗҫ

Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
Сутатӑп Арека пальма
Аçтахар Плотников 13.11.2017 22:12 | 509 хут пӑхнӑ
Культура

Ҫамрӑксен театрӗн ҫуртӗнче паян «Асам» III кинофестивале савӑнӑҫлӑн уҫрӗҫ. Эпир ӑна онлайн мелӗпе ҫутатса пытӑмӑр.

Пӗтӗмлетсе каласан «Асам» кинофестивалӗн чи сумлӑ хӑнисем Константин Яковлев культура министрӗпе Николай Угаслов ЧНК президенчӗ пулчӗҫ. Вӗсем иккӗшӗ те ку кинофестиваль чӑваш халӑхӗшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине каларӗҫ. «Малтанах, 2015 ҫулта ку кинофестивале шанманнисем чылайччӗ», — терӗ культура министрӗ. — «Паян вара залра лӑк тулли халӑх. Ларма вырӑн та ҫук». Чӑн та зал тӑп-тулличчӗ. Нумайӑшӗн ура ҫинче тӑрса пӑхма тиврӗ. Сӑлтавӗ — ҫамрӑксен театрӗн ҫуртӗнчи Пысӑк зал юсавра пулнинче.

Кӑҫалхи «Асам» кинофестивале Марат Никитин режиссёрӑн «FUGA» фильмӗпе уҫрӗҫ. Унсӑр пуҫне куракансем «История чувашского кино» (чӑв. Чӑваш киновӗн историйӗ) фильм та курма пултарчӗҫ — унта Тани Юнпа Иоаким М.-Кошкинский асаилӗвӗсемпе паллашрӗҫ.

Тӗплӗнрех пирӗн онлайн-репортажра паллашма пултаратӑр.

#Асам, #кинофестивальсем, #культура, #чӑвашлӑх, #кино, #фильмсем

 

Сӑнсем (46)

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Кӑҫалхи «Асам» кинофестивалӗн гран-прийӗ чӑвашла фильма лекрӗ
2016, 10, 29
«Юман» фильм ӳкерекенсем лаша шыраҫҫӗ
2017, 03, 18
Кӑҫалхи «Асам» чӑваш фильмӗсене тӗрӗк тӗнчинче сарасшӑн
2017, 03, 19
Чӑваш кинематографине РФ тава тивӗҫлӗ артистки мифологире курать
2017, 05, 28
«Асам» кинофестиваль пресс-конференцие йыхравлать
2017, 11, 07

Комментари:

Тимĕр Акташ // 1355.73.9782
2017-11-14 13:41
Пĕлтерĕшлĕ лайăх хыпар. Чăваш кино пултăрах! Ăнăçÿ!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org