Валерий Раштав поэта Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, унчченхи пухура чӑваш парламентне ертсе пынӑ Юрий Попов тата Фарида юрӑҫ пӗр шухӑшлӑ пулса ноутбук парнеленӗ.
Студент чухнех сарӑмсӑрланса юлнине пула унтанпах вырӑнпах выртакан Валерий Кӳкеҫри ваттисемпе сусӑрсен ҫуртне лекнӗ. Шӑпа унта ҫитернӗ пулин те поэт чунлӑскерен аллинчен хутпа ручка каймасть. Пӗлтӗр чӑваш литературин ҫӳлӗкӗ Валерий Самойлов-Раштавӑн юрра хывӑннӑ сӑввисен пуххипе, ӑна «Телей кайӑкӗ» ят панӑ, пуянланнӑччӗ. Валерий Раштав маларах «Шухӑша вӗҫтереймӗн ҫилпе» ятпа кӗнеке кун ҫути кӑтартнӑ. Ӑна Валерий Самойловӑн университетра пӗрле вӗреннӗ тусӗсем парнелӗх кӑларнӑ.
Поэт патӗнче юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Юрий Попов тата Валерий Раштав сӑввисемпе кӗвве хывнӑ самай юрра шӑрантаракан Фарида пулнӑ. Чӑваш Енӗн Ҫыравҫӑсен союзӗн пайташне вӗсем ноутбук парнеленӗ.