Пӑтӑрмахсем
![]() Вырсарникун Канаш хулинче шкул ачи сарӑмсӑр вилнӗ. Ку инкек чукун ҫул ҫывӑхӗнче пулнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра, ҫӗрле, пӗр ҫынсем машинӑпа иртсе пынӑ. Вӗсем тӑрук ҫулӑм ялкӑшнине курнӑ. Арҫын ача ҫеккунтра ҫунса кайнӑ. 2002 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ача чукун ҫул кӗперӗн перили ҫине тӑнӑ, тимӗр виткӗч ҫине хӑпарма хӑтланнӑ. Ӑна электропралук, 27 пин вольтлӑскер, ҫапнӑ. Вӑл ҫавӑнтах вилнӗ. Полици ӗҫченӗсем каникул вӑхӑтӗнче ачасем тӗлӗшпе самантлӑха та тимлӗхе ҫухатмалла марри пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Вӗсене чукун ҫул ҫинче вылямалла маррине асӑрхаттармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта пысӑк инкек пулнӑ. Ӗҫкӗ вӑхӑтӗнче пӗчӗк ачана вӗлернӗ. Ку тискер ӗҫ ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 23 сехетре пулнӑ. Шупашкарти Алькеш урамӗнчи пӗр ҫуртра 25 ҫулти арҫын пӗлӗшӗ патӗнче эрех ӗҫнӗ чухне 4 ҫулти ачана хӗненӗ. Пӗчӗкскер ҫав ӗҫке пынӑ тепӗр арҫыннӑн хӗрачи пулнӑ. 25-ри арҫынна ача макӑрни килӗшмен. 38 ҫулти ашшӗ урама тухсан хайхискер ӑна аллипе, урипе пуҫӗнчен тата кӗлеткин ытти пайӗнчен тапнӑ-ҫапнӑ. Ача йывӑр сурансене чӑтаймасӑр ӗмӗрлӗхех куҫне хупнӑ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Палӑртмалла: вӑл унччен те судпа айӑпланнӑ. Халӗ вӑл ниҫта та ӗҫлемест. Следовательсем ку тискер ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вӗрентекенне ӗҫ пӳлӗмӗнче вӗлернӗ, унӑн виллине тупнӑ. Ку ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулнӑ. Вӑл ЧПУн медицина факультечӗн экстремаллӑ кафедринче студентсене вӗрентнӗ. Профессор Шупашкарти Васкавлӑ медпулӑшу пульницинче ӗҫленӗ. Шӑпах ҫавӑнта пӳлӗмре унӑн виллине тупнӑ та. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, профессорӑн кӗлетки ҫинче сурансем тупнӑ. Ку ӑна пусмӑрласа вӗлернине кӑтартать. Студентсем каланӑ тӑрӑх, инкек умӗн пӗр кун маларах вӑл патшалӑх экзаменне тыттарнӑ. Студентсем профессор хаваслӑ тата лайӑх ҫын пулнине ӗнентереҫҫӗ. Ку тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ следстви пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкара кӗнӗ ҫӗрте авари пулнӑ. Йывӑр тиевлӗ машина велосипедистсен колоннине пырса тӑрӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, велосипедистсенчен виҫҫӗшӗ суранланнӑ. Туристсем Йошкар-Ола енчен Мускав еннелле пынӑ. Вӗсен йышӗнче ачасем пулман. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, велосипедистсем ҫул хӗррипе пынӑ. Грузовик водителӗ самантлӑха тимлӗхе ҫухатнӑ имӗш. Туристсем Йошкар-Оларан Ҫӗнӗ Шупашкара килсе кунтан пуйӑспа киле кайма планланнӑ пулнӑ. Халӗ вӗсен пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта инкек пулнӑ. Нумай хутлӑ ҫурт чӳречинчен ача ӳкнӗ. Канмалли кунсенче кунашкал пӑтӑрмах виҫҫӗ пулнӑ. Инкек Ленин проспектӗнчи пӗр ҫуртра пулнӑ. Ача 7-мӗш е 8-мӗш хутран ӳкнӗ. Шел те, ачана ҫӑлма май килмен, вӑл пульницӑра вилнӗ. Халӗ ку тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать. Шупашкар хула администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, иртнӗ эрнере тепӗр икӗ ача чӳречерен тухса ӳкнӗ. Телее, вӗсем чӗрӗ, суранланнӑ ҫеҫ. Шупашкар хула администрацийӗ ашшӗ-амӑшне тимлӗрех пулма ыйтать. Шӑрӑх ҫанталӑкра кунашкал тӗслӗх нумайланать: ача москитлӑ сетка ҫине туянса чӳречерен тухса ӳкет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Любэ» ушкӑн бас-гитарисчӗ Павел Усанов 2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Мускаври пӗр клиникӑра пирӗн ентеш, «Любэ» ушкӑн бас-гитарисчӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Павел Усанов вилнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Павел Усановпа Мускавра ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче сывпуллашнӑччӗ. Тепӗр кунхине ӑна Чӑваш Ене илсе килнӗччӗ. Ӗмӗрлӗх каҫне вӑл тӑван тӑрӑхӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта, тупнӑччӗ. Пульницӑна Павел Усанова ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пуҫӗ йывӑр суранланнипе илсе пынӑ. Бас-гитариста такам хӗненӗ тесе калаҫрӗҫ. Павел тӑна кӗмесӗрех вилнӗ. Халӗ ку ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Суд умне унччен те судпа айӑпланнӑ Максим Добрый тӑрӗ. Бас-гитаристпа иккӗшӗн хушшинче ресторанта хирӗҫӳ сиксе тухнӑ. Максим Добрый ҫынна асӑрханмасӑр вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пулла кайнӑ арҫынна темиҫе кун каяллах шырама пуҫланӑ. Шел те, ҫак кунсенче унӑн виллине тупнӑ. Кун пирки арҫыннӑн хӗрӗ Ксения пӗлтерет. Шупашкарта пурӑнакан Вадим Филиппов Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗ ҫывӑхӗнчи утрава икӗ кунлӑха пулла кайнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирхине вӑл арӑмӗ патне шӑнкӑравланӑ. Каҫхине вара ҫыхӑнӑва тухман. Ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче тӑванӗсем пӑшӑрханса ӳкнӗ. Вӗсем утрав ҫине арҫынна шырама кайнӑ. Унта вӑлтине, киммине тупнӑ, утрава пӑхса ҫаврӑннӑ, анчах тӑванне тупайман. Кун хыҫҫӑн вӗсем полицие шӑнкӑравланӑ. Каярахпа ҫав арҫынна вӑлта выртнӑ ҫӗртен инҫех мар тупнӑ. Анчах вӑл сывламан ӗнтӗ. Хӗрӗ каланӑ тӑрӑх, ашшӗ путса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта ача ярӑнчӑкран ярӑнса чутах вилмен. Юрать, ӑна ҫӑлма май килнӗ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ку кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ рай онӗнчи ача пахчинче 11 сехетсенче пулнӑ. Ача ярӑннӑ чухне сумки ҫакланса ларнӑ, ҫавна май чутах сывлӑш ҫитменнипе вилмен. Ҫакна иртен-ҫӳрен те курнӑ. Воспитательсем, нянечкӑсем ача патне ыткӑннӑ, ҫӗр ҫинче выртакан ачан чӗрине массаж тунӑ. Воспитательсенчен пӗри макӑрсах янӑ. Пилӗк минутран васкавлӑ медпулӑшу ҫитнӗ. Ачана часрах илсе кайнӑ. Ачан ашшӗ те часах вирхӗрхӗнсе ҫитнӗ. Телее, ача сывах, пульницӑра выртать. Халӗ следстви пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Патӑрьелте пурӑнакан ҫемье ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ. Вӗсен мӗнле пурӑнмалла? Укҫа-тенкӗ те ҫук-ҫке-ха. Халӗ ҫемье ҫынсенчен пулӑшу ыйтать. Пушар ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче алхаснӑ. Ҫур ҫӗр иртни 2 сехет те 52 минутра МЧСа пушар тухни пирки шӑнкӑрав килнӗ: Карл Маркс урамӗнчи ҫурт ҫунать иккен. Вырӑна икӗ пушарнӑй машина ҫитнӗ. Пушар мӗнрен тухнине хальлӗхе пӗлмеҫҫӗ. Пӳртре виҫӗ ҫын пулнӑ: Александр Кошкин тата унӑн ашшӗ-амӑшӗ. Вӗсем ҫӑлӑннӑ, анчах йӑлтах ҫунса кайнӑ: ҫурт, ашшӗ-амӑшӗн паспорчӗ, япаласем, выльӑх-чӗрлӗх. Йытта та ҫӑлма май килмен. Халӗ ҫемье тӑванӗ патӗнче пурӑнать. Пушарта шар курнӑ ҫемье халӑх тетелӗсенче пулӑшу кирли пирки репост тӑвать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шӑмӑршӑ ял тӑрӑхӗнче инкек пулнӑ. Унта ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ. Пуҫлӑх виллине ашшӗ-амӑшӗн килӗнче тупнӑ. Ку паян, ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, пулнӑ. Халӗ ку ӗҫ-пуҫа следовательсем тӗпчеҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кунта криминал ҫук. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби те ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттернине хыпарлать. Тата ҫакна палӑртмалла: Шӑмӑршӑ ял тӑрӑхӗн администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче пуҫлӑх пирки информацие илнӗ. Хушнӑ: сӑмах Волков Валерий Фёдорович пирки пыни пире пӗлтерчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |