Пӑтӑрмахсем
Шупашкарта инкек пулнӑ. Нумай хутлӑ ҫурт чӳречинчен ача ӳкнӗ. Канмалли кунсенче кунашкал пӑтӑрмах виҫҫӗ пулнӑ. Инкек Ленин проспектӗнчи пӗр ҫуртра пулнӑ. Ача 7-мӗш е 8-мӗш хутран ӳкнӗ. Шел те, ачана ҫӑлма май килмен, вӑл пульницӑра вилнӗ. Халӗ ку тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать. Шупашкар хула администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, иртнӗ эрнере тепӗр икӗ ача чӳречерен тухса ӳкнӗ. Телее, вӗсем чӗрӗ, суранланнӑ ҫеҫ. Шупашкар хула администрацийӗ ашшӗ-амӑшне тимлӗрех пулма ыйтать. Шӑрӑх ҫанталӑкра кунашкал тӗслӗх нумайланать: ача москитлӑ сетка ҫине туянса чӳречерен тухса ӳкет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
«Любэ» ушкӑн бас-гитарисчӗ Павел Усанов 2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Мускаври пӗр клиникӑра пирӗн ентеш, «Любэ» ушкӑн бас-гитарисчӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Павел Усанов вилнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Павел Усановпа Мускавра ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче сывпуллашнӑччӗ. Тепӗр кунхине ӑна Чӑваш Ене илсе килнӗччӗ. Ӗмӗрлӗх каҫне вӑл тӑван тӑрӑхӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта, тупнӑччӗ. Пульницӑна Павел Усанова ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пуҫӗ йывӑр суранланнипе илсе пынӑ. Бас-гитариста такам хӗненӗ тесе калаҫрӗҫ. Павел тӑна кӗмесӗрех вилнӗ. Халӗ ку ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Суд умне унччен те судпа айӑпланнӑ Максим Добрый тӑрӗ. Бас-гитаристпа иккӗшӗн хушшинче ресторанта хирӗҫӳ сиксе тухнӑ. Максим Добрый ҫынна асӑрханмасӑр вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Пулла кайнӑ арҫынна темиҫе кун каяллах шырама пуҫланӑ. Шел те, ҫак кунсенче унӑн виллине тупнӑ. Кун пирки арҫыннӑн хӗрӗ Ксения пӗлтерет. Шупашкарта пурӑнакан Вадим Филиппов Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗ ҫывӑхӗнчи утрава икӗ кунлӑха пулла кайнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирхине вӑл арӑмӗ патне шӑнкӑравланӑ. Каҫхине вара ҫыхӑнӑва тухман. Ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче тӑванӗсем пӑшӑрханса ӳкнӗ. Вӗсем утрав ҫине арҫынна шырама кайнӑ. Унта вӑлтине, киммине тупнӑ, утрава пӑхса ҫаврӑннӑ, анчах тӑванне тупайман. Кун хыҫҫӑн вӗсем полицие шӑнкӑравланӑ. Каярахпа ҫав арҫынна вӑлта выртнӑ ҫӗртен инҫех мар тупнӑ. Анчах вӑл сывламан ӗнтӗ. Хӗрӗ каланӑ тӑрӑх, ашшӗ путса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкарта ача ярӑнчӑкран ярӑнса чутах вилмен. Юрать, ӑна ҫӑлма май килнӗ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ку кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ рай онӗнчи ача пахчинче 11 сехетсенче пулнӑ. Ача ярӑннӑ чухне сумки ҫакланса ларнӑ, ҫавна май чутах сывлӑш ҫитменнипе вилмен. Ҫакна иртен-ҫӳрен те курнӑ. Воспитательсем, нянечкӑсем ача патне ыткӑннӑ, ҫӗр ҫинче выртакан ачан чӗрине массаж тунӑ. Воспитательсенчен пӗри макӑрсах янӑ. Пилӗк минутран васкавлӑ медпулӑшу ҫитнӗ. Ачана часрах илсе кайнӑ. Ачан ашшӗ те часах вирхӗрхӗнсе ҫитнӗ. Телее, ача сывах, пульницӑра выртать. Халӗ следстви пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Патӑрьелте пурӑнакан ҫемье ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ. Вӗсен мӗнле пурӑнмалла? Укҫа-тенкӗ те ҫук-ҫке-ха. Халӗ ҫемье ҫынсенчен пулӑшу ыйтать. Пушар ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче алхаснӑ. Ҫур ҫӗр иртни 2 сехет те 52 минутра МЧСа пушар тухни пирки шӑнкӑрав килнӗ: Карл Маркс урамӗнчи ҫурт ҫунать иккен. Вырӑна икӗ пушарнӑй машина ҫитнӗ. Пушар мӗнрен тухнине хальлӗхе пӗлмеҫҫӗ. Пӳртре виҫӗ ҫын пулнӑ: Александр Кошкин тата унӑн ашшӗ-амӑшӗ. Вӗсем ҫӑлӑннӑ, анчах йӑлтах ҫунса кайнӑ: ҫурт, ашшӗ-амӑшӗн паспорчӗ, япаласем, выльӑх-чӗрлӗх. Йытта та ҫӑлма май килмен. Халӗ ҫемье тӑванӗ патӗнче пурӑнать. Пушарта шар курнӑ ҫемье халӑх тетелӗсенче пулӑшу кирли пирки репост тӑвать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шӑмӑршӑ ял тӑрӑхӗнче инкек пулнӑ. Унта ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ. Пуҫлӑх виллине ашшӗ-амӑшӗн килӗнче тупнӑ. Ку паян, ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, пулнӑ. Халӗ ку ӗҫ-пуҫа следовательсем тӗпчеҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кунта криминал ҫук. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби те ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттернине хыпарлать. Тата ҫакна палӑртмалла: Шӑмӑршӑ ял тӑрӑхӗн администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче пуҫлӑх пирки информацие илнӗ. Хушнӑ: сӑмах Волков Валерий Фёдорович пирки пыни пире пӗлтерчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Вячеслав Романов экс-судья Шупашкарти Ленин районӗнчи 5-мӗш участокри миравай судья пулнӑ Вячеслав Романов тивӗҫлӗ канури хӗрарӑма хӗненӗ тата унӑн аллине хуҫнӑ тесе тӗпчевҫӗсем шухӑшланине, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине эпир ҫырнӑччӗ. Аса илтерер: ӳсӗр судья Вӑрмар районӗнче машинӑран тухнӑ та 60 ҫулти хӗрарӑмпа пули-пулми хирӗҫсе кайнӑ тесе шухӑшлатчӗҫ. Хӗрарӑм ӳкнӗ, ку вара ӑна уринчен тапнӑ, унтан сулахай аллине пӗтӗм вӑйран пӑрнӑ тенӗччӗ. Хӗрарӑмӑн ывӑлӗ амӑшне хӳтӗлеме тӑнӑ, анчах Романов ӑна та хӗненӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем пухнӑ материала ЧР Аслӑ сучӗ пӑхса тухнӑ. Пуҫтахланнӑ судьяна шар курнӑ хӗрарӑма 250 пин тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне ӑна 2,5 ҫул хушши унта-кунта ирӗклӗн тухса ҫӳреме чарнӑ. Приговор хальлӗхе вӑя кӗреймен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ирхи 3 сехет ҫурӑра, Шупашкарти 1-мӗш Чапаев урамӗнчи ҫурт ҫунса кӗлленнине, кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен хыпарланӑччӗ. Аса илтерер, йывӑҫ ҫурт, малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, электропралука пула ҫунса кайнӑ. Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫулӑм ҫенӗкрен тухнӑ. Пушарта 37 ҫулти хӗрарӑм, унӑн 16 ҫулти, 4-ри тата 6-ри хӗрӗсем сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ. «Общее дело» (чӑв. Пӗрлехи ӗҫ) общество организацийӗ ҫав вырӑнта палӑк лартасшӑн тата сквер йӗркелесшӗн. Кун пирки вӑл Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыков ячӗпе ҫыру янӑ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, инкек ҫурта такам тивертсе янипе тухма пултарнӑ. Енчен апла мар пулсан палӑкпа сквер инкекре асӑрханмаллине аса илтерекен вырӑн пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Патӑрьел райнӗнче ҫуралса ӳснӗ, Нижневартовскра ҫемйипе 10 ҫул ытла пурӑннӑ арҫынна тайгара персе вӗлернӗ. Вӑл ун чухне сунарта пулнӑ. Ханты-Манси автономи автономи округӗнчи следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын пульницӑра сывлама пӑрахнӑ. 42 ҫултискере асӑрхамасӑр пенӗ. Ку пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулнӑ. Арҫыннӑн виллине тӑван тӑрӑхне паян илсе килнӗ. Патӑрьел районӗн арҫынни сунара упа тытма юлташӗпе кайнӑ. Лешӗ асӑрхамасӑр ӑна пенӗ. Пуля витӗрех тухнӑ. Пирӗн ентеш пульницӑра темиҫе сехетрен вилнӗ. Ку пӑтӑрмах тӗлӗшпе «Асӑрханмасӑр вилӗм кӳнӗшӗн» статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Арҫыннӑн икӗ ачипе арӑмӗ тӑлӑха юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ку инкек 2015 ҫулта Канашра пулнӑ. Унти уйрӑм ҫуртра 60 ҫулти кил хуҫи хӗрарӑмӗ тата 41 ҫулти арҫын пурӑннӑ. Ака уйӑхӗн вӗҫӗнче ҫавсем патӗнче 31 ҫулти арҫын хӑналаннӑ. Кӗрекене пухӑннӑ йыш тем пайлаймасӑр хирӗҫсе кайнӑ. Кил хуҫисене кӳреннӗ этем 26-ри тусне пӗлтернӗ. Юлташа хӳтӗлес шутпа хайхи тата 31 ҫулти арҫын лешсем патне ҫул тытнӑ. Анчах кил хуҫисем вӗсене кӗртмен. Кӳреннӗскерсем ал айне лекнӗ ҫӗтӗке тивретсе пӳрте кӗмелли вырӑна ывӑтнӑ. Кил хуҫисем тата вӗсем патӗнче хӑнара пулнӑ 45-ри тепӗр арҫын вутра вилнӗ. 31 ҫулти арҫынна тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн вӑл психиатри чирӗпе аптӑранине, ҫавна май хӑй мӗн туса хунине ӑнланайманнине палӑртнӑ. Ӑна суд ирӗксӗр сипленме ӑсатма йышӑннӑ. 26-ри арҫынна 17 ҫуллӑха хупма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |