Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енри Транспорт полицийӗн ӗҫченӗсем 20 ҫулти икӗ каччӑна тытса чарнӑ. Хайхискерсене Шупашкарти чукун ҫул станцийӗ ҫывӑхӗнче вӑрттӑн вырӑна наркотик хунӑ чухне асӑрханӑ. Ҫамрӑксем 20 тӗрке хума хӑтланнӑ. Пӗтӗмпе 11 грамм ытла наркотик хуташӗ пулнӑ. Оперативниксем каччӑсем унччен наркотике ӑҫта тӗркесем тунине те тупса палӑртнӑ. Унта вара 390 ытла грамм наркотик тупнӑ. Ҫак икӗ каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пӗрре кӑна мар – иккӗ. Пӗрремӗшӗ – преступлени тума тӑнӑшӑн. Иккӗмӗшӗ – наркотике сарнӑшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарти «Космос» каҫхи клубра ҫурҫӗр иртни 2 сехетсенче 35 ҫулхи арҫынпа хуралҫӑ хушшинче тавлашу сиксе тухнине, хуралҫӑсем канма килнӗ ҫынна урайне ҫавӑрса хурса пӗр вӑхӑт ӑна ҫапла тытса тӑнипе арҫын сывлаймасӑр вилсе кайнӑ тесе шухӑшланине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ. Каярах клуб хӑйсем арҫын вилнишӗн куляннине хыпарланӑччӗ. Кун пирки вӗсем халӑх тетелӗсенчи хӑйсен страницинче ҫырнӑччӗ. Клуб администрацийӗ тата уйрӑм ҫыннӑн хурал предприятийӗ следствипе тачӑ ҫыхӑну тытнине пӗлтернӗччӗ. Ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ тӗпчевҫисем хуралҫӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки вӗсем паян пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Укҫа шута юратать тесе ваттисем мӗн авалтан каланӑ. Апла пулин те Хӗрлӗ Чутай районӗнчи хӑш-пӗр тӳре-шара урӑхларах шухӑшланӑ-ши — хысна «туприне» тухӑҫлӑ тӑкакламан. Ку факта ҫынсем ушкӑнпа ҫӑхавланӑ хыҫҫӑн прокуратура палӑртнӑ. Чӑваш Ен прокуратурине чутайсем хӑйсен тӑрӑхӗнчи Шукакасси ялӗнчи ҫула юсанӑ чух вырӑнти администраци укҫа-тенкӗпе тивӗҫлипе усӑ курмасть тесе евитленӗ. Асӑннӑ яла ҫул тума подряд организацийӗпе 2015 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнчех килӗшӳ тунӑ-мӗн, анчах «Резон» подряд организацийӗ тивӗҫе кирлӗ пек пурнӑҫламан, ӑна ӗҫшӗн 49 процентне ҫеҫ тӳленӗ иккен. Строительство организацийӗ ӗҫе чарса лартнӑ пулин те Йӳҫпан ял тӑрӑхӗ нимӗнле мера та йышӑнман. Халӗ прокуратура подрядчик пирки прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе асӑрахттару хучӗ ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() РФ Следстви комитечӗн Патӑрьелти районсен пӗрлехи следстви пайӗ Елчӗк районӗнчи Елчӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, следстви шухӑшланӑ тӑрӑх, 2016 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗнче Елчӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ коммерци организацийӗпе Тӳскел ялӗнче нумай ӗҫ тӑвакан культура центрне туса пӗтерме килӗшӳ алӑ пуснӑ. Подряд организацийӗ пуҫлӑхне вӑл ӗҫе 930 пин тенкӗлӗх тунӑ тесе алӑ пусма ыйтнӑ. Тӗрӗссипе 430 пин тенкӗлӗх кӑна пурнӑҫланӑ. Елчӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе службӑри ултавшӑн айӑпласшӑн. Пуҫиле ӗҫе халӗ тӗпчесе пӗтернӗ. Ӑна вырӑнти прокуратура ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑн пӑхса тухма суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗрпӳ районӗнче ҫывӑх вӑхӑтра унти судпа медицина экспертизин бюровӗн уйрӑмӗнче ӗҫленӗ икӗ ҫынна суд тенкелӗ ҫине лартӗҫ. Уйрӑм заведующийӗ пулнӑ хӗрарӑма тата унта санитаркӑра тӑрӑшнӑ ҫынна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе явап тыттарӗҫ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, судпа медицина экспертизин бюровӗн Ҫӗрпӳри районсем хушшинчи уйрӑмӗнче вилене моргран панишӗн укҫа ыйтнӑ. Ку йӗркене заведующи шухӑшласа кӑларнӑ. Юнашарах вырнаҫнӑ ритуаллӑ пулӑшу лавккинче санитарка укҫа илсе ларнӑ. Ӑна улталама пулӑшнӑшӑн явап тыттарӗҫ. Виле илсе тухассишӗн укҫа ыйтнипе 19 ҫын 82 пин ытла тенкӗ тӳленӗ. Ӗнерхи ӗҫченсен тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе прокуратура ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑн Ҫӗрпӳ район судне пӑхса тухма ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти прокуратура «Химпром» ҫывӑхӗнче тем пысӑкӑш шӑршлӑ кӳлленчӗк тӑнине тӗрӗсленӗ. Ун пирки интернет-порталсенчен пӗринче хыпарланӑ. Тӗрӗслеве прокурорсемпе пӗрлех Роспотребнадзор, Роспирироднадзор, Росреестр, Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн экологи хӑрушсӑрлӑхӗн, республикӑн Ҫут ҫанталӑк тата экологи министерствин специалисчӗсем хутшӑннӑ. «Управление отходами» (чӑв. Каяшсене тытса тӑрасси) акционерсен обществин полигонӗ тата сортлакан савучӗ ҫывӑхӗнчи шӑршлӑ шыв кӳлленсе тӑнӑ. Канализаци ҫӑлкуҫӗнчен юхса тухакан шыв вӑрманалла юхнипе вӑл пӗр ҫӗрте пӗвеленсе тӑнӑ. Тӗрӗслевҫӗсем тӑпран ҫиелти сийне тата шыва тӗрӗслеме илнӗ. Ҫут ҫанталӑка сиен мӗн чухлӗ кӳнине палӑртсан айӑплисене явап тыттарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче кӑнтӑрла Шупашкарти Эльгер урамӗнчи тӑхӑр хутлӑ ҫуртри пиллӗкмӗш хутри хваттерсенчен пӗринче пушар тухнине асӑрханӑ. Алӑк питӗрӗнчӗкне пула ҫулӑма сӳнтерме ҫӑлавҫӑсем чӳречерен кӗнӗ. Вутра виҫӗ пӳлӗмрен пӗри кӗлленнӗ. Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн ҫӑлавҫӑсем диван ҫинче хӗрарӑм виллине асӑрханӑ. Вӑл 46 ҫулти хваттер хуҫи пулнӑ. Унта вӑл пӗчченех пурӑннӑ. Хӗрарӑм мӗнле вилнине палӑртас тесе Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем ӗҫе кӳлӗннӗ. Вӗсем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑма вӗлернӗ теме сӑлтав ҫук. Хваттерте пирус туртнине пула пушар тухман-ши, хӗрарӑм сӗрӗмпе вилмен-ши тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тӗпчев малалла пырать, тӗрлӗ экспертиза ирттерсе пушар тата вилӗм сӑлтавне палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Муркаш районӗнче пушар пулнӑ. Ҫулӑм ҫӑнӑх складне сиенлетнӗ. Шатракассинчи складра ҫулӑм ҫурҫӗр иртни 2 сехет ҫурӑра алхасма тытӑннӑ. Вырӑна ҫитнӗ пушарнӑйсем унпа 20 минут кӗрешнӗ. Юрать, кӳршӗ склада сыхласа хӑварма май килнӗ. Унта тырӑ упраннӑ. Пушарта 30 тонна ҫӑнӑх ҫунса кайнӑ. Ку тӑкак 200 пин тенкӗпе танлашать. Палӑртса хӑварар: кӑҫал республикӑра 549 пушар тухнӑ, ҫулӑм пӗтӗмпе 54 миллион ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Тата хӑрушӑраххи – пушарта 38 ҫын вилнӗ, 47-ӗн аманнӑ. 129 ҫынна пушарта ҫӑлма май килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗш каҫхине Чӑваш Республикин тӗп хулинче шассине антарман самолет анса ларнӑ. Вӑл «СкайМир» авиакомпанин самолечӗ пулнӑ. Малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, икӗ вырӑнлӑ самолет вӑрмансене пӑхса ҫаврӑннӑ. Ӗҫпе вӗҫекен самолетра пилот пӗчченех пулнӑ. Анма тӑрсан вӑл йӑнӑш тунипе шассине антарма манса кайнӑ. Пилот кӗпепе ҫуралнӑ пулмалла — самолета аэропортра тӗрӗс мар антарса лартнӑ пулсан та вӑл инкек тӳсмен. Аэропортрисем те аварие лекмен. Шассисӗр самолета кайран вӗҫсе хӑпармалли ҫул ҫинчен ангара куҫарса кайнӑ. Юсавлӑ самолет пӑтӑрмахлӑ анса ларнипе комисси ӗҫлет. Вӗсем инкекӗн чӑн сӑлтавне тата айӑплине тупса палӑртӗҫ. Аэропорт халӗ тӗрӗс-тӗкел ӗҫлет. Ытти самолетсемшӗн анса ларма чӑрмав пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Валерий Евдокимов Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Сирире чӑваш каччи паттӑрла пуҫ хунӑ. Самарти ҫар чаҫӗ янӑ телеграммӑра шӑпах ҫапла палӑртнӑ: «Вӑл ҫар тивӗҫне пурнаҫланӑ чухне паттӑрла вилнӗ». Валерий Евдокимовӑн ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 30 ҫул тултармалла пулнӑ. Унӑн арӑмӗ, ачи тӑлӑха юлнӑ. Ӑна ҫурлан 8-мӗшӗнче Явӑшри Мухтав аллейинче пытарнӑ. Тусӗсемпе тӑванӗсем ӑна чӑн-чӑн паттӑр пек аса илеҫҫӗ. Вӑл чи яваплӑ ӗҫсене хӑйӗн ҫине илнӗ, яланах пулӑшма хатӗр пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.03.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пӑрачкав районӗнчи Низовка ялӗнче пӗр класлӑ училище уҫнӑ. | ||
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Комиссаров Валерий Петрович, чӑваш журналисчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Сывлӑх» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |